Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ав the word is in our database.
Ав (тĕпĕ: ав) more information about the word form can be found here.
— Инке, сире улма пахчине куҫсан лайӑхрах пулмӗ-ши, пахчасенче тӗрӗксем курӑнаҫҫӗ ав, — терӗ хӑй пӑшалне илме тесе хӗрарӑмсем патнелле пыракан жандарм.

— Хозяйка, перейдите-ка лучше в сад, а то наши турки уже показались на бахчах, — сказал полицейский, подходя к женщинам и забирая свое ружье.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сан шутупа, эппин, — ҫилленчӗклӗн сӑмах хушрӗ Стефчов та, — сан ҫав ҫыннусем, ҫав патриотсем, пире ҫитсе курма кӑмӑл хывсан, вӗсене кӗтсе илме шкул ачисене кӑлармалла пуль, вӗсене юрӑ юрласа йышӑнма алӑк-хапхасене уҫмалла пуль, кукӑль пӗҫермелле мар-и тата, хӑш-пӗрисем ав ҫӑкӑр типӗтсе хунӑ-ҫке?

— Значит, по-твоему, — злобно отозвался Стефчов, — если эти твои люди, эти патриоты, соблаговолят нас посетить, надо вывести им навстречу детей из училища, надо встретить их с песнями, распахнуть перед ними двери наших домов, может быть, пирогов им напечь, как некоторые готовили для них сухари?

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ав леш Хамбаров арманӗн леш енчи кивӗ шыв арманӗнче пурӑнать, тесе пӗлтер.

Скажи, что я вон в той заброшенной водяной мельнице, что стоит за Хамбаревой мельницей.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ах тупата, — кӳренсе шухӑшларӗ вӑл, — грек ҫынниех мана хӗрхенчӗ, пӑлхарсем ав ӗнер ятласах кӑларса ячӗҫ, ҫинчен тата йытӑпа та вӑслатрӗҫ-ха».

«Боже, — с горечью подумал он, — грек, этот полудикарь, сжалился надо мною, а болгары вчера прогнали меня с ругательствами, чуть не затравили собаками».

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку ҫурта вут хыпса илеймен-ха, анчах вут часах ун патне те ҫитет, юнашарти ҫуртсем ҫунаҫҫӗ ав.

Этот дом еще не был объят пламенем, но огонь быстро добирался до него — соседние здания уже горели.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем ав хула ҫывӑхӗнчех курӑна пуҫларӗҫ; пӑртаклӑха та чарӑнса тӑма юрамасть.

Турки уже показались на обрывах у города; каждая минута была дорога.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ав курӑнаҫҫӗ вӗсем!

— Уже видать их!

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыйтӑр ав графранах, суятӑп пулсан.

Да спросите хоть Графа.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ав вӑл халь шапасем патӗнче, — Дичопа Стамен ӑна кӳлле пӑрахрӗҫ-ҫке.

— Он теперь у лягушек, — ведь Дичо и Стамен-Ворона бросили его в болото.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыран ҫапӑҫу пулмалла, ав мӗнле пӗтессе малтанах сиссе тӑратӑп…

Завтра будет бой, и я уже предвижу, чем он кончится…

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ав лерелле… — аран илтмелле каларӗ хупах хуҫи арӑмӗ, слива еннелле аллипе тӑсса.

— Туда… — едва слышно проговорила Аврамица, указав рукой на сливу, растущую у изгороди.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Тӑр ав хыҫала!

— Марш назад с нами!

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗвел ун чухне ав ҫавӑнта тӑратчӗ.

Солнышко тогда стояло вон там…

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ӗнерхинчен те ытла пӑшӑрханатчӗ, — ҫывӑх тусӗ вилни ҫитмерӗ иккен ӑна, Копривштинче ав ыран-паян тенӗ пек пӑлхав хускалас сас-хура ҫӳрет, ҫак хыпар та ӑна канӑҫран кӑларчӗ, Бойчо пирки пӗлменнипе вӑл ытла пӑшӑрханчӗ.

Он заметил, что девушка еще больше расстроена, чем вчера, — теперь она не только горевала об умершей подруге, но была встревожена слухами о предстоящем восстании в Копривштице и беспокоилась о Бойчо, не зная, где он и что с ним.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ав чиркӗве те пымарӗ!..

А Рады в церкви не было!..

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑхӑр-ха, халӑх, ав — Стефчов шпионӗ чупать, — хушса хучӗ вӑл, хӑйпе пӗрле пыракансене.

Глядите, вот он — шпион Стефчова, — добавил он, обращаясь к своим спутникам.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Шантарса пӑх-ха эппин мана, пӗтӗм халӑх калаҫать ав иртнӗ эрнере сан хӗрӳ хӑнисене вӑрттӑн йышӑннӑ…

— А ты мне докажи, что неделю назад твоя девица тайком не принимала гостя…

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ачасем ав, Васил, Димитр, Киро, — тек кунта чакалашрӗҫ, эрешмен карти тасататчӗҫ пуль.

А вот ребята: Басил, Димитр, Киро — они все тут чего-то копаются, паутины не боятся.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыттисем пур ав, ҫав шута ӑна хӑйне те кӗртме пулать, пӑлхану пирки ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ.

Который пробудился во всех и даже в нем самом.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑрҫӑ ҫитет, чӗремӗрсем ҫирӗп, Ав ахрашать хаяр тӑшман пирӗн.

Бой наступает, сердца наши бьются, Вот уже крики врагов раздаются.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed