Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тахҫан сӗм-авалра — унтан вара миҫе черетлӗ ӗмӗрсем вӗҫе-вӗҫӗн иртнӗ-ши! — ҫичӗ ют пусмӑрӗнче кун курмасӑр тарӑхса пурӑннӑ пулсан та, вырӑс халӑхӗ ҫӑлнине пула, чӑваш хӑй пайтине ҫухатман, чӗлхине те, йӑлине те, ӗҫченлӗхне те, таса та ҫивӗч ӑсне те хатарлӑн усранӑ, упранӑ, малашне вара ҫавсене усраса ҫеҫ мар, чунтан пикенсе хӑй кунҫулне ӳстерме те амалантарма ҫунатланса ӗмӗтленет.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пиншакне хӑрах аллинчен уртса янӑ, хӑй тӑрӑхларах пит-куҫлӑ, анлӑ ҫамкаллӑ, хура мӑйӑхне хальтерех кӑна ӳстерме тытӑннӑ пек, ҫинҫетсе хырнӑ, сухалсӑр.Лицо было продолговато, с широким лбом; мужчина был тщательно выбрит, без бороды, в руке пиджак.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Паллах, кашни ача амӑшӗ, хӑйне епле аванрах пек туйӑнать, ачисене ҫапла пӑхса ӳстерет; хӑйӗн системине вӑл чи аванни тесе шутлать ӗнтӗ, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл пӗр япала ҫинчен пачах манса каять — ачана малалла, халь ӗнтӗ обществӑллӑ воспитани парса ӳстерме кирли ҫинчен манать, ҫав ӗҫе ертсе пыраканни ҫинчен пачах манса каять.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫапла ӗнтӗ, тулашри тӗнчене пӗлсе ӑнланас тӗлӗшпе сасӑ уншӑн чи пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ; ытти сисӗм-туйӑмсем вара, илтнипе асра юлакан йӗрсем ҫумне хутшӑнса, унӑн ӑнланӑвне ӳстерме пулӑшакан сисӗм-туйӑмсем кӑна пулса тӑнӑ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Телейсӗр юлнисем — хурлӑх тӳснисемшӗн» — ҫакӑ вӑл хӑй пӑхса ӳстерме йышӑннӑ ачан ялавӗ ҫине малтанах ҫырса хунӑ унӑн девизӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ытларах ача ҫуратса ӳстерме ҫитмен пурнӑҫ, ыранхи ырлӑха шанманни тата пурӑнмалли ҫурт е хваттер ыйтӑвне татса паманни чӑрмантарать тесе палӑртнӑ.
Арҫынсем пирки // Чӑвашстат. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2020.02.29
Ҫакӑ хаҫатӑн витӗмне ӳстерме пулӑшрӗ.
Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4
Ҫавӑнпа та Коля амӑшӗ кӳршӗри хӗрарӑмсем умӗнче ӳпкелешсе: «Ывӑлӑма вӗрентсе ӳстерме манӑн вӑйӑм ҫитейӗ-ши» тесен, лешсем пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл вӑрӑм, ырхан та типшӗм кӗлеткипе вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳресе пурӑнакан ҫынна тата перекатиполе текен курӑка аса илтерет, анчах ҫӗр чӗнӗвне ҫакнашкаллисем те чӗрипе йышӑннӑ; вӗсем, типсе кайнӑскерсем, тапранса тухнӑ та хӑйсен сӳнсе ӗлкӗреймен туртӑмӗсен тата ӗмӗчӗсен вӑррисене акса ӳстерме вырӑн шыраҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫапла вӑт, юмансемпе кедрсем лартса ӳстерме каятӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах ун патне Цимбал пычӗ те, пиншакӗн аркинчен тытса, эмел курӑкӗсем ӳстерме хӑй тунӑ плансем ҫинчен каласа пама пикенчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пушкин вӑхӑтӗнче Грецирен Одессӑна илсе килекен баклажансем сайра тӗл пулакан пахча-ҫимӗҫ пулнӑ, пӗр вунпилӗк ҫул-каярах эпир Мурманскра помидорсем акса ӳстерме пуҫларӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл унӑн пурнӑҫ вӑй-хӑватне ӳстерме пултарать…
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Плана ӳстерме шутлаҫҫӗ тата, нормӑна ытлашшипе тултармалла!
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак занятисене ҫынсем, пур совет ҫыннисем пекех хӑйсен пӗлӗвне ӳстерме тӑрӑшас кӑмӑл пысӑк пулнипе ҫӳренӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӗштырӑ хуҫалӑхӗ валли колхозри кирек епле агротехникӑна та ӳстерме май паракан центр туса хумалла.Для зернового хозяйства надо создать центр, вокруг которого и росла бы всякая колхозная агротехника.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл укҫа культура учрежденине юсама, кӗнеке фондне ӳстерме, ҫӗнӗ оборудовани туянма кайнӑ.
Олег Николаев ҫӳлӗксем ҫинче чӑвашла кӗнекесем ытларах пулмалла тесе шутлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/25986.html
Епле шутласа пӑхсан та, курӑксемпе кӑшмансем акнипе аллӑмӗш ҫулта епле те пулин пурӑнкалӑпӑр, анчах аллӑ пӗрремӗш ҫул пирки шухӑшласа пӑхман эпир, ҫак ҫул выльӑхсен йышне ӳстерме май ҫук, мӗншӗн тесен выльӑхсем валли апат ҫитмест.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Пилӗкҫуллӑх хушшинче выльӑхсен йышне ӳстерме палӑртнӑ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Аллӑмӗш ҫулта симӗс конвеер пулӑшнипе майлаштаркалӑпӑр, малалла выльӑхсен йышне ӳстерме юрамасть: апат ҫитмест.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.