Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. [Египет] ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ, Египет ҫӗрне шапа кӑларнӑ.7. То же сделали и волхвы [Египетские] чарами своими и вывели жаб на землю Египетскую.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аарон хӑйӗн аллине Египет шывӗсем ҫине тӑснӑ [та шапа кӑларнӑ]; шапа тухса тулнӑ та Египет ҫӗрне хупласа илнӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна тытнӑ аллуна юханшывсем ҫине, юхӑмсем ҫине, кӳлӗсем ҫине тӑс та Египет ҫӗрӗ ҫине шапа кӑлар, те, тенӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫырмари шыва ӗҫейменнипе, ӗҫмелли шыв шыраса, мӗнпур Египет ҫынни ҫырма таврашне алта пуҫланӑ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Египет ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ [Аарон] фараон куҫӗ умӗнче, унӑн чурисен куҫӗ умӗнче [хӑйӗн] туйине ҫӗклесе ҫырмари шыва ҫапнӑ та, ҫырмари пӗтӗм шыв юн пулса тӑнӑ, 21. ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтнӗ, шывӗ те шӑршланнӑ, вара Египет ҫыннисем ҫырмари шыва ӗҫеймен; пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче юн пулнӑ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет ҫыннисен шывӗсем ҫине — вӗсен ҫырмисем ҫине, юхӑмӗсем ҫине, кӳллисем ҫине, пӗтӗм шыв-шур ҫине — тӑс, пурте юн пулса тӑрӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче, йывӑҫ савӑтсенче те, чул савӑтсенче те юн пулӗ, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне ҫакӑнтан пӗлӗн: акӑ хамӑн аллӑмри туяпа ҫырмари шыва ҫапӑп та, вӑл юн пулса тӑрӗ, 18. ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтӗ, ҫырми те шӑршланса кайӗ, Египет ҫыннисене ҫырмари шыва ӗҫме йӗрӗнчӗк пулӗ тесе калать, те, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фараон [Египет] ӑсчахӗсемпе асамҫисене чӗнтерсе илнӗ; ҫав ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ҫавнах тунӑ: 12. вӗсем кашнийӗ хӑйӗн туйине ҫӗре пӑрахнӑ та — вӗсем ҫӗлен пулса тӑнӑ, анчах Аарон туйи вӗсен туйисене ҫӑтса янӑ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ: 2. Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ; 3. анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп; 4. фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп; 5. Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла вара Египет ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ чухне 29. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа! Эпӗ сана мӗн каланине фараона, Египет патшине, пӗтӗмпе каласа пар, тенӗ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараонпа, Египет патшипе, калаҫакансем шӑпах ҫавсем пулнӑ ӗнтӗ; вӗсем — Моисейпе Аарон.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑр, вӗсем хӑйсен ҫарӗсемпе тапранса тухчӑр тесе Ҫӳлхуҫа шӑпах ҫав Ааронпа Моисее каланӑ ӗнтӗ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Моисейпе тата Ааронпа калаҫнӑ, вӗсене Израиль ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине, Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мӗн каламаллине пӗлтерсе хунӑ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. фараон патне, Египет патши патне, кӗр те кала, вӑл Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса ятӑр, тенӗ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7. сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8. Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисен чуралӑхӗнче йынӑшса йӗнине илтрӗм, вара Хамӑн халалӑма асӑма илтӗм.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара халӑх пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх улӑм вырӑнне хӑмӑл пуҫтарма саланнӑ.12. И рассеялся народ по всей земле Египетской собирать жниво вместо соломы.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей вара хӑйӗн арӑмӗпе ывӑлӗсене илнӗ те вӗсене ашак ҫине лартса Египет ҫӗрне тухса кайнӑ.20. И взял Моисей жену свою и сыновей своих, посадил их на осла и отправился в землю Египетскую.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.