Шырав
Шырав ĕçĕ:
47. Малтанхи этем ҫӗрти тӑпраран пулнӑ, иккӗмӗш этем — тӳперен килнӗ Ҫӳлхуҫа.47. Первый человек - из земли, перстный; второй человек - Господь с неба.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: «малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» тенӗ, иккӗмӗш Адам вара чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш пулнӑ.45. Так и написано: первый человек Адам стал душею живущею; а последний Адам есть дух животворящий.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ; пире пурӑнма меллӗрех пултӑр тесе, вӗсем пире Мнасон ятлӑ пӗр Кипр ҫынни патне илсе пычӗҫ, лешӗ ӗнтӗ малтанхи вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эрненӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенсем ҫӑкӑр хуҫмашкӑн пухӑнсан, Павел, хӑй тепӗр кунне тухса кайма шухӑш тытнипе, вӗренекенсемпе калаҫса сӑмахне ҫур ҫӗр ҫитиччен те татмарӗ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирхине ирех хӗрарӑмсем хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсене илсе тупӑклӑх патне пынӑ; вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ; 2. вӗсем ӗнтӗ тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине курнӑ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе шӗкӗлчесе ҫинӗ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Мария Магдалинӑна курӑннӑ; Вӑл унччен ун ӑшӗнчен ҫичӗ усал хӑваласа кӑларнӑ пулнӑ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эрненӗн малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне каяҫҫӗ; 3. хӑйсем хушшинче: пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши? тесе калаҫса пыраҫҫӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха путекки пусакан вӑхӑтра, вӗренекенӗсем калаҫҫӗ Ӑна: Эсӗ пасха ӑҫта ҫиес тетӗн? эпир кайса хатӗрлӗпӗр, теҫҫӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Шӑматкун иртсен, эрненӗн малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та: Ху валли ӑҫта Пасха хатӗрлеме хушатӑн пире? тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Ӑна: малтанхи, теҫҫӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Эпир — Санӑн халӑху, Эсӗ Ху ӑна Манӑн малтанхи, пӗртен-пӗр, чунтан парӑннӑ савнӑ халӑхӑм тенӗскер — вӗсен аллине кӗрсе ӳкрӗмӗр.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӗнчене пултарма пуҫласанах каланӑ; малтанхи кун: «тӳпепе ҫӗр пултӑр» тенӗ, вара Санӑн сӑмаху пурӑнӑҫланнӑ ӗҫ пулса тӑнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑнпа Вӑл мана ҫакна пӗтӗмпех сана кӑтартма тата «ӗненсе пурӑн, ан хӑра» тесе калама ячӗ; 34. малтанхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса ниме тӑманни ҫинчен шухӑшлама ан васка, ҫапла санӑн юлашки вӑхӑт ҫинчен ҫавӑн пекех васкаса шухӑшламалла ан пултӑр, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.