Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хампа (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
Хампа пӗрле, кӑмӑл тумашкӑн, пӗрер ещӗк илсе кайма пултарӑп-ши!..

Не смогу ли я прихватить с собой какой-нибудь ящичек, для ясности!..

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ирӗк пар, патша, ачана хампа пӗрле илме.

— Дозволь, государь, мальчонку с собою взять.

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Эпӗ ӑна, шӳтле, хампа пӗрле пыма сӗнтӗм; вӑл, хӑраса ӳксе, ҫапла кӑшкӑрса ячӗ: «Мӗн калаҫатӑн эсӗ, килти ӗҫе кам тӑвӗ?»

Я ему в шутку предложил идти со мной на фронт, и он испуганно воскликнул: «Что ты, а хозяйство?»

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ хампа этемле калаҫма ыйтатӑп, — каласа пӗтерчӗ пуҫланӑ сӑмахне Штокман, хӗстернӗ куҫӗпе офицерӗн сӑмси сыппийӗнчен тӗллесе пӑхса.

— Я требую вежливого обращения, — договорил Штокман, целясь прищуренным глазом офицеру в переносицу.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ хампа йӗркеллӗ…

— Я требую…

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Аван пулчӗ-ха ку, хампа пӗрле саступ илсе килни.

«Ну, хорошо, что догадался взять с собою заступ.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫинчен тата мӗнле те пулин тӑван хутшӑнсан, асатте-и, аттен аслашшӗ-и унта, вара аллупа ҫеҫ сул: юмахра мӗн-мӗн пулни йӑлтах хампа пулнӑ пек туйӑнать, хам вара аттен аслашшӗн ӑшне кӗрсе кайнӑ пек, е унӑн чунӗ хам ӑшчикре вылянӑ пек туйӑнать, — чыхӑнмалла пултӑр мана Варвара великомученицӑна акафист вуласа тӑнӑ чух, суятӑп пулсан…

А как еще впутается какой-нибудь родич, дед или прадед, — ну, тогда и рукой махни: чтоб мне поперхнулось за акафистом великомученице Варваре, если не чудится, что вот-вот сам все это делаешь, как будто залез в прадедовскую душу или прадедовская душа шалит в тебе…

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Акӑ малтан ҫырнӑ экземпляр, эпӗ ӑна яланах хампа илсе ҫӳретӗп.

— Вот черновой экземпляр, я его всегда ношу с собой.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ыран райкома каятӑп, хампа пӗрле Нарыжнӑя та илетӗп, вара ӗлӗкхи пӗтӗм йӗрӗнчӗклӗ усал ӗҫе тӗппипех пӗтеретӗп.

Завтра пойду в райком, возьму с собой и Нарыжного и — тогда конец всему старому, паскудному и подлому.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хампа пӗрле ӗҫлекенсем ҫине пӑхатӑп та — хӗрупраҫла!

— Смотрю на тех, с кем работаю, — прям девки на выданье!

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ пӗлекен ҫав выльӑх туйӑмӗ!» — хампа хам ӑшра калаҫрӑм эпӗ.

И эта животная чувственность, которуя я так знаю», — говорил я себе.

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ирӗк парӑр, эпӗ сире хампа пулса иртнӗ ӗҫ хӑҫан тата мӗнле пуҫланнине каласа парам.

Так изволите видеть, вот как и когда началось то, что привело меня к моему эпизоду.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Пӗлес килет-и, сире эпӗ ҫав юрату мана хампа пулса иртнӗ ӗҫ патне епле илсе ҫитерни ҫинчен каласа паратӑп.

— Так хотите, я вам расскажу, как я этой любовью самой был приведен к тому, что со мной было?

II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хампа пӗрле жуликра ӗҫлесе курнӑ чи лайӑх мастерсем те, вӗсем те хӑшпӗр чухне чике тӑршшех лартатчӗҫ.

Лучшие мастера, с какими мне случалось работать по части присвоения чужого имущества, и те оказывались иногда надувателями.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Кашӑк пек атӑ кунчи ӑшне чиксе хампа пӗрле илсе ҫӳрем-и?

Таскать собой как ложку в голенище сапога?

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хампа пӗр тӑванӑн ывӑлӗ пулать.

Племяш будет.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хампа пӗр тӑван ывӑлӗ пек.

Как племяш.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вилнӗ чух хампа пӗрле пӗр граната илетӗп.

Ну, как буду помирать, прихвачу с собой одну гранату.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Халь пӗлетӗп ӗнтӗ: телейӗм ман хампа пӗрлех, кӗсьерех пырать.

— Теперь я знаю, что свое счастье везу в кармане.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хулара пӗчӗк тупӑк сутӑн илтӗм, — шӑллӑм, ҫӗре кӗнӗскер, тахҫанах ҫӗрсе кайнӑ пуль терӗм, — хампа пӗрле ваткӑ тата утиял илтӗм, ҫӗре алтма тӑватӑ ҫын тара тытрӑм; унтан, масара урӑх вырӑна куҫарма, ҫӑва ҫине кайрӑмӑр.

Позавчера в городе я купил гробик, — тот, что в земле, должно быть, давно сгнил, захватил с собой одеяло, ваты, нанял четырех землекопов и отправился в деревню, на кладбище.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed