Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Унтан тапранса тухсассӑн, вӗсем Иерусалимран ултҫӗр стадире ларакан Скифополь хули ҫинелле талпӑннӑ.29. Поднявшись оттуда, они устремились на город Скифов, отстоящий от Иерусалима на шестьсот стадий.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Маккавейпа пӗрле пулнисем, кӗлтуса, Турра хӑйсене вӑрҫӑра пулӑшса пыма ыйтса, идумейсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсем ҫинелле ӑнтӑлнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Лисимах ҫапла тискерленнине курса, пӗрисем чул, тепӗрисем шалча ярса тытнӑ, хӑшӗсем вара, ҫӗртен тусан ывӑҫла-ывӑҫла илсе, Лисимах ҫыннисем ҫинелле ывӑтнӑ, 42. ҫапла майпа вӗсенчен нумайӑшне амантнӑ, тепӗрисене вӗлернӗ, вара пурне те каялла хӑваласа янӑ, Турӑран кулакана хӑйне мул управӑшӗ ҫывӑхӗнче вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшмансем Иудея ҫӗрне ҫаратса хӑварма ҫӗмӗрсе кӗрес чухне, аллине Турӑ Ҫурчӗ ҫинелле тӑсас чухне 32. вӗсене хирӗҫ Симон ҫӗкленсе тухрӗ, хӑйӗн халӑхӗшӗн вӑрҫӑ вӑрҫрӗ, халӑхӑн хӑюллӑ арӗсене кӑралпа тивӗҫтерсе, вӗсене шалу тӳлесе тӑрса хӑй те нумай тӑкак курчӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлелле пӑхӗҫ, ҫӗр ҫинелле пӑхкалӗҫ; акӑ ӗнтӗ — хуйхӑ та сӗмлӗх, сӗм тӗттӗм, вӗсене ӗнтӗ сӗмлӗхе пӑрахӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара халӑха Ҫӳлхуҫа пиллӗхне хӑй чӗлхипе пӗлтермешкӗн, Унӑн ячӗпе мухтанмашкӑн Симон, хӑй тӑнӑ вырӑнтан анса, Израиль ывӑлӗсен пухӑвӗ ҫинелле аллисене ҫӗклесе тӑнӑ; 23. Ҫӳлти Туррӑн пиллӗхне илмешкӗн халӑх тепӗр хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ман ҫинелле ҫӑварне карса пӑрахнӑ; вӑрҫса-хӑртса питрен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ; пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ.10. Разинули на меня пасть свою; ругаясь бьют меня по щекам; все сговорились против меня.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав вӑхӑтра Анна, ҫул ҫинелле пӑхса, ывӑлне кӗтсе ларнӑ, 5. ӗнтӗ ывӑлӗ килнине асӑрханӑ та унӑн ашшӗне каланӑ: авӑ ывӑлу килет, пӗрле кайнӑ юлташӗ те пур, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ыран вӗсене хирӗҫ ҫӗкленсе тухӑр: авӑ вӗсем Циц сӑрчӗ ҫинелле улӑхаҫҫӗ, эсир вара вӗсене айлӑм вӗҫӗнче, Иеруил пушхирӗ умӗнче, шыраса тупатӑр.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ӗнтӗ куҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, хӗҫ тытнӑ аллине Ангел Иерусалим ҫинелле тӑсса тӑнӑ; Давид тата аслӑ ҫынсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, ӳпне ӳкнӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫынни ҫинелле тӑснӑ алли унӑн ҫавӑнтах хытса ларнӑ, вӑл ӑна хуҫлатма та пултарайман.И одеревенела рука его, которую он простер на него, и не мог он поворотить ее к себе.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус ӗнтӗ [аллине тата] аллинчи сӑннине хула ҫинелле тӑснӑ.Иисус простер [руку свою и] копье, которое было в его руке, к городу.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа вара Иисуса каланӑ: аллунти сӑннуна Гай ҫинелле тӑс: Эпӗ ӑна санӑн аллуна паратӑп, [пытанса тӑнӑ ҫар ҫийӗнчех хускалӗ,] тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара арӑм вӗсене чӳречерен вӗрен вӗҫҫӗн антарса янӑ: унӑн килӗ хула хӳми ӑшӗнче пулнӑ, вӑл ҫапла хӳме ӑшӗнче пурӑннӑ; 16. вӑл вӗсене каланӑ: йӗрлекенсем хӑвӑра ан тӗл пулччӑр тесе эсир ту ҫинелле кайӑр, [хӑвӑр хыҫҫӑн] хӑваласа кайнисем таврӑниччен унта виҫӗ кун пытанса тӑрӑр; кайран хӑвӑр ҫулӑрпа кайӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ылтӑнран икӗ херувим хывса-ҫапса тунӑ: вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса лартнӑ, 8. пӗр херувимне — пӗр вӗҫне, тепӗр херувимне тепӗр вӗҫне туса лартнӑ; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тунӑ; 9. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑнӑ, пичӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ; херувимсен пичӗ арча хупӑлчийӗ ҫинелле пӑхнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 18. тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; 19. пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; 20. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.