Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпе (тĕпĕ: тӗп) more information about the word form can be found here.
«Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне канлӗ тумашкӑн куллен тӑрӑшатпӑр, — тет Станислав Николаевич. — Кунта инвалидсем те пуррине тӗпе хурса пандуссем лартрӑмӑр. Территорие тирпей-илем кӗртрӗмӗр. Пӳлӗмсене юсарӑмӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнипе килӗшӳллӗн электро- тата хутса ӑшӑтакан хатӗрсене ҫӗннисемпе улӑштартӑмӑр, вут-ҫулӑм тухнине ҫийӗнчех систерекен автоматсем вырнаҫтартӑмӑр».

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫавӑнпа чӑвашӑн ӗлӗкхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса така пусрӑмӑр, тӑвансене пуҫтарса ӑна Юман ят хутӑмӑр.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарма тата спортпа туслаш- тарма условисем туса парассине тӗпе хураҫҫӗ ҫак ӗҫе пуҫаракансем.

Help to translate

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Роман Малов ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх - завод хӑвӑрт чупакан лашасем ӗрчетессине тӗпе хурать.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Республика Пуҫлӑхӗ социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫлассине тӗпе хурать. Лару-тӑру йӗркеленсе пынӑ май тӳлевсене тавӑрас ыйтӑва тепӗр хут пӑхса тухӗҫ», – ӑнлантарчӗ Александр Степанович кунашкал улшӑнӑва кӗртнӗ регионсене асӑннӑ май.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Шӑла сиплетпӗр, протез лартатпӑр, тимӗр керамикӑпа та, CAD/CAM технологине тӗпе хурса унсӑрӑн та ӗҫлетпӗр.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн — ирӗклӗн, никама пӑхӑнмасӑр ӗҫлес тӗллеве тӗпе хурса — хӑйӗн ӗҫне йӗркеленӗ.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Аслӑ шкулсем пӗр-пӗриншӗн конкурент пулни чӑрмантарать тесе калас — кашниех чыслӑ, тӗрӗс информацие тӗпе хурса ӗҫлет.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тӗпе хурса пурӑнма хӑнӑхтарасси — воспитани тӗллевӗсенчен пӗри.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗрлехи сасӑлав кунӗн кӑтартӑвӗсем ҫакна ҫирӗплетсе пачӗҫ – Чӑваш Ен халӑхӗ пирӗн яваплӑ социаллӑ политикӑна, экономикӑн кал-кал аталанӑвне, нацисемпе тӗнсен хушшинчи килӗшӳлӗхе тивӗҫтерессине тӗпе хуракан ҫул-йӗре шанать.

Результаты Единого дня голосования показали - народ Чувашии доверяет нашему курсу на ответственную социальную политику, динамичное экономическое развитие и обеспечение межнационального и межконфессионального согласия.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Анчах та йывӑҫ тымарсӑр пулмасть тенине тӗпе хурса историренех пуҫлар-ха.

Help to translate

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Театрӑн режиссерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Сергеева вырӑс драматургӗн Александр Вампиловӑн «Прошлым летом в Чулимске» пьесине тӗпе хурса лартнӑ постановка тыткӑнларӗ.

Help to translate

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӗҫри инкексем тӑрӑх пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тӗпе хурса пӗтӗмлетсен, суранланас хӑрушлӑх ҫурт хӑпартассинче пуринчен ытларах.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Мӗн акатӑн - ҫав шӑтать, тенине тӗпе хурса тӑрӑшаҫҫӗ хуҫалӑх ӗҫченӗсем.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫакна тӗпе хурса 2016 ҫулта 99 ялта вак чулпа хытарса 49,9 км тӑршшӗ автомобиль ҫулӗ сарассине вӗҫлеме палӑртнӑ.

Help to translate

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«Единая Россия» парти кандидатсене шута илнӗ чухне тӗпе хунӑ енсенчен пӗри вӑл - урӑх парти ретӗнче тӑманни.

Help to translate

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫапла палӑртса хӑварчӗ: «Эпир нихӑҫан та пуш сӑмах ҫаптарман. Пирӗн тӗллев - хамӑрӑн тивӗҫсене туллин пурнӑҫласси. Республикӑри аграрисен регионти тата ҫӗршыври апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗпе хумалла».

Help to translate

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Единая Россия» парти кандидатсене шута илнӗ чухне тӗпе хуракан тӗп паллӑсенчен пӗри вӑл - урӑх парти ретӗнче тӑманни.

Help to translate

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

71. Халь ӗнтӗ хӑвӑн сӑмахусене тӗпе хурса, ӑнланса ил; хӑвах каларӑн-ҫке, ӑстӑн хамӑрпа пӗрле ӳсет, терӗн.

71. Теперь же уразумей на основании своих собственных слов; ведь ты сказал, что разум возрастает с нами.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Сывӑ нацин» бюджетӑн 244 пине яхӑн тенкӗлӗх субсидине тивӗҫнӗ «Пурнӑҫ картлашкисем» проекчӗ шӑпах ҫак тӗллеве тӗпе хурать.

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed