Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маруся питӗ канӑҫсӑр выртать, тепӗр самантран вӑл нимӗҫсем ҫине сиксе ӳкессӗнех туйӑнать.Маруся лежала так неспокойно, что казалось, еще мгновение, и она кинется навстречу немцам.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Канӑҫсӑр пулма сӑлтавӗ те ҫук пек ӗнтӗ, анчах вӑл ӳссех пычӗ.Как будто и не было причин для беспокойства, а оно все нарастало.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫак каҫ Смирька канӑҫсӑр ҫывӑрчӗ.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
— Канӑҫсӑр ҫав эсӗ, анне.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Канӑҫсӑр халӑх вӗт!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хамшӑн тесен — пуҫӑм тулли канӑҫсӑр шухӑш.
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
Чӑннипе, нихҫан та чарӑнми ӳкме тивет ӗнтӗ вӗсен пӗр канӑҫсӑр, ним пӗлми, тӗлли-паллисӗр, вӗҫеврех саланса кайиччен…Так и придётся им лететь и лететь без передышки, без отдыха, пока не рассыплются на лету…
Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.
Чун-чӗремре канӑҫсӑр туйӑм йӑшкаса тӑрать: ӑҫта усрас ку армак-чармака?
Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.
Чӗрисем канӑҫсӑр сикрӗҫ ӗнтӗ вӗсен.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Ҫапла ҫула тухать кунсерен канӑҫсӑр кӑйкӑр.В таком наряде ежедневно отправляется в путь беспокойный соколёнок.
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Тетка унӑн хӑлхине ҫуланӑ та, канӑҫсӑр хусканса илнӗ май, ӑна сивӗ урисемпе хӑй айне лӳчӗркесе пӑрахнӑ, унтан кӗрӗк айӗнчен пуҫне сарӑмсӑр кӑларнӑ та, ҫавӑнтах хаяррӑн харлатса илсе, кӗрӗк айне чӑмнӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Канӑҫсӑр шухӑшпа пурӑнчӗ Сергей: протезсем тума килӗшӗ-ши завод, ҫук-ши?Сергей мучился в догадках: согласится завод изготовить ему протезы или нет.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Кравать ҫине куҫса вырт, кунта канӑҫсӑр…
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Йышлӑ ӳкерчӗксемпе статьян шултра та янӑравлӑ ячӗсем лӑпкӑ пӳлӗме пурнӑҫӑн канӑҫсӑр шавӗпе тултара-тултара лартрӗҫ.Многочисленные фотографии, броские заголовки наполняли тихую комнатушку беспокойным шумом жизни.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пуҫра канӑҫсӑр шухӑш ҫуралсанах алли хӑй тӗллӗнех ҫӳҫӗ патнелле туртӑнать.Как только в голове возникают беспокойные мысли, рука сама тянется к волосам.
1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вилӗм хӑйӗн тӗссӗр сарӑ мӗлкине ӳкерме ӗлкӗрнӗ ҫав питҫӑмарти тӑрӑх канӑҫсӑр кӑткӑсем йӑпӑртатса чупаҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ӗмӗтленнӗ чухнехи евӗр йӑвашшӑн йӑл кулчӗ, куҫӗсене ҫаплах Константин ҫинчен илмерӗ: ҫав асран кайми ҫулсенчен пуҫласа, Мажаров ӑна канӑҫсӑр каҫсене, вут-кӑвар ялкӑшнине, чан ҫапса йынӑшнине аса илтерчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хурланмалли вӑхӑта шута илсе, вӑл пӗтӗмпех хура тум тӑхӑннӑ, анчах, вӑл манашкӑ пек тумланнӑ тата хӑйне канӑҫсӑр та салхуллӑ кӑтартма тӑрӑшнӑ пулин те, унӑн йӳрӗк те чее куҫӗсем, пит ҫӑмартисем ҫинчи ачаш та вылянчӑк путӑксем пурпӗрех унӑн чӑн-чӑн шухӑш-кӑмӑлне палӑртса тӑнӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пысӑк харкашу умӗн пулакан канӑҫсӑр, лайӑх мар шӑплӑх ҫитрӗ.Наступила неловкая и вместе с тем тревожная тишина, какая бывает перед началом большой ссоры.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр икӗ эрнерен Ксени ун патне татах канаш ыйтма чупса пынӑ, вара вӗсем каллех, леш коридорти канӑҫсӑр калаҫу пулман пекех, темӗн ҫинчен те пакӑлтатнӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.