Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яланах каретӑпа ҫӳрет, лашисене питӗ упрать: кӳмене ларас умӗн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнать, ут хатӗрӗсене, лашасен чӗрнисене те тӗрӗслет, е тепӗр чухне тутӑр кӑларать те лашасене лайӑх тасатнӑ-и тесе, шӑлса пӑхать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сыхӑ тӑшмана, мӗнле сыхласан та, ӑнсӑртран ярса илме ҫук, вӑл яланах тимлӗн тинкерсе пӑхать, ку та ҫаплах: кирек мӗне кӗтсе илме те яланах хатӗр.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар ҫеҫ салхуллӑ, улпут ҫине пӗрмай хӑяккӑн пӑхать; Анисья вара питӗ кӑмӑллӑ кулкалать.Только Захар мрачен, все стороной смотрит на барина; зато Анисья усмехается так добродушно.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тути ҫинче кулӑ вылять; кулли хӗрӳ туйӑмлӑ мар, куҫӗсем Обломов кӑмӑлне тултарасшӑн пулса шывланман кулли уншӑн, упӑшкишӗн илӗртӳллӗ, ыттисемшӗн пуриншӗн те кӑмӑллӑ; вӑл Обломов ҫине ҫеҫ ӑшшӑн пӑхать, ыттисем ҫине именчӗклӗн те ҫиллессӗн пӑхать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ӗмӗтӗнче ҫӳлӗ те йӑрӑс пӳллӗ хӗрарӑм курӑнать, вӑл аллисене лӑпкӑн кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн пӑхать; вӑл ӑна садра, касса тикӗсленӗ йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче, е аллейӑра, е кавир тӑрӑх ҫӑмӑллӑн, пилӗкне чӗтретсе утнине курать, унӑн кӗрнеклӗ хулпуҫҫийӗсем ҫийӗнче пуҫӗ илемлӗн ларать, вӑл, этемӗн идеалӗ пек, пӗтӗм пурнӑҫӑн сӑнарӗ пек, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн курӑнать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн куҫӗсем Обломовӑн куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ: Обломов куҫӗсем, ӑссӑр ҫыннӑнни пекех, пӗрре те хускалмаҫҫӗ; ҫак куҫсемпе Обломов мар, хӗрӳллӗ туйӑм пӑхать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ — рояль умӗнче Ольга ларать, ун ҫине ҫав тери интересленсе пӑхать.Он взглянул — за роялем сидела Ольга и смотрела на него с большим любопытством.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Турӑҫӑм, вӑл та пӑхать! — шухӑшларӗ Обломов. — Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ ҫак купапа?»«Боже мой, и она смотрит! — думает Обломов. — Что я с этой кучей сделаю?»
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга вара ун ҫине пӑхать!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Штольц та пӗрмай култармасть: тепӗр ҫур сехетрен Ольга вӑл каланине интересленсех итлет, тата ытларах интересленсе Обломов ҫине пӑхать, Обломов вара ҫапла пӑхнипе ҫӗр тӗпне путса анас патнех ҫитет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун вырӑнне ҫуртра, князьпа княгиньӑсӑр пуҫне, ҫав тери тулли, хавас та чӗрӗ тӗнче пулнипе, Андрюша ачалла симӗс куҫӗсемпе пӗр вӑхӑтрах виҫӗ е тӑватӑ еннелле пӑхать, хӑйӗн ҫивӗч ӑсӗпе ҫӑткӑннӑн тата шухӑшламасӑр, маскарадра улшӑнса тӑракан курӑнӑва пӑхнӑ пек, ҫак ушкӑнти тӗрлӗ ҫынсен сӑнарӗсене сӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри пур — пӑхать, пӑхать те ҫӳҫрен ярса илет…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ним те ятламасан хӑрушӑ; эсӗ ун ҫумӗпе иртсе пыратӑн, вӑл пӑхать, пӑхать те ярса илет ҫӳҫрен, лешӗ, ман улпут пекки…А как все молчит; ты идешь мимо, а он глядит, глядит, да и вцепится, вон как тот, у которого я жил.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тепри ятлаҫмасть пулсан, тата усалтарах: пӑхать, пӑхать те, сасартӑк сана ҫӳҫрен ярса илет, эсӗ мӗншӗнне те тавҫӑрса илейместӗн!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне Антипка та шанчӑксӑррӑн курӑнать: ӳсӗр тесен ӳсӗр мар вӑл, хӑй темле хӑрушла пӑхать — инкек ан пултӑрччӗ, ӑҫта та пулсан кӗрсе ларӗ, е мӗн те пулин татӑлса кайӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек мар-тӑк урӑхла пулкалать, амӑшӗ тунтикун ирхине ун ҫине тинкерсе пӑхать те: — Санӑн паян куҫусем темле сывӑ мар пек. Чирлемен-и эсӗ? — тесе ыйтать те, пуҫне пӑркаласа илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл йӗри-таврана хурлӑхлӑн пӑхать, пурнӑҫри яланхи сиене, инкеке кӑна курать, пӗрмаях леш асамлӑ тӗнче ҫинчен шухӑшлать, — унта усал та, хуйхӑ та ҫук, тӑрӑшса ӗҫлени те кирлӗ мар, унта Милитриса Кирбитьевна пурӑнать, унта ҫав тери лайӑх тӑрантараҫҫӗ, ахалех тумлантараҫҫӗ…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫут тӗнчере пӗр-пӗччен пекех ӗнтӗ; вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, нянинчен тарать, кам ӑҫта ҫывӑрнине пурне те пӑхса тухать; чарӑнса тӑрса, кам вӑраннине, ҫӗре сурнине е ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатнине тинкерсе пӑхать; унтан, сывлама хӑраса, галерея ҫине хӑпарса каять, чӗриклетсе тӑракан хӑмасем тӑрӑх чупса ҫаврӑнать, кӑвакарчӑн йӑвине улӑхса анать, сад пахчине кӗрет, нӑрӑ сӗрленине итлет, таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнине сӑнать, курӑк ӑшӗнче темӗн чӑрклатнине итлет, ҫак шӑплӑха сирекенсене шыраса тупать; шӑрчӑк тытать, унӑн ҫуначӗсене татса пӑрахать те малалла мӗн пулнине пӑхать, е ӑна улӑм пӗрчипе витӗрех тирсе, вӑл ҫак ытлашши япалапа мӗнле вӗҫсе кайнине сӑнать; эрешмен шӑна тытса ун юнне ӗмнине киленсе кайсах, сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах вӑл ачана ҫивӗч пӑхать, хӑйӗнчен аякка ямасть, вӑл шухӑланнӑшӑн хыттӑн мӑкӑртатать, унтан хӑйне парӑнтаракан чир ҫывхарнине туйса, ачана: хапхаран ан тух, качакана ан тӗкӗн, кӑвакарчӑнсен йӑвине е галерея ҫине ан хӑпар, тесе йӑлӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич тарҫӑсем пурӑнакан пӳрте кӗрсе пӑхать: унта кутниксем ҫинче, урайӗнче, ҫенӗкре, пурте ҫума-ҫумӑн выртса тухнӑ; ача-пӑчасене асӑрхакан та ҫук; вӗсем картишӗнче шуса ҫӳреҫҫӗ, хӑйӑр ҫинче чакаланаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956