Шырав
Шырав ĕçĕ:
43. Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш вӑхӑтра пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр.42. Итак бодрствуйте, потому что не знаете, в который час Господь ваш приидет.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр: 19. Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать; 18. лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: 63. эй Ҫӳлхуҫамӑм, акӑ халӗ Эсӗ мана нумай паллӑ кӑтартрӑн, Эсӗ вӗсене тӗнче пӗтнӗ чухне пултарма тытӑнатӑн, анчах ҫавӑ хӑш вӑхӑтра пулассине кӑтартмарӑн, терӗм.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хӑҫан Сан умӑнта ҫылӑха кӗменни пулнӑ? е хӑш халӑх Санӑн ӳкӗтӳсене ҫапла уяса тӑнӑ?35. Когда не грешили пред Тобою живущие на земле? или какой народ так сохранил заповеди Твои?
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансен йӗркесӗр ӗҫӗсене тараса ҫине хурса виҫ, вара тараса хурси хӑш еннелле тайӑлни курӑнӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша вӗсем тӗрӗсех каланине курнӑ та вӗсене ырланӑ, вара Турӑ саккунӗнчен иртнисене хӑй патшалӑхӗн кирек хӑш вырӑнӗнче те пӗр чӑрмавсӑр, патша уйрӑммӑн ирӗк памасӑрах е ятарласа тӗрӗслемесӗрех пӗтерме ирӗк панӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пытанса пурӑнакан иудее тытнӑ кирек хӑш вырӑна та пуш-пушӑ туса хӑвармалла, ҫунтарса ямалла — ҫав вырӑн такамшӑн та ӗмӗр-ӗмӗрех ниме юрӑхсӑр пулмалла» тенӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та эпир, вӗсем кирек хӑш самантра та пире хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗлсе ҫитсе, ҫапла хӑҫан та пулин хамӑра хирӗҫ сасартӑк пӑлхав ҫӗкленсессӗн, ҫак усал ҫынсем пире сутакансем, хаяр тӑшманӑмӑрсем пуласса малтанах курса тӑрса, 18. ҫапла хушатпӑр: ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех эпир асӑннӑ ҫынсене пур ҫӗртен те арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле вӑйпах, асаплантара-асаплантарах, тимӗрлесе пирӗн патӑмӑра вӗлерме ӑсатмалла: вӗсем пек усал шухӑшлӑ ҫынсем пӗр шелсӗр те мӑшкӑл вилӗме тивӗҫлӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӑннипе вара, иудейсем патшасене ырӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, вӗсемшӗн яланах шанчӑклӑ тӑнӑ; анчах вӗсем Турра хисепленӗ, Унӑн саккунӗпе пурӑннӑ, ҫавӑнпа хӑш чухне вӗсенӗн пӗр-пӗр йӗркерен пӑрӑнни те, ӑна пачах пӑрахӑҫлани те пулкаланӑ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иерусалим керемне те хӑвӑр аллӑра паратӑп, ӑна хуралламашкӑн аслӑ священника хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫынсем суйласа илсе лартма ирӗк паратӑп; 33. Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнӗ кирек хӑш иудее те хамӑн пӗтӗм патшалӑхӑмра тӳлевсӗрех ирӗке яратӑп: пурте вӗсем хӑйсемшӗн те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗшӗн те хырҫӑ тӳлесрен ирӗклӗ пулччӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эхер те хӑш халӑхӗ те пулин ҫак йышӑну ҫумне мӗн те пулин хушас е унран кӑларса пӑрахас тесессӗн, ҫакна пӗр-пӗринпе канашласа тумалла, вара мӗн хушни е кӑларни вӑя кӗрӗ, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Антиох патша ҫилленсе кайнӑ, вара ҫынсем ярса хӑй патшалӑхӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ, ҫапла унӑн питӗ вӑйлӑ ҫар пухӑннӑ; 28. хыснине уҫса вӑл хӑйӗн ҫарӗсене ҫулталӑклӑх шалу панӑ, вӗсене, кирек хӑш самантра та кирлӗ пулма пултаратӑр тесе, хатӗр тӑма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кирек хӑш ута та уртарса ярӑп, юланутҫине ӑссӑра кӑларӑп; Иуда килӗ ҫине вара куҫӑма уҫса пӑхӑп; халӑхсен кашни утне суккӑр тӑвӑп.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл патшасене те мӑшкӑллать, ҫулпуҫсене те ҫын кулли тӑвать; кирек хӑш керемрен те кулать вӑл: йӗри-тавра тӑпра хӳме хӑпартать те ӑна туртса илет.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: кӗтӳҫӗ хӑш чухне арӑслан ҫӑварӗнчен икӗ ура туни е хӑлха татӑкӗ туртса кӑларать, Самарире чыслӑ вырӑнта, Дамаскра чаплӑ сак ҫинче ларакан Израиль ывӑлӗсем те ҫапла ҫӑлӑнӗҫ.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кирек хӑш чӳк вырӑнӗ ҫумӗнче те саклат хывса илнӗ тумтир ҫинче лараҫҫӗ, айӑпа юлнисенчен шыраса илекен иҫӗм эрехне хӑйсен туррисен ҫурчӗсенче ӗҫеҫҫӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.