Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреҫҫӗ (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
Сӑра тума Чӑлах Эрнюка виҫӗм кунах каласа хунӑ пулин те, «йӑла тӑрӑх», кашни килтен «сӑра тумалли» пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ.

О пиве еще три дня тому назад позаботился Эрнюк, но «по обычаю» сейчас из дома в дом ходят люди — собирают для пива все надобности.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем Ухтиван тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ, паҫӑр хӑйсем пытанса ларнине манса ун ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.

Они увиваются вокруг Ухтивана, позабыв, что еще час назад трусливо отсиживались, даже завидуют ему.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пысӑкраххисем тӗрӗслесе ҫӳреҫҫӗ.

Старшие их поучают, что и как.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫне илмесӗр тинкерсе пӑхса ларакан сивӗ ҫын пӳрчӗ умӗнчен иртсе кайма хӑраса ҫамрӑкрах хӗрарӑмсемпе хӗрсем пахчасен хыҫӗпе ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ вара.

Боясь злого глаза Нягуся, бабы помоложе, да и девки стараются миновать его окна — ходят огородами.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑх-ха эс вӗсене — чӳлмексем урлӑ сиккелесе ҫӳреҫҫӗ».

Гляди ж ты — прямо через горшки прыгает, а?

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тата мӗншӗн вӗсем тинӗс ҫинче мар, вӑрманта ҫӳреҫҫӗ?

И почему они в лесу, а не пребывают там, где им надлежит быть, — на море?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тӑршшӗпех сӑнчӑрлӑ этемсем ҫӳреҫҫӗ пуль унта…

Пожалуй, по всей территории уже ходят люди в кандалах.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫ юланут вӑрманта Йӗр йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Виҫ юланут вӑрманта Йӗр йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Туйӑн хӑватне кӗтсе Пурте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, Килти пӗр чун хуйхине Пӗртте вӗсем сисмеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Урхамах пек лашисем Утӑ-сӗлӗ ҫиеҫҫӗ, Унӑн выльӑх-чӗрлӗхсем Пичӗке пек ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ав ачасем ҫӳл енче Шывра ишсе ҫӳреҫҫӗ, Пулӑ тытан ваттине Хирӗҫтерме пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ав, пӗлӗт таткисем хӑяккӑн Ҫӳреҫҫӗ ҫӑмӑл ярӑнса…

Help to translate

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Утсем ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ кӗшӗл-кӗшӗл — Чӗртеҫҫӗ ыйӑхлӑ уя.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсен ҫумӗпе, каччӑсене хӑйсен маттурлӑхне кӑтартасшӑн пулнӑ пек, хӗрсем каялла-маялла чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем темле пахас мар тенӗ ҫӗртенех арҫынсем ҫинелле куҫ хывса илеҫҫӗ, Галимджанпа Арифулла вара вӗсене асӑрхамаҫҫӗ те темелле.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ункӑ пек тӑрса тухнӑ ҫынсем варринче ҫаннисене чавса тӗлӗнчен хӗрлӗ пусмапа ҫыхса янӑ Садыковпа районран килнӗ работник ҫӳреҫҫӗ, вӗсем кӗрешес текенсен хушамачӗсене ҫыраҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Натали агрономпа бригадирсене «Ухмахсем, мӗн хӑтланатӑр эсир?» тесе вӑрҫать, лешсем ӑна итлемесӗр хуран тавра чупкаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Килет! Килет! Килет!» чупса ҫӳреҫҫӗ вара кӗҫӗнреххисем.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илсе килнӗ чухне лашисем тем айӑппа ураран кӑшт ухсахланӑ пулнӑ, халӗ вӗсем чиперех ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed