Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
Ӑшпиллӗ ҫемьен ҫуначӗ айне Максим епле лекнӗ-ха?

Как же Максим попал в эту замечательную семью?

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сулахай хул айне ҫӗлӗке хӗстерни (вӑл ҫӑкӑнни-пуҫ тайнин символӗ пулнӑ) чӑваша пусмӑрҫӑсенчен хӑтӑлса юлма, чунне чул хушшинче те пулсан усрама май туса панӑ.

Help to translate

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кӗпер патнелле пӑтранчӑк шыв кӗрлесе килет, хӑй айне хӑмасемпе йывӑҫсене пӗтӗре-пӗтӗре чикет.

К мосту приближалась высокая волна грязной воды, подминая под себя доски и деревья.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пӗррехинче ҫапла ҫӳресе ывӑнсан уҫланка тухрӑмӑр та ҫулнӑ утӑ паккусӗ ҫине, хулӑн ҫӑка айне канма лартӑмӑр.

Help to translate

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«1968 ҫул. Август уйӑхӗ. Любовь Тимофеевна Космодемьянская пӳрчӗ умне ҫитрӗмӗр те алӑка шаккарӑмӑр. Шалта такам кашӑкпа стаканри чее пӑтратнӑ сасӑ илтӗнет. Анчах алӑка уҫакан ҫук. Любовь Тимофеевнӑн никама та курас килмест пуль тесе шутларӑмӑр эпир. Унтан алӑк айне ҫыру хӑварса каялла кайма тытӑнсан: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!» – тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.

"1968 год. Месяц август. Мы подошли к дому Любовь Тимофеевны Космодемьянской и постучались в дверь. Внутри слышно, как кто-то ложкой размешивает чай в стакане. Но никто не открывает дверь. Мы решили, что Любовь Тимофеевне никого не хочется видеть. Но когда положив под дверь письмо собрались уходить, услышали крик: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!».

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Таса мар сывлӑш, сиенлӗ хутӑшсемпе пуян тӑпра, вараланса пӗтнӗ пӗвесемпе ҫырмасем, ҫӳп-ҫап айне путнӑ вӑрман уҫланкисем, паллах, ҫын сывлӑхӗ ҫине те витӗм кӳреҫҫех.

Help to translate

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Хапха алӑкне шакканине илтсен Толик тухрӗ, мунча ҫенӗкне ҫӑрапа питӗрчӗ те уҫҫине алсатуль айне хучӗ.

Услышав стук в ворота, Толик вышел, закрыл предбанник на замок и положил ключи под рукавицу.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫапах пӑр айне пулнӑ вӑрлӑх сухан чӗрӗлессе шанать вӑл.

Однако она надеется, что побитый градом лук оправится.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Мускав облаҫне тухса кайнӑ хӗрарӑм машина айне пулнӑ...

Help to translate

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Халӗ вӗсем черетлӗ хутчен петици ҫыраҫҫӗ, ун айне алӑ пусма ыйтаҫҫӗ.

Теперь они пишут очередную петицию, просят подписаться под ней.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Сывлӑха упрама тата ӗмӗре вӑрӑмлатма апатлану тытӑмӗнчи специалистсем ахальтен мар технологи машини айне лекмен ҫут ҫанталӑкри «чӗрӗ» апат патне таврӑнма сӗнеҫҫӗ.

Чтобы сберечь здоровье и продлить жизнь диетологи не зря советуют вернуться к технически необработанной "здоровой" пище.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хӗрача айне йӗпетмест, «тула» каяс килнине систерет.

Девочка под себя не мочит, когда хочет в туалет намекает.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Анчах импорт хумӗ пирӗн «симӗс ылтӑн» ӑстисене хӑйӗн айне тунӑ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пысӑкскерсем пирӗн урлах каҫса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтра эпӗ пӗрин айне граната пӑрахрӑм.

Большие переехали через нас, в это время я под одного гранату закинул.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Пурте унӑн ӳчӗ айне вырнаҫмалла.

Help to translate

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Кӑвакал айне 17-21 ҫӑмарта (виҫине кура) хураҫҫӗ.

Help to translate

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Тӗрӗслемешкӗн 3-4 кун ун айне суя ҫӑмарта хурӑр.

Help to translate

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Хӗл кунӗсенче юр айне пулса пынӑ мӗнпур тасамарлӑх ҫиле тухрӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Бальзампа сылтӑм айӑк пӗрчи айне пӗвер уйрӑмах активлӑ вӑхӑтра, ирхи 1-3 сехетсенче, сӑтӑрмалла.

Help to translate

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

12. Ку Священник вара пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗр парне кӳнӗ те ӗмӗрлӗхе Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, 13. кайран Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑйӗн ури айне тӑвассине кӗтме пуҫланӑ.

12. Он же, принеся одну жертву за грехи, навсегда воссел одесную Бога, 13. ожидая затем, доколе враги Его будут положены в подножие ног Его.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed