Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питрен (тĕпĕ: пит) more information about the word form can be found here.
Мана ураран та питрен амантрӗҫ, куҫа юн хупларӗ.

Я был ранен в ногу и в лицо, кровь заливала глаза.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк куҫа ҫутӑ пырса тиврӗ, шартарса ячӗ, чӗлӗм шӑршиллӗ ӑшӑ сывлӑш питрен ҫупӑрларӗ.

Блеснул в глаза свет, я зажмурилась, пахнуло накуренным теплом.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана питрен аллипе хуллен ҫупӑрласа илчӗ.

Он провел осторожно ладонью по моей щеке.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юрӗ вара, вӗтӗ те ҫирӗпскер, питрен киле-киле ҫапӑнчӗ ҫав тери хытӑ ыраттарчӗ, вӑл пӗтӗм тумтир ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа ларчӗ.

Снег мелкий, твёрдый, который очень больно бил по лицу и сразу вцепился во все петли и щели одежды.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗтӗ-вӗтӗ юр кумккисем манӑн питрен, куҫран пыра-пыра ҫапрӗҫ, сывлайми турӗҫ!

Ого, как ударило мелким снегом в лицо, закололо глаза и занялось дыхание!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч хама питрен сурнине те манман-ха эпӗ.

Я не забыл, как Николай Антоныч плюнул мне в лицо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ эсир питрен персе панӑ ҫырусене вуламӑп.

 — Я не стану читать эти письма, которые, вы бросили мне в лицо.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана питрен никам та сурса курман-ха, эпӗ хамӑн пӗтӗм йӗркесене мансах, ҫак ӗҫшӗн ҫынна вӗлерме те пултарнӑ.

мне в лицо еще не плевали, и я, несмотря на все свои правила, мог за это убить человека.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Енчен вӑл манӑн питрен сурса, питех лектернӗ пулсан, эпӗ ӑна сӑтӑрса янӑ е вӗлернӗ те пулаттӑм.

Очень может быть, что если бы он плюнул и попал мне в лицо, я бы его ударил или даже убил —

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫав ҫырусемпе манӑн питрен печӗ, унтан мана питрен сурчӗ те кресло ҫине кайса ӳкрӗ.

Он бросил эти письма мне в лицо, потом плюнул мне в лицо и упал в кресло.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗлӗнмелле, мӗнле вайӑкласа ҫӳрет вӑл паян, пӗрре ман умма чупса тухать, тепре питрен пырса пӑхать!

Удивительно, как он юлил сегодня: забегал вперед заглядывал мне в лицо!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗпе тӑман питрен ҫатлаттарать.

Мокрая метель шлепала меня по щекам.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Император, кӳпшек аллине тӑсса, мана питрен кӑтӑклам пек турӗ.

Император, протянув пухлую руку, вдруг берет меня за щеку и треплет.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ кӑмӑллӑ, люкра хыҫалта пӗр пӗччен савӑнса ларса пыратӑп, Расщепейпе Ирина Михайловна ҫине пӑхатӑп, вӗсен хушшинчен шӑхӑрса килекен ҫил мана питрен ҫупӑрлать, хӑлхара кӗрлет; лайӑх-ҫке мана, питӗ савӑнӑҫлӑ.

А я сидела себе сзади одна в уютном люке, смотрела в спину Расщепею и его жене, ветер дул между ними мне в лицо, в ушах гремел плотный ветер, и мне было так весело, так хорошо.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Людмила мана питрен янравлӑн чуптуса илчӗ.

Людмила звонко расцеловала меня в щеки.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

анчах питрен пӑхсан нимӗн те палӑрмасть… куҫӑр кӑна сирӗн яланхинчен ҫутӑрах ҫиҫнӗ пек.

но на лице ничего не заметно… только глаза у вас блестят ярче обыкновенного.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ.

Как птица нырнул он между ветвями; острые колючки рвали мою одежду, сухие сучья карагача били меня по лицу.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Питрен темиҫе хут ҫапнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑнне ҫухатрӗ.

После нескольких ударов по лицу он потерял сознание.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Питрен ҫапаҫҫӗ.

Удар по лицу.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хирӗҫ чӗнес вырӑнне ача ӑна чышкипе питрен ҫапрӗ.

Вместо ответа тот ударил его кулаком по лицу.

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed