Шырав
Шырав ĕçĕ:
Автан, пуҫне апла та капла чалӑштаркаласа, малалла ывӑткаласа, пиҫсех ҫитмен хӗрлӗ хурлӑхан пек куҫӗсемпе хуҫисене тӗсесе пӑхкаласа илчӗ (сывлӑх сунчӗ пулинех?), вара пуҫне пӗкрӗ, ҫӳп-ҫапа ывӑткаласа, тусан ҫӗклесе, чавкалама пуҫларӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Ҫавӑн чухне тин Мӗкӗте пиччепе Кӗтерне инке, ырӑ ҫынсем: «Ҫемьери пахматсӑр юратнӑ, чамасӑр савса ӳстернӗ пӗртен-пӗр ача телей ҫеҫ мар, инкек хутаҫҫи те ҫӗклесе килме пултарать», — тенине асра тытса, татах ача ҫуратма шутларӗҫ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
— Охо-о-о! — хальхинче, куҫ харшийӗсене ҫӗклесе илсе, куҫне Митюк ҫине чарӑлтарса ывӑтса, йӗплӗ, хулӑн, мӑка сас татса кӑларчӗ Мӗкӗте пичче.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Мучи ним тума аптӑраса шап-шурӑ сухалне пӗтӗркелеме пуҫларӗ (пӑлханнӑ чухне хӑй сисмесӗрех сухалне пӗтӗрме, чӗпӗтсе туртма тытӑнать вӑл), унтан кутамккине ҫӗклесе сӗтел ҫине ялти кучченеҫсем кӑларса хучӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Кӑвак шуҫӑм килсен вара карчӑккипе кӑшт-кашт калаҫкаларӗ те кутамккине ҫӗклесе хулана мӑнукӗ патне кайма пуҫтарӑнчӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
«Ытла та ҫӑмӑллӑн, пурнӑҫ хуйхи-суйхине туймасӑр, ҫав тери ирӗккӗн, кахаллӑн ҫитӗнеҫҫӗ, — тет вӑл кашнинчех, пӑнтӑр-пӑнтӑр балалайка е гитара ҫӗклесе ҫӳрекен хӗрсемпе каччӑсем ҫине кӳренчӗклӗн пӑхса.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Те виҫҫӗмӗш, те тӑваттӑмӗшӗнче витресем ҫӗклесе тухсан, чӳрече карри салтса тӑракан Марук хӑйӗн упӑшки хайхи Санюкпа калаҫнине курах кайрӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Ванюк хуҫӑлса кайнӑ йӗлтӗр юлашкине ҫӗклесе пынине курсан тин хӑйӗн вӗр-ҫӗнӗ, ӳкерчӗкри пек илемлӗ япали никама кӑтартичченех юрӑхсӑра тухнишӗн кӳренсе сасӑпах йӗрсе ячӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫак вӑхӑтра леш касра пурӑнакан Ванюк чупса ҫитрӗ, юрпа-юнпа хутӑш вараланса пӗтнӗ хӗрачана ҫӗклесе тӑратрӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Каскалама пӗлекен арҫынсем пуртӑсем ҫӗклесе рамӑсем ӑсталама пуҫларӗҫ, маччапа урай хӑмисене майлаштарчӗҫ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чи малта икӗ шкул ачи хӗрлӗ хӑмач ҫине ҫырнӑ лозунг ҫӗклесе пыраҫҫӗ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Субботник кунӗ ялти пур халӑх та урама тӗрлӗрен ӗҫ хатӗрӗсем ҫӗклесе тухрӗ.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӗсем кула-кулах ҫӑлтан шыв ҫӗклесе тултарчӗҫ, комбикорма нӳретсе хатӗрлерӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кӗҫех хӗрсем витресем ҫӗклесе тухрӗҫ те машина ҫине хӑпарса ларчӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кӑшт вӑхӑт иртсен, Матвей Захарч ҫенӗке хурса хӑварнӑ ӗҫ хатӗрӗсене ҫӗклесе тухрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑй ҫинчен калаҫнипе именсе кайнӑ хӗр ваттисен сӑмахне урӑх итлесе тӑмарӗ, сӑлтав тупса, килкартине пушӑ витресем ҫӗклесе тухрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Толя нумай кӗттермерӗ, йӑпӑртах чупса кайса хуткупӑсне ҫӗклесе те таврӑнчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Василий Петровичпа Лена урисене шӑлкаласа ӑшӑ сывлӑш ҫапакан витене кӗрсе тӑчӗҫ те хӑйсене хирӗҫех пӗр чӗрҫитти хӑраса шиплетекен чӗпӗсем ҫӗклесе тӑракан Варварие курчӗҫ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл комбикорма витресем ҫине тӑп-тулли тӳпелерӗ те клеткӑсем патне ҫӗклесе пычӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена пулӑ ҫӑвӗпе люцерна хутӑштарнӑ комбикорма витресемпе ҫӗклесе валашкасем ҫине хура-хура тухрӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.