Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Анна Ивановна чупса пырса ун картусне илчӗ те ӑна камака хыҫӗнчи пӑта ҫине ҫакрӗ, унтан каллех ҫӗрулмм шуратма пикенчӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне инке, ӗҫрен пушанса, ун патне пырса тӑчӗ, аллине умӗнчи саппунӗпе шӑлса типӗтрӗ те, халӗ ӗнтӗ пикенсе сӑмахлассине систерсе, татӑклӑн каласа хучӗ:

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ун патне ӗне витине хӑй пырса кӗчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑҫан унта пирӗн ал пырса тӗкӗннӗ?

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юрӗ, пырса кайӑп.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Лашусене пӑхнӑ хыҫҫӑн правленине пырса кай-ха, Иван пичче, — чарчӗ ӑна Левентей.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, пӗр ҫӗклем курӑкпа ҫӗрулми аври йӑтса пырса, ӑна картана ывӑтать, хӑй хӑрах аллине консервӑран юлнӑ кӗленче банка илет те качакине сума чӗркуҫленсе ларать.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксен сехрине хӑпартнӑ хумсем часах лӑпланчӗҫ, виҫӗ кимми те перевоз баржи патне пырса чарӑнчӗҫ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ Карачӑмсен киммине хумсем ҫине-ҫине темиҫе пырса ҫапрӗҫ, ун ҫинчи ҫынсем пӗр вӑхӑтлӑха кӗсмен сулӑмне ҫухатрӗҫ курӑнать, кимӗ, шыв ҫинче сӑпка пек вылянса, хумсене май ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем, кӗсменсемпе вӑйлӑн ишсе, перевоз патне васкарӗҫ; вӗсем ӗнтӗ ҫыран хӗрринех ҫитнӗччӗ, ҫав вӑхатра тулли кимӗсене Атӑл варринчен капланса килекен хум вӑйлӑн пырса ҫапрӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Атӑл хӗрринчен Ваҫукпа пӗрле Тутаркас ачисем виҫҫӗн-тӑваттӑн пырса тӑчӗҫ, вара ташӑ хӗрмеллипех хӗрсе кайрӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ачи Карачӑма купӑсне йӑтса пырса пачӗ, тепри ун валли тенкел вырӑнне йывӑҫ тункати тупрӗ, вара хӑвалӑх ҫийӗн каллех янкӑр кӗвӗ юхрӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Правлени членӗ ӗҫлет-ха, — терӗ Михала, Сахрун патне ҫывӑха пырса тӑрса, — анчах сирӗн председатель курӑнмасть.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, вӑл сана пырса тӗрӗслетех.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паҫӑр ман пата та пырса тӗрӗслесе кайрӗҫ.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн, сана председательсем ӗҫ парса хӑварчӗҫ-им, Сахрун? — ун патне машина юсанӑ ҫӗре пырса тӑчӗ Сехре.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫавӑн пек хӗрарӑм тупасса шанатӑн-и-ха, Иван? — ун ҫывӑхнерех пырса ларчӗ Кӗтерне.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле ҫиллессӗн пырса кӗрсен, ман тавра пӑрчӑкан пек йӑпӑртатса кӑна ҫӳретӗр…

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла мар пулсан, Куҫма пичче патне пырса ыйтас-ха эппин, тӗрӗс ятна калатӑр.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кӳлӗ хӗррипе васкамасӑр утса тухрӗ, юнашар ҫырмари пӗвене пырса тӗрӗслерӗ, унта ҫӗннине нимӗн те тӗл пулмасӑр, кӗпер урлӑ каҫса, сӑрталла ҫул тытрӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed