Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чей ӗҫсе ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑнасем килӗсене саланма тытӑнчӗҫ, часах Покровски сали пушанса юлчӗ, пурте вара хӑйӗн кулленхи йӗркине кӗчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Тавтапуҫ, улпутӑмӑр, — терӗҫ те инкесем, ҫавӑнтах килӗсене кайрӗҫ.– Спасибо, кормилец, – отвечали бабы и тотчас отправились домой.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халӑх лӑпланчӗ, пурте килӗсене саланчӗҫ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан шӑтӑкне тӑпра тултарса тирпейлерӗҫ те, сӑх-сӑхса илсе, килӗсене саланчӗҫ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ ачасене килӗсене ярас-ха малтан.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Тивӗҫӗсем вара унӑн сахал мар: тин ҫуралнӑ пепкесем патне килӗсене ҫитсе вӗсем мӗнле аталаннине тӗрӗслемелле, ачасем мӗнле условисенче ҫитӗннине сӑнаса тӑмалла, ҫамрӑк амӑшӗсене кирлӗ сӗнӳсем памалла, ача сачӗсене, шкула ҫӳрекен шӑпӑрлансен сывлӑхне вӑхӑт-вӑхӑт тӗрӗслемелле, профилактика прививкисем тумалла…
Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/
Килӗсене саланнӑ чухне приход ҫыннисем пӗр-пӗрне ҫапла каларӗҫ: «Пире нимӗн намӑса пӗлмесӗр улталарӗҫ пулин те, эпир тепӗр хут та ухмаха тӑрса юлма хатӗр пулаттӑмӑр пулӗ, авалхи тав тумалли гимн ҫав тери тӗлӗнмелле лайӑх юрланине те пӗр хут та илтесчӗ», — терӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӗншӗн пӑрахса кайнӑ килӗсене вӗсем таврӑнса хӑт кӗртесшӗн мар?
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Йӑмӑксем кинне тирпейлесе пытарсан тин килӗсене таврӑнчӗҫ...
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Вӑйӑ каласа, купӑспа юрӑсем шӑрантарса, ҫывӑхри ял Акатуйне хутшӑнса чӑваш журналисчӗсем тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.
Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Пур лаптӑкри курӑка кӗске вӑхӑтра пухса кӗртме ӗлкӗрес тесе ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте вӑхӑта пӑхмасӑр ӗҫлеҫҫӗ, килӗсене вара каҫ сӗмӗпе анчах таврӑнаҫҫӗ.
Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Шӑрӑха парӑнтарас тесе шывра киленекенсен те килӗсене савӑк кӑмӑлпа таврӑнмалла пултӑрччӗ, — терӗ Паша.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Амӑшӗсем вӗсене ытама илсе килӗсене йӑтса кайрӗҫ.
Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Вӗсенчен ҫурри каялла килӗсене таврӑнайман, ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлесе чи хаклӑ пуянлӑха – пурнӑҫне панӑ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
6. Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ — 7. ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗр-пӗринпе сывпуллашсассӑн эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене таврӑнчӗҫ.6. И, простившись друг с другом, мы вошли в корабль, а они возвратились домой.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсене килӗсене ӑсатнӑ.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫитермесӗрех килӗсене ярсассӑн, ҫул ҫинче халран кайӗҫ: хӑшӗ-пӗри аякран килнӗ, тенӗ.3. Если неевшими отпущу их в домы их, ослабеют в дороге, ибо некоторые из них пришли издалека.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Димитрий ӗнтӗ хӑйне пӗтӗм ҫӗр пуҫ тайнине, хӑйне нимӗн те хирӗҫ тӑманнине курнӑ та хӑйӗн мӗнпур ҫарне килӗсене янӑ, ют халӑхсен утравӗсем ҫинчен тара тытса килнӗ ют ҫӗршыв ҫарне анчах хӑварнӑ, ҫавӑншӑн ӑна хӑйӗн ашшӗсен ҫарӗсем пурте курайми пулнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ионафан Иерусалима пынӑ та ҫав ҫырӑва пӗтӗм халӑх тата керемри ҫынсем илтмелле сасӑпа вуласа панӑ; 8. патша ӑна ҫар пухма ирӗк пани ҫинчен илтсессӗн, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; 9. керемре пурӑнакансем саклата илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларса Ионафана панӑ, вӑл вара вӗсене ашшӗ-амӑшӗ патне килӗсене янӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.