Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кунхине Радик тепле майпа ҫав гаражӑн алӑкӗнчен пуҫне чиксе пӑхрӗ те алӑк ҫумӗнчи машина айӗнче йӑлтах вараланса пӗтнӗ ҫын выртнине курчӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Ҫавӑн чухне ӑна хурӑн айӗнче пӗчченех пуҫне усса ларнине куртӑм.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Эпӗ акӑ паян пӗчченех хурӑн айӗнче ларатӑп та эсӗ каланӑ сӑмахсене аса илетӗп.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Анчах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, эпӗ сана, Альбина, шурӑ хурӑн айӗнче куҫҫульне шӑлса ларнине куртӑм.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
…Ҫамрӑк хурӑн лӑпкӑ ҫилпе хӑйӗн вӗтӗ ҫулҫисене хумхатать, унӑн айӗнче — ҫурхи лӗпӗш евӗр туйӑнакан чипер хӗрача кӗнеке вуласа ларать…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Куҫҫульне шӑлса ас юлтӑн Шурӑ хуран айӗнче.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Хурӑн айӗнче вӑл кӗнеке вуласа ларатчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Куҫҫульне шӑлса эс юлтӑн Шурӑ хурӑн айӗнче, Ман телейӗм, чунӑм пултӑн Ҫавӑн чух ӗмӗрлӗхе.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ку калава эпӗ хула ҫумӗнчи вӑрман хӗрринче, ҫамрӑк хурӑн айӗнче ҫыратӑп.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ҫывӑхрах, ҫӳҫе тӗми айӗнче, шӑпчӑк юрласа ячӗ, пулӑсем ҫаплах хавассӑн вылярӗҫ…
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Пӳрт карнизӗ айӗнче типӗ, ҫумӑр пӗрре те тивмест.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Кӗтӳҫ ларать сӑрт ҫинче те, Кӗтӳҫ ларать сӑрт ҫинче, Хӗвел ҫути айӗнче.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Атӑл урлӑ паром каҫать, шыв айӗнче унран юлмасӑр хӗрлӗ, симӗс, сарӑ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, унӑн тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ кутӑнла мӗлки ишет.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Хула ҫийӗнче — шупка-ылтӑн пӗлӗт, йывӑҫсем те, ҫуртсем те ҫав пӗлӗт айӗнче е ҫав пӗлӗт тӗлӗнче хура тушпа сӑрласа хунӑ пек яр-уҫҫӑн палӑрса курӑнаҫҫӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Мӗншӗн тесен ал айӗнче урӑххи, лайӑх пьеса, ҫук.
9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Унӑн ывӑлӗ чӑнах та утиял айӗнче ҫывӑрнӑ пек пулса выртнӑ.
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Тапхӑр-тапхӑр ҫил уҫҫӑн вӑркӑшать те, йӑмрасен сарӑхнӑ ҫулҫисем урам варринех вӗҫсе ӳкеҫҫӗ, ура айӗнче кӑштӑртатаҫҫӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫаврака пит ҫӑмарти пушанса туртӑннӑ, куҫ айӗнче вӗтӗ-вӗтӗ пӗркеленчӗксем каркаланнӑ — сӑн-пичӗ ҫапах та пуриншӗн те килӗшӳллӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Лӑпӑска сарӑ ҫӳҫлӗскер, типшӗм питлӗскер, тӑнлавӗнче бакенбард, сӑмса айӗнче ҫинҫе мӑйӑх ӳстернӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ун ҫинче, хулӑн утиял айӗнче, Татти инке — ҫамрӑккисемшӗн вӑл кинеми ӗнтӗ — выртать.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.