Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вырӑс пӗтӗм чунтан эрленсе тата чылайччен вӑрҫрӗ, анчах ҫапах та хӑй мӗн шутланине улӑштармарӗ, ывӑлне «басурмана» пӑхкаласах тӑма хушрӗ те ҫӳлелле улӑхма тытӑнчӗ.

Help to translate

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аспар курчӗ инҫетрен ҫӳлелле хура тӗтӗмсем пӗлӗтелле хӑпарнине.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар урса кайнӑ пек сикрӗ те ҫӳлелле лаша ҫинче ларакан тутара тапрӗ урипе ҫамкинчен.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӳлелле сиксе икӗ урипе тапрӗ тутара кӑкӑрӗнчен.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗвел ана пуҫласан Пысӑк суту-илӳ ҫулӗ ҫинче тусан ҫӳлелле ҫӗкленни курӑнчӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Айккинерех кайса чупса пычӗ те турта пӗр вӗҫне ҫӗре хӑвӑрт тӑрӑнтарчӗ, хӑй вара ҫӳлелле ӑмӑрт кайӑк пек вӗҫсе чул ҫине хӑпарса тӑчӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Алӑсем вӗрентен тытаҫҫӗ, урасем йывӑҫ ҫине пусса ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӑмӑллӑн ҫӳлелле сикет.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӳлелле кайӑк пек вӗҫсе хӑпарма вӗрен.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Илтрӗр-и? — терӗ те револьверӗпе ҫӳлелле кӗрслеттерчӗ военком.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурне те тӗрӗслет вӑрман хуҫи — шӑршлать, чӗлхипе ҫуласа пӑхать, ӑҫта та пулин вӗлле пекки тупсан ҫӳлелле кармашать, хуртсем пыл тултарнӑ янкарлӑ йывӑҫа йӑвантарма хӑтланать.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерекпе ывӑлӗ каштасем хурса пусма турӗҫ те упа ҫурине шӑтӑкран ҫӳлелле хӑпартрӗҫ.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пачах та хускалман, тинӗс ӑна хӑйӗн сарлака ярӑмӗпе ҫӳлелле ҫӗкленӗ те каялла антарнӑ.

Он не шевелился, и только море, поднимаясь и опускаясь широкой полосой, поднимало и опускало его.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Пысӑк пӳлӗмре пӗр ватӑ тухтӑр, шӗвӗр сухаллӑскер, йывӑҫ трубкипе итлекелесе пӑхрӗ те унӑн ӳпки-чӗрине ятне тунӑ пек (кӗпине те хывӑнтармарӗ, ҫӳлелле тавӑрма ҫеҫ хушрӗ).

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ҫӳлелле тапаланни кӑлӑхах пулчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа паян та, ирхи кӗлӗ тӑвас вырӑнне вуншар хут лапчӑна-лапчӑна ларса, упражненисем турӗ, ҫур пӑт таякан кире пуканӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫӳлелле ҫӗклерӗ, мӑйне унталла-кунталла пӑркаларӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн Павлушӑн пырне темскерле чӑмакка пырса капланчӗ: вӑл ҫухалса кайнипе пӗр сӑмах та калаймарӗ, хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе, чылайччен куҫне хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑмӑрткайӑк сӑнне ӳкернӗ енӗпе ҫӳлелле выртрӗ вӑл.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Уйрӑлнӑ чух Тимуш пӑхӑр укҫа кӑларса ҫӳлелле ывӑтрӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хумсем пӗрре ҫӳлелле, тепре аялалла ывӑтрӗҫ пӗчӗк кимме.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed