Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкме (тĕпĕ: ӳк) more information about the word form can be found here.
Калама ҫук хӑюллӑ та паттӑр казак ҫыннисен чысӗпе мухтавне ӳкме ан парӑр.

Поддержите честь и славу беспримерно доблестного казачества.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем ӑна месерле ҫавӑрса пӑрахрӗҫ те, ҫав газпа антӑхса хӑйӗн юлашки канӑҫне хыр айӗнче тупнӑ ҫын, вилӗмрен тарса ӳкме пӑхнӑскер, анчах хӑйӗн вилӗмне ӳпкинчех ҫӗклесе пынӑскер, 256-мӗш ҫуран ҫар полкӗн виҫӗ батальонӗнчи салтаксенчен пӗри пулнине тавҫӑрса илчӗҫ.

Они перевернули его лицом вверх, и тут только догадались, что под сосной нашел себе последний приют этот отравленный газами, бежавший от смерти, которую нес в своих легких, солдат одного из трех батальонов 256-го пехотного полка.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн та вӗсем, вӑрманти хӗсӗк уҫланкӑсемпе иртсе пынӑ чухне, хӑйсем тин кӑна курнисене аса илесрен шикленсе, ҫав аса илӳсенчен таҫта тарса ӳкме васканӑ пек, чылай хушӑ шӑпӑрт утрӗҫ.

И после долго берегли молчание, пробираясь по узким прогалинам, спеша уйти от воспоминаний виденного.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан зонт пек сарӑлса каять те ҫӗрелле ӳкме пуҫлать.

Растопырилась зонтом и снова к земле.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Казаксем сӑрт тӳпине вӗҫтерсе тухнӑ ҫӗре нимӗҫсем вӗсен умне ӳкме ӗлкӗрнӗ те, Пеликелие каякан ҫул урлӑ каҫса, юртӑпа чуптарса пыраҫҫӗ.

Когда казаки выскочили на бугор, немцы, уже опередив их, шли рысью, пересекая дорогу на Пеликалие.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗненинчен тармасть вӑл, чӑрсӑррӑн кӑна мӗкӗркелет, таҫта сиксе ӳкме хатӗрленнӗн, кайри урисемпе тапӑртатса тӑрать.

Он не бежал от побоев, лишь глухо взмыкивал, перебирал задними ногами, как перед прыжком.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторта чӳрече хупписем шартлатса хупӑнчӗҫ, карчӑксем каҫхи кӗлӗрен тухнӑ та сӑхсӑхкаласа киле васкаҫҫӗ; плац ҫинче тӗссӗр кӑвак тусан мӑкӑрланса ҫӗкленет, унччен те пулмарӗ — ҫурхи шӑрӑхпа йывӑрланнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем ӳкме те пуҫларӗҫ.

В хуторе хлопали закрываемые ставни, от вечерни, крестясь, спешили старухи, на плацу колыхался серый столбище пыли, и отягощенную внешней жарою землю уже засевали первые зерна дождя.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗҫех ак ҫил вӗрнипех ӳкме пуҫлатӑп.

Скоро буду от ветра валиться.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Юлашки вӑйне пухса, хашкаса ҫитрӗ те партизансем халех нимӗҫсен палатки патне сиксе ӳкме хатӗрленсе тӑнине ҫийӗнчех ӑнланса илчӗ.

Собрав последние силы, она еле доползла и сразу поняла, что партизаны сейчас же готовятся напрыгнуть на немецкую палатку.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку тӗлте вара, пӗтӗмӗшпе илсен, чи япӑх мар работникӗн те тупанӗсем ҫӗрсе ӳкме пуҫлаҫҫӗ.

И тут уже, в общем-то, даже у самого неплохого работника начинают сгнивать подошвы.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ ҫакна ӑнланма пултараймастӑп, Федор Лукич: е эсӗ ватӑла киле суккӑр пулнӑ, ху мӗнле лачакана кӗрсе ӳкме пуҫланине курмастӑн, е нумай ҫулсем хушшинче парти сана нимӗне те вӗрентмен, — апла пулсан, эсӗ халӗ те кӗсьере чиксе ҫӳрекен парти билетне санран халех тытса илес пулать…

Не могу я, Федор Лукич, уразуметь: либо ты ослеп на старости лет и не видишь, в какое болото лезешь, либо за многие годы партия ничему тебя так и не научила… — если так, то нужно сейчас же отнять твой партийный билет, что ты все еще носишь в кармане…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Эхе, эсӗ, ватӑ лаша, такӑнса ӳкме ӗлкӗрнӗ!..

«Эге, да ты, старый коняга, уже подбился…

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каялла пырсассӑн, пӑхать: Корней аллинчи ҫурта тухса ӳкме пуҫланӑ, Корнейӑн куҫӗсем сӳннӗ, ӗнтӗ ним те курмаҫҫӗ, кӑкӑрӗ те сывламасть.

И когда подошла к нему, свеча валилась у него из руки, и остановившиеся глаза уже не видели, и грудь не дышала.

V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Ӳкме пуҫланӑ ҫӗртен ҫӗлӗкне тытса, Костя чарӑнчӗ, шиклӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те калаҫма пуҫларӗ:

Хватая шапку, которая начала спадать, Костя обернулся назад, вдохнул воздух и заговорил:

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Крылатовӑн хӑйне, вӗсемшӗн чӑнах та ют пулнӑ ҫынна ҫӗр пӳртрен тухма хушнӑшӑн, унтан та ытларах, хӑй ҫине палламан ҫамрӑк хӗрарӑм ҫавӑн пек тӗлӗнсе пӑхнишӗн пӑшӑрханса ӳкме нимле сӑлтав та ҫук темелле ӗнтӗ.

Казалось бы, не было никакой причины Крылатову расстраиваться, что его действительно как чужого человека выгнали из землянки, что незнакомая женщина так удивленно посмотрела на него.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь нимӗҫ ҫарӗ Мускав ҫине сиксе ӳкме хатӗрленет тесе шутлатӑп эпӗ, ун чухне вара — вӑрҫӑ пӗтет!

Я думаю, сейчас немецкая армия готовится к последнему прыжку на Москву, и тогда — все!

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫумӑр тумламӗсем каллех ӳкме пуҫларӗҫ.

Дождь снова накрапывал.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чылай хуйӑха ӳкме ӗлкӗрнӗ Тимофей Ильич, урама темиҫе хут та туха-туха, ывӑлӗ килмелли ҫул еннелле пӑхрӗ, анчах лешӗ ҫаплах килмест-ха.

Тимофей Ильич, заметно опечаленный, несколько раз выходил на улицу, смотрел в ту сторону, откуда должен был появиться сын.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Капла эсир чирлесе ӳкме те пултаратӑр-ҫке.

Ведь вы так, чего доброго, и слечь можете.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed