Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑртрах пальто уртса ятӑм, алӑка питӗртӗм, ҫӑра уҫҫине хамӑр пӗлекен ҫӗре хутӑм та чупса тухрӑм.Я накинула пальто, заперла дверь, положила ключ на условленное место и вышла на улицу.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, анне мана ҫывӑрнӑ тесе шутланӑскер, шурса кайнӑскер, хура ҫивӗчӗсене кӑкӑрӗ умне уртса янӑскер, ман ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан ура ҫине тӑчӗ, тутӑр уртса ячӗ те тухса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та ҫара ӳт ҫинченех тӑхӑнса янӑ пиншакне, кӗпе вырӑнне шарф уртса янине пурпӗрех асӑрхарӑм.но зато успел заметить, что пиджак был надет на голое тело, а рубашку заменял шарф.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй питех те ҫӑмӑл тумланнӑ, хӳхӗм пӗвӗ ҫине пысӑках мар тутӑр уртса янӑ.Ее одежда была более легкая, небольшой платок опоясывал ее гибкий стан.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Выртнӑ ҫӗртен ҫӗклентӗм те ҫийӗме аҫам уртса ятӑм, кинжала ҫакрӑм, вара шӑппӑн утса пӳртрен тула тухрӑм: мана хирӗҫ суккӑр ача утса кӗрет.Я встал, накинул бешмет, опоясал кинжал и тихо-тихо вышел из хаты; навстречу мне слепой мальчик.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Бурка уртса яма ӗлкӗртӗм ҫеҫ, юр вӗркӗшсе ҫума та пуҫларӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй ҫине вӑл офицерсен эполетсӑр сюртукне уртса янӑ, пуҫне черкессен лапсӑркка ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ; Сӑнран пӑхсан ӑна пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ темелле; хӗвелле пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ вӑл Кавказ леш енчи хӗвелпе тахҫанах паллашнине кӑтартать, вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ мӑйӑхӗ те унӑн ҫирӗп уттипе, маттур сӑн-сӑпачӗпе килӗшсех каймасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хапхаран тухнӑ чух унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине такам пальто уртса ячӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халатне вӑл хулпуҫҫи ҫине плащ-палатка пек уртса янӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах ҫӳлтен ӑна хулпуҫҫи урлӑ кӑвак плащ уртса янӑ, урисене шпорлӑ, ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинче ахахран тунӑ ҫӑлтӑр ялкӑшса тӑракан, ҫав тери паха, типшӗм, ҫамки ҫинче кӑвак ҫӳҫ пайӑркиллӗ старик аллине тӑсса тӑнӑ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Картлашкасем тӑрӑх хура мундир тӑхӑннӑ, хулпуҫҫисем ҫине хӗрлӗ погонсем ҫакса пӗчӗк арҫын ача хӑпарнӑ, ҫӳлтен ун патнелле Суворов аллине тӑсса тӑнӑ, — вӑл хулпуҫҫийӗ урлӑ кӑвак плащ уртса янӑ, урисене шпорлӑ, ҫӳллӗ кунҫаллӑ атӑ тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинче ахах ҫӑлтӑр ялтӑртатнӑ, ҫӳллӗ те типшӗм ҫамки ҫинче, кӑвак ҫӳҫ пайӑрки мӑкӑрӑлса тӑнӑ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ковалев ҫӳллӗ те хыткантарах ҫын пулнӑ, хулпуҫҫийӗ ҫине анчах тупӑ сӗрмелли ҫупа вараланнӑ фуфайка уртса янӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шинелӗ — вӑрӑм, ура тупанӗ таранах, юбка пек, пуҫӗ ҫинче — хура така тирӗнчен ҫӗленӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫаврака ҫӗлӗк, погонӗсем ҫинче — пӗчӗк йӗнер пускаҫӗсем урлӑ — хӗресленнӗ икӗ хӗҫ кӗлетки, атӑ кӗлисем ҫинче — шпорсем, юлашкинчен — ҫар ҫыннине илем кӳртекен чи чаплӑ япала — ҫурӑмӗ хыҫнелле уртса янӑ хӑмаҫ пек хӗрле башлык пулнӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем иккӗшӗ те ырӑ шӑршӑллӑ чӑрӑш турачӗсем ҫинче, хулпуҫҫийӗсенчен ваткӑллӑ фуфайкӑсем уртса ярса, Ваня апата мӗнле хыпнине пӑхса ларнӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Сӑнара хӑвӑн ҫине сурӑх тирне уртса янӑ пек тӑхӑнтартаймастӑн.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Мария Матвеевна уҫӑрах ҫанталӑкра урама тухсан Георгий Игнатьевич унӑн хулпуҫҫи ҫине фуфайка уртса янӑ.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
10. Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сион хӗрӗн ватӑ ҫыннисем ҫӗр ҫинче пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, хуйхӑ тумтирӗ уртса янӑ; Иерусалим хӗрӗсем пуҫне ҫӗрелле уснӑ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.