Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аттене (тĕпĕ: атте) more information about the word form can be found here.
Кашкӑрӗ калать: «Эппин, тата мӗншӗн эсӗ иртнӗ ҫура манӑн аттене темӗн те пӗр каласа ятларӑн?» — тет.

А волк говорит: «Ну, так зачем ты прошлым летом моего отца ругал?»

Кашкӑрпа путек // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Эпӗ хамӑн ырӑ ятӑма ҫухатам, — тесе шухӑшланӑ креолка, — аттене, туссене, пурне те, пурне те ҫухатам, — анчах ӑна ҫухатас марччӗ.

«Пусть я потеряю свое доброе имя, — подумала креолка, — потеряю отца, друзей, все — только не его!

LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

«Эсӗ, анне, кӗнчеле авӑрларӑн та, чӳпӗкне чӳсе юпа шӑтӑкне хутӑн, эпӗ ҫавӑнтан тухрӑм: эпӗ Липпунюшка ятлӑ. Кӳр, анне, аттене икерчӗ хам леҫсе парам», — тет ывӑлӗ.

А сыночек и говорит: «Ты, матушка, отпряла хлопочек и положила в столбочек, я там и вывелся. А звать меня Липунюшкой. Дай, матушка, я отнесу блинов батюшке».

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эсир аттене курасшӑнччӗ-и?

Вы хотели видеть отца?

XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кӗтӳ кӗрсен, аппа та килчӗ те аттене чуптуса илчӗ.

Как пригнали скотину, пришла и нянька и поцеловалась с отцом.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ аттене те, куккана та — пурне те манса кайрӑм.

Я уж забыл и про отца и про все.

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑй ура ҫине тӑчӗ те, аттене кӑтартса: «Куратӑн-и, веҫ леш йӑранта саррӑн курӑнса выртать? Сылтӑм енче авӑ курӑк тӗмӗ, унтан пӗр пилӗк утӑмра сулахаялла мулкачӑ выртать, куратӑн-и?» — тет.

Поднялся и говорит: «Видишь, вон в той меже сереется? Справа бурьянчик, а влево, шагов на пять — видишь?»

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ аттене: «Мана кулач илсе пар-ха», — терӗм.

Я говорю: «Купи мне калачика».

Пӗр ача хӑйне хулана илсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ аттене: «Мана та илсе кай-ха», — терӗм.

А я ему говорю: «Батя, возьми меня с собой».

Пӗр ача хӑйне хулана илсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Аттене майлаштарма лекет ӗнтӗ, анчах эсӗ чӗнмесӗр тӑр.

— Уламывать отца придется, но ты знай себе да помалкивай.

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Эпӗ аттене дневнике кӑтартрӑм.

— Я показала папе свой дневник.

Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Анчах аттене кӗтес пулать, вӑл каҫпала ҫеҫ таврӑнать.

— Только папу тебе придется ждать, он вернется вечером.

Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Ку аттене сиен кӳме пултарать, — ӑнланнӑн сӑмах хушрӗ Аня.

— Это может повредить папе, — понимающе заметила Аня.

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Аттене в-вӗлермелле? — шӑппӑн ыйтрӗ Егор.

— У-убить отца? — шепотом спросил Егор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Пирӗнтен те илеҫҫӗ! — тет ачасенчен хӑшӗ те пулин — Пирӗн аттене те таҫта илсе кайрӗҫ…

— И у нас берут! — вставлял какой-нибудь малыш — А батька нашего увели…

29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Аттене те лайӑх пӑхса усра!..

И отца береги!..

14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Аттене сан патна хӑваратӑп…

Отца тебе оставляю…

14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ыран аттене утара хуралҫӑ вырӑнне хӑваратпӑр та, Оксана патне кайса, ӑна кунта яратпӑр, хамӑр ачасем патне вӑрмана вӗҫтеретпӗр.

Оставим завтра отца на пасеке за сторожа, сходим к Оксане и пошлем ее сюда, а сами махнем в лес к ребятам!

13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Эсир вӑрмана хӑш тӗлтен кӗнине асӑрхаса юлатӑп та эпӗ аттене утара леҫсе яратӑп, унтан эпир Иван Матвеевичпа лагере килетпӗр.

— Я замечу место, где вы войдете в лес, отвезу отца на пасеку, и мы с Иваном Матвеевичем придем в лагерь.

9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Килте атте пур, ҫӑра уҫҫине парса ярам та сана, ҫула май аттене кӗртсе парӑн.

Отец дома, я передам с тобой ключи, ты их ему занеси…

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed