Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ленукпа иксӗмӗр тӑпра сийӗпе пӗрле лаштӑрах ҫырма тӗпне анса лартӑмӑр.Мы с Ленкой вместе с пластом земли соскользнули к самой кромке воды.
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Лартӑмӑр, лартӑмӑр…
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Тӑнӑ ҫӗртех лак лартӑмӑр ҫӗре.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Пӗр хушӑ ҫӑвара шыв сыпнӑ пек шӑпӑртах лартӑмӑр.Какое-то время мы сидим молча, словно оба набрали в рот воды.
Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.
Ыттисем шӑпланчӗҫ — эпир чарӑнайми пулса лартӑмӑр: ха-ха-ха та ха-ха-ха!Все уже перестали смеяться, а мы не можем остановиться: ха-ха-ха да ха-ха-ха!
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Вырӑн тупкаласа хӗсӗнсе лартӑмӑр.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Улма пӗҫермелӗх кӗл пуҫтарӑнасса кӗтсе вут умӗнче эпир хамӑр пальтосене тытса тӑтӑмӑр, ҫурӑмпа та, хӑяккӑн та вут еннелле лартӑмӑр, шапӑлтатасса, ыйхӑсӑр каҫ иртмен чухнехи пекех, яра кун хушши выҫӑхмасӑр шӑчӑсемпе ӗҫлемен пекех шапӑлтатрӑмӑр.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Эпир мӑштах лартӑмӑр, пӗр вӑхӑта инженер ҫывӑрать-и, ҫывӑрмасть-и, ҫавна та пӗлеймерӗмӗр.Мы сидели тихо и некоторое время не могли понять, спит инженер или нет.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Эпир, ун патне пырса кукленсе лартӑмӑр.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Эпир нимӗн тавҫӑрса илеймесӗр шӑпланса лартӑмӑр.
I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Райкомӑн пӗчӗк автомобилӗ ҫине лартӑмӑр та Ҫӗмӗрлерен яла тухса вӗҫтертӗмӗр.
II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ачасем пурте, савӑнӑҫлӑн кулкаласа, пирӗн ҫинелле пӑхаҫҫӗ, эпир вара нимӗн тума пӗлмесӗр лартӑмӑр — ҫилленмеллеччӗ-ши пирӗн вӗсем ҫине, е кулмаллаччӗ-ши?
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Эсир асӑрхаймарӑр-ха паян, епле эпир виҫсӗмӗр те урокра пӗр ҫӑвар уҫмасӑр шӑппӑн лартӑмӑр.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Ҫул хӗрринчи канавра хыр турачӗ айӗнче, пайтах лартӑмӑр эпир, курӑк хыпнипе хамӑр мӑйӑхлӑ таракансем пек курӑнтӑмӑр пулас ӗнтӗ, мӗн тӑвӑпӑр-ха тесе калаҫрӑмӑр.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Ну, эпир кунта чупса килтӗмӗр те вырнаҫса лартӑмӑр…
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Лартӑмӑр та вӑл супӗлтетнине итлетпӗр.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Кӳлленчӗке кӗрсе лартӑмӑр та ак.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Нумай калаҫса лартӑмӑр эпир, канашларӑмӑр, сантан килӗшӳллӗрех кандидатура тупаймарӑмӑр…Долго мы разговаривали, советовались и пришли к тому, что нету более подходящей кандидатуры…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпир вӑл таврӑнасса виҫӗ сехет кӗтсе лартӑмӑр.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпир сӗтел умнерех сиксе лартӑмӑр, вӑл вара халапне пуҫларӗ:
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.