Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Озеровсем тӑракан вырӑнтан сылтӑмра, ҫыранран инҫех те мар, икӗ хутлӑ, унтан пӗр хутлӑ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чухне ҫанталӑкӗ шӑрӑхчӗ те, йытти, хуҫи пӳрнипе юнасан, вырӑнтан та хускалманччӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма-чӑпар ӑйӑр Иван тилхепине пушатсанах вырӑнтан тапранса кайрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла тӑруках ҫаврӑнса, ӑна ик-виҫӗ хутчен чӗлпӗрпе сӳсе илчӗ, унтан кӗлеткинчен аллисемпе тӗртме пуҫларӗ, анчах чӗтреве ернӗ выльӑх вырӑнтан та тапранмарӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тикӗтпе сӗрмесен, урапи кусмасть — пурнӑҫ вырӑнтан тапранмасть.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантра метр хулӑнӑш пӑра чун кӗнӗ пек пулчӗ: вӑл пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, тепре лаштах аялалла анса кайрӗ, ахлатса-мӗхлетсе вакланма пуҫларӗ, анчах асамлӑ вӑй таҫта пӑчланчӗ те, вырӑнтан тапранаймарӗ-ха.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑлтӑртатать, ҫатӑртатать-шӑтӑртатать, тӗллӗн-тӗллӗн тайӑлкаласа та илет вӑл, ҫапах та вырӑнтан хускалса каяймасть: хӗл каҫа ҫырма тӗпне тарӑн тымарсем янӑ та, ҫавсем тытса тӑраҫҫӗ тейӗн.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ар-Сӗнтӗр крепоҫӗнче пӑлхавҫӑсем пурччӗ-ши, ҫукчӗ-ши — ӑна тӗкӗрҫӗсем пӗлмерӗҫ, ҫапах синкерлӗ вырӑнтан сиккипе иртрӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн илтрӗн, ҫавна каларӑм, — вырӑнтан та хускалмарӗ ҫармӑс мӑрси.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир хӗрсемпе вӑл вырӑнтан темиҫе хутчен иртрӗмӗр — эп ӑна-кӑна ним те асӑрхаман.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астрахань ханне, Измаила, вырӑнтан кӑларса сирпӗтнӗ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Морозов тек вырӑнтан хускалмарӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисемпе вӑй питти ҫынсем тата каччӑсем ҫеҫ вырӑнтан тапранмарӗҫ-ха — вӗсем чӳк картинче мӗн пулса иртессе кӗтрӗҫ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пулӑшакансем тупӑннине кура аманнӑ пӑлхавҫӑсем пурте вырӑнтан хускалчӗҫ, япалисене пуҫтаркаласа йынӑшса та, уксахлакаласа та пулин лашисем патне тапаҫланчӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑнтан та хоскалмастӑп.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Темле ҫав, — ун майлӑ пулчӗ тепри юлташӗ хыҫҫӑн вырӑнтан хускалса.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла тума хушатӑп: ҫарсен ыран-тепӗр кунах вырӑнтан хускалмалла.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти мӑрсасем хӑйсен юлташне тем пек хӗрхенчӗҫ пулсан та, Тукай ывӑлӗпе этемле сыв пуллашассишӗн ҫунчӗҫ пулсан та вырӑнтан хускалмарӗҫ.

Help to translate

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗлӗнсе пӑхса выртакан ратниксем пӗр вӑхӑт хушши вырӑнтан та тапранмарӗҫ, унтан, ку мӗне пӗлтернине ӑнланса, ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, никам команда парассине кӗтмесӗрех крепость хӳмисем патнелле чупрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗмрӗк вырӑнтан инҫетре мар вырӑссен чылай пысӑк ушкӑнӗ хӳме ҫине хӑпарса кайрӗ, унта алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫма пуҫларӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed