Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакан the word is in our database.
пурӑнакан (тĕпĕ: пурӑнакан) more information about the word form can be found here.
— Сывлӑх сунатӑп, пытанса пурӑнакан хаклӑ ҫынсем!

— Здравствуйте, дорогие затворники!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑйне пачах килӗшмен васкавлӑхпа Яков Лукич Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса пӑрахрӗ.

С расторопностью, которая так была ему несвойственна по природе, Яков Лукич услужливо распахнул дверь в горницу, где жили Половцев и Лятьевский.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫиетӗн те ӗҫе каятӑн, хваттерте пурӑнакан пек, килти ют ҫын пек…

Поел и пошел на службу, как какой-нибудь квартирант, как чужой в доме человек…

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич татах кӑшт тӑчӗ, унтан вара Половцев пурӑнакан малти пӳлӗм алӑкне хисеплӗн те ҫине тӑрса шаккарӗ.

Яков Лукич постоял еще немного, потом почтительно, но настойчиво постучался в дверь горницы, где жил Половцев.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫанах калаҫса татӑлнӑ йӗркепе, Яков Лукич, килнӗ ҫынсене кантӑкран курса, алкумне хӑвӑрт кӗчӗ те Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗм алӑкне икӗ хут шаккаса илчӗ, вара, мӑйӑхне якаткаласа, крыльца ҫине мӑнаҫлӑн тухса тӑчӗ.

Согласно давнему уговору, Яков Лукич, завидев в окно пришельцев, быстро прошел в сени, дважды, с короткой паузой, стукнул в дверь горницы, где жили Половцев и Лятьевский, и степенно вышел на крыльцо, разглаживая усы.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрле пурӑнакан ҫын ҫухалнипе пӑшӑрханнӑ Половцев ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ, тем пек хумханчӗ, тултан кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасса та тимлесе тӑнларӗ.

Обеспокоенный отсутствием сожителя, Половцев всю ночь не смыкал глаз, ужасно волновался, прислушивался к самому ничтожному звуку, доносившемуся извне.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Лаша хӑвалакансем ҫук, сӑлтавӗ ак ӑҫта, — терӗ пӑртак шӑпах тӑнӑ хыҫҫӑн хуторта Давыдовпа юнашар пурӑнакан нишлӗрех те лӑпкӑ Александр Нечаев.

После недолгого молчания болезненный и смирный Александр Нечаев, живший в хуторе по соседству с Давыдовым, ответил: — Лошадей некому гонять, вот оно какое дело.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна пӑхса пурӑнакан тӑван аппӑшӗ ӑна нимле те итлеттереймест, вӑт вара мана та унпа асапланма тивет.

Родная тетка его, у какой он проживает, с ним не справляется, вот и приходится мне его тиранства переносить и терпеть.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах пӗррехинче ҫак йӗркене кӗтмен ҫӗртен хулиганла пӑсса хучӗҫ: хӑватлӑ автан басӗ хыҫҫӑн таҫта юнашарах, сарай хыҫӗнче, кӳршӗре пурӑнакан Аркашка Менок кил картинче пӗр ӑнман автан, ҫамрӑк автан, ачалла шухӑ альтпа ҫухӑрса ячӗ, кайран нумайччен чӑхла кӑтиклерӗ, темле йӗрӗнчӗк какришпе чыхӑнса ларчӗ.

Но однажды этот порядок был нарушен самым неожиданным и хулиганским образом: после могучего петушиного баса вдруг где-то совсем рядом, за сараем, во дворе жившего по соседству Аркашки Менка, мальчишеским залихватским альтом проголосил какой-то паршивый, как видно из молоденьких, петушок и после долго по-куриному вскудахтывал и давился какой-то гнусной отрыжкой.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ сана акӑ мӗн хушатӑп: сан патра хваттерте пурӑнакан ҫын киле таврӑниччен, вӑл манпа асап курса ҫӳренӗ вӑхӑтра, пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, кӗлту, ватӑ кӗсре!

А теперь вот тебе мой наказ: пока твой квартирант не придет домой, пока он со мной будет мучиться, молись за нас, грешных, старая кобыла!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑварунта наркӑмӑшлӑ шӑл ҫук пулсан, ҫамку ҫине мӗн-ма икӗ пысӑк иероглиф — «куҫлӑхлӑ ҫӗлен» — ҫыпӑҫтарса ҫӳретӗр вара эсир, ҫавӑнпала наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тытса, вӗлерсе ҫеҫ пурӑнакан мӗскӗнсене ма улталатӑр?!

Ведь у вас нет ядовитых зубов, зачем же вешать на себя табличку с надписью: «Гадюка»? Чтобы на вас натравливали нищих? Чтобы вас убивали?…

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Литература уншӑн пусмӑрта асап курса пурӑнакан Китай халӑхне ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫри ҫивчӗ хӗҫпӑшал пулнӑ.

Литература для него была острым оружием для освобождения находящегося под гнетом китайского народа.

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Лушка патнелле туртӑнакан, анчах унпа ҫыхланни ырӑ ята пӗтересрен хӑраса пурӑнакан Давыдовӑн текех иккӗленсе тӑрасси ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пӗтрӗ.

…На этом и кончились колебания Давыдова, тянувшегося к Лушке и боявшегося, что связь с ней уронит его авторитет…

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килхуҫи арӑмӗ ыранах ӗнтӗ: Макар арӑмӗ пулнӑ Лушка, ҫӗрлесенче, унӑн килӗнче хваттерте пурӑнакан ҫын патне пырса ҫӳрет, тесе пӗтӗм Гремячий тӑрӑх сӑмах сарса ҫӳрӗ, пӗтрӗ вара Давыдовӑн халиччен нимӗнпе те вараланман ырӑ ячӗ!

Хозяйка завтра разнесет по всему Гремячему, что бывшая Макарова жена ходит по ночам к ее квартиранту, и — пропала ничем не запятнанная репутация Давыдова!

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑнтӑрла Афанасий Крашокутовпа вӑкӑрсене хӳтерекенни пулса ӗҫлет, ҫӗрле пулсан вара, вӑл пурӑнакан хӗрлӗ будка патӗнче шуҫӑм киличченех балалайка тинкӗлтетет, икӗ ретлӗ хут купӑсӑн басӗсем ассӑн-ассӑн сывласа хашлатаҫҫӗ те аялти чӗлӗхсем ҫинҫен янӑрашаҫҫӗ, каччӑсемпе хӗрсем ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ; ҫак ытла та савӑнӑҫлӑ пӗтӗм вӑййа-кулла Лушка ертсе пырать.

Днем работала погонычем в упряге Афанасия Краснокутова, а ночью возле красной полевой будки, в которой она жила, до самой зари звенела балалайка, вздыхали басы и тонко выговаривали нижние лады двухрядки, парни и девки плясали и пели; а всем этим развеселым гульбищем руководила Лушка.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн хыҫҫӑн бригада умӗнче ырӑ ят илтме шут тытнӑ та, ӗнер хутора таврӑнса, унта каҫ выртнӑ, ирхине вара килӗнчен михӗ ҫӗклесе тухнӑ, бригадӑна кайнӑ чух, ҫула май, хуторӑн чи вӗҫӗнче пурӑнакан Краснокутов анкартийӗ енелле пӑрӑннӑ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса шала кӗнӗ те вӑрӑ-хурах пекех арпа купи патне йӑпшӑнса пынӑ.

После этого он решил выдобриться перед бригадой и, отправившись с вечера в хутор, переночевал там, а утром припас из дому мешок, на пути в бригаду завернул к гумну Краснокутова, жившего на самом краю хутора, перелез через прясло и воровски затаился возле мякинной кучи.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем тата Гремячири колхозӑн виҫӗ бригади те шуҫӑмпах хире тухса кайрӗҫ.

Единоличники и все три бригады гремяченского колхоза зарею выехали в степь.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Граждансем, нумай та пулмасть колхозник пулнӑ ҫынсем тата уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсен пӗр пайӗ ӗнер ҫапла пӑтӑрмах туса хӑтланни мӗне пӗлтерет-ха ку?

— Это что означает вчерашнее выступление недавних колхозников и части единоличников, граждане?

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав каҫах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем хывнӑ вӑрлӑха каялла тавӑрса пачӗҫ.

Вечером же полностью роздали семена, принадлежавшие единоличникам.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чип-чиперех ларать подвалта! — хуравларӗ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресчен Добродеев Мирон, уксах та лутра казак, Разметнова арестленине систерсе.

Сидит, как любушка, в подвале! — ответил единоличник Добродеев Мирон, низенький хромой казачишка, намекая на арест Размётнова.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed