Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Ӑна курсан халӑхсем чӗтреме пуҫлӗҫ, пурин те пичӗ шурса кайӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ; 15. тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӗсем сире лӑплантарӗҫ, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курсан, эсир лӑпланатӑр; ҫав хулара тунӑ мӗнпур ӗҫе Эпӗ ахальтен туманнине пӗлетӗр вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилнисем хӑйсен чӳк вырӑнӗсем тавра йӗрӗхӗсем хушшинче, кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, пӗтӗм ту тӑрринче, кашни ешерекен йывӑҫ айӗнче, кашни туратлӑ юман айӗнче, хӑйсен йӗрӗхӗсене ӑҫта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ, ҫавӑнта выртнине курсан, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫакна курсан та вӗсем хӑйсен туррисене пӑрахаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шухӑшлама пӗлмеҫҫӗ.41. И не могут они, заметив это, оставить их, потому что не имеют смысла.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене курсан: «пӑрӑнӑр! таса мар ҫын пырать!», «пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр, ан сӗртӗнӗр!» тесе кӑшкӑратчӗҫ; вӗсем аванмарланса иртсе каятчӗҫ; халӑх хушшинче вара ҫапла калатчӗҫ: «вӗсем текех пулмӗҫ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ, сӗтрен те шурӑрахчӗ; ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ, сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ; 8. халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм; вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ; вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ, хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Мардохей иудей паян кун та патша хапхи умӗнче ларнине курсан, мана ҫав тӗрлӗ чыс та ҫырлахтараймасть, тенӗ.13. Но всего этого не довольно для меня, доколе я вижу Мардохея Иудеянина сидящим у ворот царских.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та патша хапхи умӗнче ларакан Мардохее курсан, лешӗ ун умӗнче ура ҫине те тӑманнине, вырӑнтан та сикменнине курсан, Аманӑн ӗнтӗ ҫилли тулса ҫитнӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене курсан, Ассур ывӑлӗсем ҫакӑн ҫинчен хӑйсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, лешӗсем ҫийӗнчех ҫулпуҫсем патне, пинпӳсем тата хӑйсене ертсе пыракансем патне кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль Турри мӗн тунине курсан, Ахиор ӗнтӗ пӗтӗм чун-чӗререн Турра ӗненсе пӑрахнӑ, хӗрринчи ӳтне касса, Израиль килӗ ҫумне хутшӑннӑ, вӑл паян кунчченех унпа.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗннӗ ҫӗре ҫитсен, вӑл халӑх хушшинчи пӗр ҫын аллинче Олоферн пуҫне курсан ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та шалтӑрах вӑйран кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иудифе курсан, унӑн сӑн-пичӗ, тумӗ епле улшӑннине курсан, вӗсем ун илемӗнчен питех те тӗлӗннӗ, вара каланӑ ӑна: 8. Турӑ, пирӗн аттемӗрсен Турри, сана тивлет патӑрччӗ, Израиль ывӑлӗсене савӑнтарма, Иерусалим чапне ӳстерме эсӗ шутласа хунине пурӑнӑҫлатӑрччӗ, тенӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенӗн пысӑк йышне курсан, Израиль ывӑлӗсем хӑраса ӳкнӗ, кашниех хӑйӗн тӑванне каланӑ: халь ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм ҫӗре ҫаратса тухӗҫ, вӗсен вӑйне ҫӳллӗ тусем те, айлӑмсем те, сӑртсем те чараймӗҫ, тенӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ту тӑрринчи хула ҫыннисем вӗсене курсан, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса, хула айккине ту тӑррине тухса тӑнӑ, чулрав тытнӑ ҫынсем кашнийӗ хӑйӗн ҫул-сукмакне сыхланӑ, тӑшмансене чулпа пенӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Енемессар вӑхӑтӗнче эпӗ хам тӑванӑмсемшӗн нумай ырӑ ӗҫ турӑм: 17. выҫӑпа касӑлакансене ҫӑкӑрӑма параттӑм, ҫарамас ҫынна тумтирӗме параттӑм, хамӑр йӑхран пӗри-пӗри вилсен, ӑна хула хӳми тулашне кӑларса пӑрахнине курсан, эпӗ ӑна тирпейлесе пытараттӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӗнтӗ Савея ҫӗрӗн майра патши Соломонӑн пӗтӗм ӑслӑлӑхне курнӑ, вӑл туса лартнӑ ҫурта, 4. ун сӗтелӗ ҫинчи ӗҫме-ҫимене, ун чурисем пурӑнакан ҫуртсене, ун кӗрнеклӗ тарҫисене, вӗсенӗн ҫипуҫне, ӑна эрех парса тӑраканӗсемпе вӗсенӗн ҫипуҫне, вӑл Турӑ Ҫуртне ҫӳрекен ҫула курсан шалтах тӗлӗннӗ, вара, урӑх чӑтса тӑма хал ҫитереймесӗр, 5. патшана ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн ҫӗрӗмре сан ӗҫӳсемпе ӑслӑлӑху ҫинчен мӗн илтнийӗ тӗрӗсех иккен, тенӗ, 6. анчах эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен ҫакӑн ҫинчен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӑна курсан, халӑх та хӑй туррине мухтанӑ: туррӑмӑр хамӑр тӑшмана — пирӗн ҫӗре аркатакана, пирӗн ҫынсене пӗтерекене — пирӗн аллӑмӑра пачӗ, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Самсон хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса панине курсан, Далида Филисти хуҫисене чӗнме янӑ, вӗсене: халь ӗнтӗ килӗр; вӑл мана хӑйӗн пӗтӗм чӗрине уҫса пачӗ, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.