Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешӗ the word is in our database.
Лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) more information about the word form can be found here.
Лешӗ аллисемпе ҫӗре сӗртӗнмесӗрех ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ — йӑл кулса, куҫӗсене хӗсӗнтерсе, ҫапла ыйтрӗ:

А та, не касаясь руками земли, гибко привстала, — улыбаясь, щуря глаза, спрашивала:

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушкӑпа правлени умӗнче хирӗҫ пулса шӳтлесе илнӗрен вара, лешӗ хӑйӗн куллине ҫурма хупӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем айне пытарса пӗр-пӗр «кивелнӗ упӑшка» тупса пама ыйтнӑ хыҫҫӑн, кайран тата хӑйне качча илме сӗннӗ хыҫҫӑн, Давыдов хӑй сисмесӗрех ҫак хӗрарӑм ҫине урӑхларах пӑхма тытӑнчӗ.

После того шутливого разговора с Лушкой, когда он столкнулся с ней около правления и она, тая усмешку под ресницами полуопущенных глаз, просила подыскать ей какого-нибудь «завалященького жениха», а потом сама предложила себя в жены, Давыдов незаметно для самого себя изменился в отношении к ней.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Агафон Давыдова питӗ хытӑ кӳренсе тухса кайрӗ, лешӗ, вӑл тухса кайсан, ҫине-ҫинех икӗ пирус туртса пӗтерчӗ, алӑкне шалтлаттарса хупса лартрӗ те ӑна ҫаклатса хучӗ.

Агафон ушел, крепко недовольный Давыдовым, а тот после его ухода выкурил две папиросы подряд, с громом прихлопнул дверь, запер ее на крючок.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, путсӗрри, хӑрах куҫлӑ чӗлӗмҫи, ӑҫталла вӗҫсе кайрӗ?

Энтот непутевый, одноглазый табашник, куда залетел?

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах лешӗ, пӗшкӗнсе, сухаласа пӑрахнӑ пусӑ тӑрӑх вӑрманалла чупнӑ.

Но тот, пригнувшись, бежал по пахоте к лесу.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Завхоз патне кай, вӑл кладовщике калӗ, лешӗ вара сана малтанлӑха пӗр вунӑ пӑт ҫӑнӑх парса ярӗ.

Пойди к завхозу, он скажет кладовщику, и тот отпустит на первое время пудов десять муки.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ыйӑх килмест-им? — хирӗҫ чӗнчӗ лешӗ.

— Не спится? — отозвался тот.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ юлхавлӑн, васкамасӑр пырса тӑчӗ.

Тот лениво, не спеша подошел.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ ҫинҫе сассипе мӗскӗннӗн нӑйклатать иккен, вӑл пур ҫавна ҫаплипех карланкине пӗтӗрсе чикет.

Она жалобно пишшит, а он знай ее в горловину пропихивает.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ пӗрмаях кӑшкӑрнӑ:

Тот постоянно кричал:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Тавтапуҫ турра, — хирӗҫ хуравлать лешӗ. — Чӑхсемпе чӑрманатӑн-им ҫак, тетӗп-ҫке-ха?» —

«Слава богу, — отвечал тот. — Курочками, говорю, займаешься?» —

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар лаша хыҫҫӑн чупса пӑхрӗ, анчах лешӗ ӑна ҫывӑха ямарӗ, пӗррех тапса сикрӗ те, мӑн ҫул урлӑ тӳрех хутор еннелле сиккипе тапӑртатса вирхӗнчӗ.

Макар побежал рысью, но конь не допустил его, взбрыкнул и ударился через шлях по направлению к хутору стремительным гулким наметом.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар лаши патне ҫывхарма кӑна пуҫланӑччӗ, — лешӗ чӑхӑмлӑн пуҫне ухса илчӗ.

Едва Макар стал подходить к коню, как тот норовисто махнул головой.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Н-н-ну, тӑхта-ха, шуйттан шапи, — сиввӗн урсах тарӑхса шухӑшларӗ Давыдов, лешӗ ҫапнинчен пӑрӑнма ӗлкӗрсе, — Любишкин курӑнса кайсанах эпӗ сана тӑрӑнтармаллипех тӑрӑнтарӑп акӑ, пӑра пекех пӗтӗрӗнсе ӳкӗн!»

«Н-н-ну, подожди, чертова жаба, — с холодным бешенством думал Давыдов, уворачиваясь от удара, — как только покажется Любишкин, я тебя так садану, что ты у меня винтом пойдешь!»

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл никамран малтан Давыдова пырса тӗртрӗ, лешӗ вара кӑмӑллӑнах, анчах ерипен хӑйӗн хваттерӗ еннелле утрӗ.

Она первая толкнула Давыдова, и тот охотно, но медленно зашагал по направлению к своей квартире.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ кӗҫех кӗлетсем патне чупса пычӗ.

Тот рысью прибежал к амбарам.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Бюро татса парӗ, — калаҫасшӑн мар пулса хуравларӗ лешӗ.

— Бюро решит, — неохотно отвечал тот.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ усӑк купарчаллӑ, хӑйӗн сайра тӗл пулакан ывӑнма пӗлменлӗхӗпе те шухӑлӑхӗпе чап илнӗ лутра хӑла лашана ҫавӑтса тухрӗ те интересленсе пӑхрӗ:

Тот вывел буланого вислозадого маштака, славившегося редкой неистомчивостью и резвостью, поинтересовался:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн тума пымалла-ха вара? — никама пӑхӑнман ҫын пек ыйтрӗ лешӗ, ашшӗн хӗрлӗ кӑшкарлӑ, кусурукӗнчен ҫӳлерехре тӗссӗрленсе юлнӑ кокарда йӗрриллӗ картузне ӗнси ҫине антарса лартса.

— А чего идтить-то? — независимо спросил тот, сдвигая на затылок отцовскую фуражку с красным околышем, с выцветшим следом кокарды над козырьком.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашасене хӑвӑрт чуптарса ҫӳреме юратакан Нагульнова унӑн пӗртен пӗр йӑли кӑна килӗшмерӗ — лешӗ ҫул ҫинче лашасене час-часах сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех чарса тӑратать.

Единственно, чем не нравился он Нагульнову, любившему быструю езду, это частыми остановками.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed