Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хырӑм выҫҫи кӑшт иртнӗ пек пулсан, эпир нарттӑсене илсе килме каясшӑнччӗ, анчах карчӑксем иккӗшӗ те нарттӑсем ӑҫтине ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн пире ҫывӑрма выртма сӗнчӗҫ, нарттӑсене ӗнер сунара тухса кайнӑ упӑшкисем илсе килеҫҫӗ, терӗҫ.
Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.
Ларса пыран — хӑвах та мар, хырӑм — арпа лаҫҫи.
Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.
Кӗрперен пӑтӑ пулать, пӑтӑпа хырӑм тулать, — хӑйне кура шӳтлеме те пӑхрӗ Шинкӗл.Кашу сварим — живот набьем, — пошутил в своей манере Шингель.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Палланӑ-пӗлнӗ ҫыннисем ҫук, ют чӗлхе, хырӑм выҫҫи тӗпӗр ҫынна курӑнмасть — мӗн тумалла.Знакомых нет, язык чужой, голод, хоть и не виден глазом, день и ночь не дает покоя — что делать?
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анчах вӗсем унта хӑйсем тӗллӗн пыман-ҫке, чун туртнипе мар — хырӑм выҫҫи хӑвӑланӑ.И ведь пришли они на фабрику не добровольно, а все из-за той же нужды.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хырӑм выҫрӗ е ҫӑвар типрӗ пулсан, антракт вӑхӑтӗнче буфета кайса килмелле.Если вы проголодались, можно сходить во время антракта в буфет.
Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗртен-пӗр ӗмӗт те хырӑм тутине тытасси ҫеҫ пулса юлать.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Выҫӑ хырӑм никама та канӑҫ памасть е, вуникӗ тар сӑрхӑнтарса, вӑхӑтсӑр асат хуҫтаратӑн, е вӑрра каймалла.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Пирӗн ытлашши хырӑм ҫук-ҫке, мӗншӗн ҫапла хӑтланатӑн? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Сайте, халиччен ун пекки пулманнине кура.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Утламӑшра пӗр вӑхӑтра ун пирки «хӗрӗх чӗрнеллӗ-ха вӑл» тесе те сӑмахлатчӗҫ, каярахпа мучар курӑкӗ ҫисе хырӑм пӑрахтарнӑ тенӗ сас-хура тухрӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ыратнипе тӑсланки кӑшкӑрса ярса хырӑм ҫине ҫавӑрӑнса выртрӗ.
7. Ракетчик // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
«Выҫӑ хырӑмпа аманнӑ хырӑм ыратнине тӳсме ҫӑмӑлтарах» — аса илтӗм эпӗ хамӑрӑн курсри врач каланӑ сӑмахсене, вара тӳрех шалалла кӗрсе кайрӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Иоҫка ун-кун пӑхкалать, анчах хырӑм выҫҫи ӑна кухньӑналла ҫавӑратех.Иоська фланирует, развлекается, шалит, но голод заставляет его наконец возвратиться на кухню.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пепкене час-часах хырӑм ҫине вырттарӑр.
Пепкене пулӑшмалла // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.03.06
— Хырӑм та йӗркеллӗ пулнине юратать.
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Кӑвак кӗпеллӗ, шурӑ ҫухаллӑ ача пионерсен пӳлӗмӗнче хырӑм ҫине выртнӑ та урайне сарса хунӑ хут ҫине хӗрлӗ чернилпа «1941 ҫул» тесе шултра цифрӑсем ҫырать.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Манӑн хырӑм пит выҫса ҫитрӗ.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Манӑн пӗрре те вӑйӑм юлмарӗ, шӑннипе тата хырӑм выҫнипе эпӗ пӗтӗмпех халтан кайрӑм.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах температура чакса пынипе, мана сивӗ пула пуҫларӗ; манӑн хырӑм та выҫса ҫитнӗччӗ, ҫавӑнпа пире аван йышӑнса хӑй патне кӗртнӗ хресчене тӗл пулнӑшӑн питех те савӑнтӑм.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вара манӑн выҫӑ хырӑм та часах тӑранчӗ, малалли ӗҫсем маншӑн каллех уҫҫӑн паллӑ пулса тӑчӗҫ.Что через час мой голод был утолен, и я опять ясно представил себе положение вещей.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.