Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килпетсӗр хӗрлӗ тӑрӑллӑ казак ҫӗлӗкӗ айӗнчен ун ҫинелле ватӑлса кайнӑ Штокман пӑхрӗ; унӑн хӗсӗннӗ куҫӗсем Иван Алексеевич ҫине паллаймасӑр тинкерчӗҫ, унтан мӑчлатса илсе татах хӗсӗнчӗҫ, ҫуталса кайрӗҫ, куҫ хӗррисенчен кӑвакара пуҫланӑ тӑнлавӗ патнелле пӗркеленчӗк йӗрсем тӑсӑлчӗҫ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн тулли ура хырӑмӗсем ҫинче чӑлха ҫыххинчен юлнӑ хӗрлӗ йӗрсем палӑраҫҫӗ.Белые, полные в икрах ноги с красными полосками на коже — следами подвязок.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун тӑрӑх сайраран тепле ҫуран ҫынсем тата, хыҫа тӗксӗм йӗрсем хӑварса, ямшӑк ҫунисем ирте-ирте каяҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫ унӑн чӑрсӑррӑн ҫуталса пӑхакан куҫӗсем тавра кӑвак йӗрсем ӳкернӗ.Под светлыми отчаянными глазами его синели круги от бессонницы.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку йӗрсем тата?
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сарлака ҫураки пуссинче тӑватӑ сеялка ӗҫленӗ — чӗрӗ ҫӗр ҫинче ҫаврака йӗрсем выртнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Станицӑсенчен ҫеҫенхире типӗ ҫулсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, сарлака та янӑраса тӑракан пуличченех такансем кустӑрма шинисем такӑрланӑ ҫулсем ҫинче резина шинӑсем картлӑ-картлӑ йӗрсем хӑварнӑ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫумӑр тумламӗсем тирӗннӗ вырӑнсенче типе пуҫланӑ пӗчӗкҫӗ йӗрсем ҫаплах сыхланса юлнӑ-ха.Земля еще хранила на своей поверхности, там, где втыкались дождевые капли, следы.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пичӗ лӗнчӗркесе шурӑхнӑ, куҫӗсем ӗшенчӗклӗн пӑхаҫҫӗ, сӗткенне вӑхӑтсӑр сӑрӑхтарма пуҫланӑран сарӑлса кайнӑ сӑрланчӑк тути хӗррипе пурнӑҫ йӳҫҫи тӗрленӗ хурлӑхлӑ йӗрсем выртнӑ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, Иван Алексеевич ҫине хӑюллӑн тӗлле-тӗлле кӑтӑртса, тӑвӑр ункӑ варринче йӑпӑртатса чупрӗ: сӑнӗпе хӑй хӑрушла тӗксӗмленсе кайнӑ, аллисемпе ҫилӗллӗн сулкаласа хӑлаҫланать, пичӗ ҫине хӑмӑр хӗрлӗ йӗрсем йӑрӑмланса тухнӑ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗтӗм иккӗмӗш взвод, турра пуҫ ҫапнӑ чухнехи пек, пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрать; казаксен ушкӑнӗ сӑмах та шарламасть, ҫынсем вӗри сывлӑшпа йывӑррӑн хашлатса сывлаҫҫӗ, салхуллӑ пичӗсем тӑрӑх пӑлханчӑк йӗрсем выртнӑ…
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн кофтине ҫурӑмӗ тӗлӗнчен ҫурса антарнӑ; шурӑ ӳчӗ ҫинче тин кӑна юнӑхса кӑвакарнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ.Кофточка на спине ее была разорвана, виднелся на белом теле багрово-синий свежий подтек.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче, тикӗт сӗрсе, пӑхма ҫук вараласа пӗтернӗ хӑма хапха та сӑмахсӑр-мӗнсӗр каласа парӗ: Аникушка арӑмӗ аскӑн пурнӑҫпа пурӑннинчен мӑшкӑлласа сӑрласа хӑварнӑ хӑмӑр йӗрсем хапха ҫумӗнче ҫаплах чип-чипер упранса юлнӑ-ха.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапах та, пулеметӑн шатӑртатса тӑракан вут-хӗме, май уйӑхӗнчи шалкӑм ҫумӑр пек, вӑрманта тапӑртатса ташлама тытӑнсан, чӑтса тӑраймарӗҫ: пуҫӗсене май килнӗ таран хулпуҫҫийӗсем хушшинелле хутлатса каялла упаленчӗҫ, хуртсем пек ҫӗр ҫумне лапчӑнчӗҫ, алли-урисем ҫине ҫӗкленмесӗр хырӑм ҫинче кӑна шуса, вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, хӑйсен хыҫӗнчен пылчӑклӑ ҫӗр ҫине вӑрӑм йӗрсем хӑварса, ҫӗленсем пек каялла шуса кайрӗҫ…
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ахӑртнех наганне вӗҫертсе илме те хӑтланса пӑхнӑ пулас — сарӑхса кайнӑ сарлака ал лаппи ҫинче этем чӗрни касса кӗнӗ шурӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, — анчах наган хурҫи алӑ ҫумне нихӑҫан уйрӑлмаслах ҫыпҫӑнса ларнӑ-тӑр — вӗҫертсе илеймен.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӗҫ пек шӗвӗрӗлсе тухнӑ ҫурӑм шӑммисем ҫинче пӗрех май пушӑпа ӑшалантарнипе юнӑхнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, пӑт-пат пӑнчӑллӑ айӑк пӗрчисемпе кӗрен шӑммисем тӗлӗнче тӗкӗсем те юлман.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сире пурне те ӗҫ тӑванлатса тӑрать, сирӗн аллӑрсем йывӑр ӗҫсенче юнӑхса хытнӑ, ҫав юнлӑ йӗрсем халӗ те тӳрленсе ҫитмен-ха.Вы — братья по труду, на руках ваших еще не зажили следы кровавых мозолей труда.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн хура мӑйӑхлӑ хӑмӑр пичӗ ҫинче ыйхӑсӑр аптранипе кӑвакарса тухнӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ (вӑл виҫӗ ҫӗр пӗр чӗптӗм куҫ хупмасӑр картла ҫапнӑ).На смуглом черноусом лице его синели следы, оставленные бессонницей (три ночи резался в карты).
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Прохор патне Митька Кушнарев пычӗ, ун ҫиллес пичӗ ҫине тар юхнӑ хура йӗрсем лапкипех хытса ларнӑ.Митька Кушнарев с измученным и злым лицом, с потеками пота на щеках подошел к Прохору.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл Федор Лукичпа Усть-Невинскинчен пуҫласа Кубань шывӗн тури вӗҫнелле кайнӑ чух чылай станицӑсем, хуторсем курчӗ: ку станицӑсем, ку хуторсем пӗрре те ӗлӗкхи пек мар иккен, — нимӗҫ урса ҫӳренӗ йӗрсем питӗ палӑрса тӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.