Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайран the word is in our database.
кайран (тĕпĕ: кайран) more information about the word form can be found here.
Ҫав американецсене тата ыттисене те хамӑр ҫӗршывӑн пӗр вершукӗ ҫинче те пулин ҫирӗпленсе ларма ирӗк пар кӑна, кайран вӗсене нимӗн тусан та тӑпӑлтарса кӑлараймӑн…

Только позволь этим американам и прочим хоть за вершок нашей земли уцепиться, не оторвешь потом…

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вара заключённӑйсене: — Татӑкӑн-татӑкӑн касса пытарӑр, юлташсем, унсӑрӑн туртса та илӗҫ… Кайран валеҫӗпӗр, — терӗ.

И обратился к заключенным: — Режь на куски, ребята, да по карманам… Дележка потом.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Юрӗ, кайран

— Ладно, потом…

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кайран вара, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче, васкаса нимӗн те тумалла ан пултӑр.

Чтобы потом на ходу ничего не решать.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кайран сире валли колхозра госпиталь уҫмалла-и?

После для вас открывать в колхозе госпиталь?

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗҫе пӑрахӑр, апата ларӑр, кайран канӑр.

Бросайте работать, садитесь обедать, а после отдыхайте.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хедер шӑналӑкӗ ҫине кайран та, айккинчен те татти-сыпписӗр ыраш юхать.

Сзади и сбоку на полотно хедера непрерывными и тяжелыми волнами текла рожь.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем уя чи малтан тухаҫҫӗ, уйран чи кайран кӗреҫҫӗ.

Они в поле первые, они с поля последние.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халех, кайран мар!

Сейчас, а не потом!

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Бронников унпа пуринчен кайран сывпуллашса уйрӑлчӗ.

Бронников простился с ним последним.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ ӑна плащшӑн кайран тавӑрса памалла укҫа та сӗнтӗм — илмерӗ.

Help to translate

Плащ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 24 с.

Кайран мӗнле тавӑрса парӑп эпӗ сире?

Help to translate

Плащ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 24 с.

Эпир сирӗншӗн кайран пӗтӗм звенопа ӗҫлӗпӗр!

Мы вам после всем звеном отработаем!

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй тунӑ ҫӗр карттине вӑл пур колхозсене те валеҫсе пачӗ, ун ҫине вӑл тӑпрана сӑнаса пӑхнӑ паллӑсене те, удобренисен рецептне те ҫырса палӑртрӗ, карттӑна малтанах шанмасӑртарах кӗтсе илчӗҫ, анчах кайран ӑна хӑнӑхрӗҫ, юратакан пулчӗҫ.

По всем колхозам она раздала вычерченную ею почвенную карту, на которую нанесла и данные анализа почвы и рецептуру удобрений, карту сперва встретили с недоверием, но потом привыкли к ней и полюбили ее.

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Команда панӑ пекех, пурин пуҫӗсем те малтан Авдотья еннелле, унтан Василий ҫинелле, кайран каллех Авдотья еннелле ҫаврӑнчӗҫ.

Все головы, как по команде, повернулись сперва к Авдотье, потом к Василию, потом опять к Авдотье.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Иккӗмӗш ХТЗ юсав картти ӑҫта?! — илтӗнчӗ пӗрин сасси кайран.

— Где ремонтная карта второго ХТЗ? — кричал кто-то невидимый из мастерских.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Машинӑсемпе генератора укҫине кайран тӳлемелле туянма райком секретарӗ пулӑшнине, лайӑх вӑрлӑха кондицилле мар вӑрлӑх вырӑнне Заготзернора улӑштарса панине манса кайнӑ та вӑл.

Он уже забыл о том, что достать в кредит машины и генератор помог ему секретарь райкома, что хорошие семена дали ему в обмен на некондиционные в Заготзерне.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василие ҫакнашкал ӗҫсем вырӑнтан ниепле те тапранман, кайран вара сасартӑк вырӑнтан тапранса кӗтмен хӑвӑртлӑхпа чупса кайнӑ лав пек туйӑннӑ.

У Василия было такое ощущение, как будто долго и с трудом раскачивали тяжелый и скрипучий воз, который все не двигался и вдруг, сдвинувшись, пошел с неожиданной скоростью.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кайран, Авдотьйӑпа правленире е фермӑра тӗл пулсан, вӑл хӑйне сивлерех тыткаларӗ, халичченхинчен ҫивӗчрех калаҫрӗ.

А потом, встречаясь с Авдотьей в правлении или на ферме, держался еще суровее и говорил еще резче, чем прежде.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Вӑл кайран пулаканнинчен туна ҫумӗнчи пӗчӗк ҫулҫисем кӗске те сарлакарах, туна тӗввисем хушши пиллӗк-ҫиччӗрен ытла мар пулнипе уйрӑлса тӑрать…

Отличающийся от позднеспелого тем, что прилистники у него короче и шире, а число междоузлий 'равно пяти-семи…

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed