Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллакан (тĕпĕ: палла) more information about the word form can be found here.
Сӑнӗ-пичӗ пачах улшӑннӑран амӑшӗ кӑшт ҫеҫ паллакан ют ҫын майлӑ пулса кайнӑ.

Резкая перемена, происшедшая с лицом матери, делала мать почти незнакомой, чужой.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах вӑл ӑшӗ выртманнипе кӑшт пӑшӑрханчӗ пулин те, пурнӑҫ ӑна каллех ҫак ҫынпа тӗл пултарнӑшӑн хӑйне телейлӗн туйрӗ, — Пробатов Константиншӑн ахаль паллакан ҫын, хӑй ӗҫлеме килнӗ облаҫри парти обкомӗн секретарӗ ҫеҫ мар ҫав.

Но, несмотря на какую-то душевную неустроенность, продолжавшую тревожить его, он был счастлив, что жизнь снова сталкивала ого с человеком, который был для него больше, чем просто знакомый, чем секретарь обкома той области, где Константину предстояло работать.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ачаран паллакан тӑван ялӗнче уншӑн пурте савӑнӑҫлӑ та ҫывӑх ҫавӑ — ӗнтрӗкри сапаланчӑк ҫутӑсем те, ҫырмари ачасен кулли те, амӑшӗн ачаш та пӑшӑрхануллӑ сасси те, пасарнӑ тирексен тӑрринчен халь ҫеҫ курӑннӑ ҫутӑ уйӑх ҫурли те…

Все было отрадно и близко в этом знакомом с детства мире родной Черемшанки — и рассыпанные в сумраке огни, и смех детей в овраге, и полный ласковой тревожности голос матери, и хвойный запах дыма из труб, и даже показавшаяся над заиндевелыми макушками тополей светлая краюха месяца.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӑхӑт шутне те ҫухатрӗ, юлашкинчен, паллакан уйсем пуҫлансан, тӑвайкки хыҫӗнче Черемшанкӑ ҫутисем савӑнӑҫлӑн мӑчлатма тытӑнсан, калама ҫук хавасланса кайрӗ.

Он потерял счет времени и, когда пошли наконец знакомые тюля и за косогорами приветно, как живые, замигали огни в избах Черемшанки, несказанно обрадовался.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ паян ирхине эпӗ пӗр паллакан хресчене тӗл пултӑм, Корней Яранцева, эсӗ ӑна пӗлетӗн пулас-ха.

Вот сегодня утром я встретил одного знакомого мужика, ты его, наверное, знаешь, Корнея Яранцева…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер станцирен хӑйӗн хӗрӗ пурӑнакан район хулине кайнӑ чухне ҫула май паллакан ялсене кӗрсен, вӑл ҫакӑн пекех чӳречисене ҫапса лартнӑ пӳртсем темиҫе те курчӗ.

Вчера, когда он ехал со станции в районный городок, где жила его дочь, по пути в знакомых деревнях ему не раз встречались такие же покинутые, с заколоченными окнами избы.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Базкинчи больница карти патне капланса тулнӑ кӳмесем хушшипе вӑл аран лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑткаласа тухрӗ, йӗнерленипех темле урапа ӳречинчен кӑкарчӗ те, ҫӑварлӑхне кӑларса, кӳмесем патне паллакан ҫынсене шырама кайрӗ.

С трудом провел он коня в поводу мимо повозок, сплошняком сбитых к изгороди базковской больницы, не расседлывая, привязал к грядушке чьей-то арбы, разнуздал, а сам пошел между повозками искать знакомых.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ухмаха ернӗ пек анкӑ-минкӗленсе чарӑлнӑ куҫӗсемпе хӑй паллакан пӗр старик ҫинелле тирӗнсе пӑхрӗ, чӑтма ҫук тарӑхса кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Он наткнулся осумасшедшими глазами на знакомое лицо одного старика, крикнул с великой обидой:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой ревтрибунала хӑй паллакан йӗкӗтсем патне чӗлӗм туртма кӗчӗ.

Кошевой зашел в Ревтрибунал к знакомым ребятам покурить, спросил:

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий хӑй тусне чӑрмантарса пурӑннине ӑнланчӗ, анчах темшӗн паллакан ҫынсем патне куҫас шут тумарӗ.

Листницкий сознавал, что стесняет друга, но перейти к знакомым почему-то не хотел.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий, ҫав кӑмӑла пӑлхантаракан хӑнӑхнӑ шӑрша ҫийӗнчех сиссе, каялла ҫаврӑнса пӑхать; малти лавҫӑ, ҫамрӑк кӑна прапорщик, ун ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать те паллакан ҫынна курнӑ евӗр ӑшшӑн кулса илет.

Листницкий сразу почувствовал этот знакомый волнующий запах, повернул голову; передний ездовой, молодой прапорщик, посмотрел на него и улыбнулся, как знакомому.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне ревком председательне суйличченех вӑл Григорипе хӑй паллакан ытти казаксем тӗлӗшпе пӑртак улшӑнни сисӗнкеле пуҫларӗ.

Еще до избрания его председателем ревкома он заметно переменился в отношении к Григорию и остальным знакомым казакам.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Съезд уҫӑлнӑ кун Григорий патне хӑй паллакан атаманец-казак — Вешенски станицӑри Акӑшкас хуторӗсем — пырса ларчӗ.

В день съезда пришел к Григорию казак-атаманец с хутора Лебяжьего Вешенской станицы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Артамашов пӗтӗм пӳ-сийӗпе чӗтренсе илчӗ, паллакан лашасем ҫине, Андриан кучер ҫине чӳречерен пӑхрӗ те вара: «Ну, пулас пекки пултӑр, каятӑп…» — тенӗ пек, ун тутисем чалӑшрӗҫ.

Артамашов посмотрел в окно на знакомых ему лошадей, на кучера Андрона, потом взглянул на Сергея, точно говоря: «Ну, будь что будет, поеду…» — губы его скривились.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паллакан майор пулӑшрӗ.

Знакомый майор выручил…

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Краснодарта, вӑрлӑх ӳстерсе кӑларакан станцинче эпӗ паллакан ҫынсем урлӑ уяр ҫанталӑкран хӑраман тулӑ вӑрлӑхӗ илтӗм…

В Краснодаре на опытной семеноводческой станции я по знакомству раздобыл семян засухоустойчивой пшеницы…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑхатӑп — пирӗн паллакан хӗр, анчах, ӗненетӗн-и, ҫӑва патне, тата илемлӗрех…

Смотрю — наша знакомая, только, веришь, стала она, черт возьми, еще красивее…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсем пурте харӑс калаҫаҫҫӗ, Сергей, паллакан ҫынсене пӑхса, хирӗҫ чӗнме те ӗлкӗреймест.

Говорили все разом, и Сергей не поспевал отвечать на вопросы.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паллакан кӗвве илтетӗр-и? — ыйтрӗ Гриша.

— Слышите знакомую песню? — спросил Гриша.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паллакан ӑйӑрпа килекене курсан, вӑл ӑна хирӗҫ чупрӗ.

Увидев подъезжавшего на знакомом жеребце всадника, Савва побежал ему навстречу.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed