Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Евгений the word is in our database.
Евгений (тĕпĕ: Евгений) more information about the word form can be found here.
Евгений Николаевич, сайра та сарлака шӑлӗсене йӗрсе, аллипе пукан ҫине тӗллесе кӑтартать.

Евгений Николаевич, щеря редкие широкие зубы, указывал рукой на стул.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутран-ситрен имение Евгений килкелет, садра лачака кӳлӗ тавра уткаласа ҫӳрет, тунсӑхласа пурӑнать.

Изредка летом наезжал в имение Евгений, ходил по саду и леваде, скучал.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арӑмӗнчен ун чухне икӗ ҫулхи Евгений тӑрса юлнӑ.

От жены остался двухлетний тогда Евгений.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евгений Листницкий сотник Атамански полкӑн лейб-гвардийӗнче службӑра тӑнӑ.

Сотник Евгений Листницкий служил в лейб-гвардии Атаманском полку.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсӗ, Евгений, хӑвӑртрах, апат сивӗнсе каять.

Ты поскорей, Евгений, завтрак стынет.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫывӑрмастӑн-и, Евгений? — ыйтрӗ алӑк хушӑкӗнчен ҫӑра та хулӑн сасӑ.

Густой низкий бас спросил в дверную щель: — Не спишь, Евгений?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутран-ситрен хӑйӗн именийӗнчен ашшӗ патӗнче — ҫӗр улпучӗ дворянин патӗнче — хӑнара пурӑнакан ҫамрӑк сотник Евгений Листницкий килкелет.

Изредка наезжал из своего имения гостивший у отца — помещика и дворянина — молодой сотник Евгений Листницкий.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑвашсен шурсухалӗсем Евгений Райков вакката Чӑваш Енӗн экс-полпредне Леонид Волкова судра тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗшӗн тав тунӑ.

Чувашские старейшины поблагодарили адвоката Евгения Райкова, который квалифицированно и эффективно защитил в суде экс-полпреда Чувашии в Москве Леонида Волкова.

Чӑвашсем Сурхури чыслӑн уявланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24049.html

Ҫемье пуҫӗ, Евгений Викторович Григорьев, район администрацийӗнче водительте вӑй хурать, ывӑлӗсен телейӗ пысӑклансах пытӑр тесе тимлет.

Help to translate

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Евгений Онегин вӑхӑчӗсем иртсе кайнӑ.

Времена Евгения Онегина давно прошли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

«Евгений Онегина» каласа парас — и?

Хочешь, Евгения Онегина наизусть?

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Кайран ҫапла хушса хумалла пулать: «Сирӗн завуч тӑр ухмах, тимлӗ вулама та пӗлмест. Документсенче Евгени-Я Бондаренко тесе ҫырнӑ, Евгений мар».

а потом надо будет сказать: «Ваша завуч полная дура! Читать внимательно не может. В документах написано: «Евгени-Я Бондаренко».

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ун тӑрӑх Евгений Онегин пек тумланнӑ кучер ларакан карета иртсе каять е пӑр тиенӗ урапа кӗмсӗртеттерсе иртет, ӑна курсан тата шӑрӑх пек пулать, пушшех ӗҫес килни сисӗнет.

То катила карета с английским кучером, одетым, как Евгений Онегин, то с громом проезжала фура с искусственным льдом, тогда становилось особенно жарко и особенно сильно хотелось пить.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Долгухинпа юлташӗн хӑйсен чаҫне таврӑнмалла, Евгений Макарович та тӑлӑх хваттерне васка пуҫларӗ, унта вӑл пулман та иккен-ха, ҫемйи — эвакуацинче.

Долгухину с его товарищем надо было возвращаться в часть, Евгений Макарович заторопился к себе на квартиру, где он еще не был, потому что вся семья его была в эвакуации.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Евгений Макарович, тӑванӑм, кӑвакарчӑнӑм, — тепӗр хут кӑлтӑртатса илчӗ Полина Аркадьевна, унтан, ларнӑ ҫӗртенех, ӑна тӗрекле пӗчӗк аллисемпе чавсаран тытса, хӑй патнелле туртрӗ, хулӗсенчен уртӑнчӗ, пӗшкӗртрӗ, икӗ питҫӑмартинчен икӗ хут хыттӑн чуптурӗ.

— Евгений Макарович, родной, голубчик мой! — еще раз торопливо проговорила Полина Аркадьевна и, сидя, схватив его за локти маленькими крепкими руками, подтащила к себе, притянула за плечи, нагнула и крепко поцеловала в обе щеки.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Евгений Макарович…

— Евгений Макарович…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хурарах кӑна типшӗм комсомолец, ҫӳҫне вирелле янӑскер, тӑваттӑмӗш шкулта Евгений Онегина суд тӑвать.

Худенький чёрный комсомолец с хохолком на макушке судит Евгения Онегина в четвёртой школе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗнле-ха, Евгений Макарович…

— Как же, Евгений Макарович…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Аван-и, Евгений Макарович?

— Здравствуйте, Евгений Макарович.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӑнтӑрла эпӗ Евгений Макаровича, хамӑр математика, тӗл пултӑм.

Днем я встретила нашего математика Евгения Макаровича.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed