Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Штольцпа арӑмӗ Агафья Матвеевнӑна хӑйсемпе пӗрле яла кайма, Андрюшӑпа пӗрле пурӑнма чӗнеҫҫӗ, анчах вӑл хӑйӗннех калать: — Ӑҫта ҫуралса ӗмӗр ирттернӗ, ҫавӑнтах вилес пулать, — тет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Сирӗн кил хуҫи арӑмӗ халӗ те упӑшкишӗн макӑрать, — тет кухаркӑна пасарти лавкка хуҫи, хӑй патӗнче ҫимӗҫсем илнӗ чух.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Машенька темле хысна ҫурчӗн смотрительне качча тухрӗ, Андрюшӑна Штольцпа арӑмӗ пӑхса ӳстерме ыйтса илчӗҫ те хӑйсен ачи вырӑннех шутлаҫҫӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пиччӗшӗн арӑмӗ, Ирина Пантелеевна, кил пуҫӗ пулса тӑчӗ, урӑхла каласан, вӑл пуринчен кайран вӑранать, виҫӗ хут кофе ӗҫет, кунне виҫӗ платье улӑштарса тӑхӑнать; унӑн хуҫалӑхри пӗртен-пӗр ӗҫӗ — хӑйӗн юбкине май пур таран хытӑрах крахмалланине сӑнасси.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратакан арӑмӗ унӑн пурнӑҫӗнчи кашни самантах тем пек сыхланӑ пулин те, яланхи канӑҫ, яланхи шӑплӑх, кунтан-кун юлхавланса пыни пурнӑҫ машинине чарса лартнӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Илтеҫҫӗ… кил хуҫи арӑмӗ эпӗ чӑнахах каясшӑн, тесе шухӑшлама пултарать…— Услышат… хозяйка подумает, что я в самом деле хочу уехать…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ хӑвӑрт ачине тытрӗ, сӗтел ҫинчен хӑйӗн ӗҫне илчӗ те ачисене илсе тухса кайрӗ, Алексеев та ҫухалчӗ.Хозяйка быстро схватила ребенка, стащила свою работу со стола, увела детей; исчез и Алексеев.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ӳркевлен, шухӑшламасӑр, тӗлӗкри пек, кил хуҫи арӑмӗ ҫине пӑхать, ун асӗнче таҫта курнӑ, палланӑ сӑнар ҫуралать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ ӗҫ илсе килчӗ те йӗппине каллӗ-маллӗ тирсе туртма тытӑнчӗ, хушӑран вӑл Илья Ильич ҫине, Алексеев ҫине пӑхкаласа илчӗ, ҫивӗч хӑлхисемпе ӑҫта та пулин йӗркесӗрлӗх, шӑв-шав ҫук-ши, Захарпа Анисья кухньӑра ятлаҫмаҫҫӗ-ши, Акулина чашӑк-тирӗксем ҫӑвать-ши, тулта килхушши алӑкӗн сасси чӗриклетмерӗ-ши, тепӗр майлӑ каласан, дворник «заведение» тухса каймарӗ-ши, тесе итлерӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир тӗлӗрсе кайнӑ та Андрюша хӑпарса кайса сире вӑратнӑ, — ҫемҫен каларӗ кил хуҫи арӑмӗ.— Вы задремали, а Андрюша влез да разбудил вас, — ласково сказала хозяйка.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурте пӗр минутлӑха шӑпланчӗҫ, кил хуҫи арӑмӗ кухньӑна кофе вӗренӗ-ши, тесе пӑхма тухрӗ.Все замолкло на минуту, хозяйка вышла на кухню посмотреть, готов ли кофе.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫывӑрса ан кайтӑр тесе, кил хуҫи арӑмӗ ӑна диван ҫинчех кофе ярса панӑ, унтах ковер ҫинче ачасем вылянӑ, вара Илья Ильичӑн ирӗксӗрех вӗсемпе хутшӑнмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун вырӑнне сире валли чие сиропӗнчен кисель туса хатӗрлеме хушрӑм: эсир юратнине пӗлетӗп-ҫке, — хушса хучӗ кил хуҫи арӑмӗ, Алексеев еннелле пӑхса.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн пулӑ яшки те хатӗр мар! — терӗ те кил хуҫи арӑмӗ, вӗсен умӗнчех алӑка шалтлаттарса хупрӗ.У меня и уха не готова! — решила хозяйка и захлопнула перед ними дверь.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унпа пӗрле кил хуҫи арӑмӗ пырать, унӑн вӑхӑт ҫук пулсан, е Маша, е Ваня, е ӗлӗкхи юлташӗ, пурне те пӑхӑнакан, пуринпе те килӗшекен, чӗмсӗр Алексеев тухса ҫӳрет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ сиссенех, Анисья извозчик тытса, тухтӑр патне вӗҫтерчӗ; кил хуҫи арӑмӗ Обломов пуҫӗ ҫине пӑр хучӗ, хаклӑ шкапӗнчен пӗтӗм спирчӗсене, примочкисене — мӗн кирлӗ пеккине йӑлтах туртса кӑларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Захарпа кӑна пурӑннӑ пулсан, ирчченех аллипе сулкаласа чӗннӗ пулӗччӗ те, юлашкинчен, вилнӗ пулӗччӗ, ун ҫинчен ирхине ҫеҫ пӗлӗччӗҫ, анчах кил хуҫи арӑмӗ ӑна питӗ тимлӗ асӑрхаса тӑнӑ: Илья Ильича лайӑх маррине пӗлме ӑна ӑс мар, чӗре тавҫӑрулӑхӗ кирлӗ пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл лашасемпе Ваньӑна Нева леш енне, гимназие ӑсатаҫҫӗ тата кил хуҫи арӑмӗ тем те пӗр туянма ҫӳрет.На них возили Ваню на ту сторону Невы, в гимназию, да хозяйка ездила за разными покупками.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисья малтанхинчен те ҫивӗчленчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ нумайланчӗ: вӑл яланах чупкаласа ҫӳрет, кил хуҫи арӑмӗ хушнипе ӗҫлет.