Шырав
Шырав ĕçĕ:
— «Лиденброк тинӗсӗнче» ҫил-тӑвӑл пулнӑ вӑхӑтра сулӑ ҫинчи тимӗре магнитланӑ ҫиҫӗм пирӗн компасӑн йӗппине те хирӗҫле электричествопа ӗнернӗ.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кунти шывӑн пӗр пайӗ ҫӗр айӗнчи хӗрӳлӗхе пула пӑс пулса ҫӳлелле хӑпарма та пултарать; ҫавӑнпа пирӗн пуҫ тӑрринче пӗлӗтсем ҫӳреҫҫӗ, кунсӑр пуҫне ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче, аслатиллӗ ҫиҫӗм кӑларакан электричество та пулса тӑрать.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ кукӑр-макӑр хуҫкаланакан ҫиҫӗм йӗрӗсене куратӑп, вӗсем пӗрре куҫ хупса иличчен ялтлатса, каллех ҫӳлелле сирпӗнсе, гранит маччана пырса тивеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗр вӗҫӗмсӗр ҫиҫӗм ҫиҫет.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вена урамӗсенчи Горевӑна тӗлӗнтерекен япаласем — пысӑк халӑх ушкӑнӗсем чӑпта михӗсемпе, урапасемпе тата велосипедсемпе пур еннелле те куҫса ҫӳрени, ҫывӑх ҫыннисене шырани, площадьсемпе парксенче ӗҫлӗ кунсенче те тӗркӗшсе ҫӳрени, ыранхи кун пирки каланӑ хыпарсене ҫивӗччӗн итлени, урамсенче ҫиҫӗм пек хӑвӑрт пулса иртекен митингсем пухӑнни, — ҫаксенче пуринче те халӑх пӑлханни палӑрса тӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫав хушӑрах ту сӑрчӗсене тарӑн юр витсе тӑрать, юр витӗр ҫинҫе тӑрӑллӑ курпун симӗс хырсем шӑтарса тухрӗҫ, ҫиҫӗм йӑлтӑртатни вара тӑхлан-кӑвак тӗслӗ юр ҫинче тӗлӗнмелле хӑрушӑ пек туйӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫиҫӗм сӑннисем, йӑлтӑртатса, ҫӗре пыра-пыра тӑрӑнчӗҫ, аслати кӗрлерӗ, юхтарса ҫӑвакан ҫумӑр янӑраса та кӗрлесе иртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Темскер типпӗн те хыттӑн шатлатрӗ те, ним хускалман шӑплӑха куҫа курӑнман ҫиҫӗм пек сасӑ ҫурса пӑрахрӗ.Что-то сухо и громко треснуло, разорвав неподвижность тишины невидимой молнией звука.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе вӑл юнашар пӳлӗмелле ыткӑнчӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсем пӗлнӗ: кашни кӗтес хыҫӗнчех, кашни тӗмӗ хыҫӗнчех вӗсене вилӗм, кӗтмен ҫӗртен ҫиҫӗм пек хӑвӑрт, куҫа уҫса хупма та вӑхӑт паман вилӗм кӗтсе тӑрать.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
«Мӗнле-ши вӗсем унта? — ҫиҫӗм пек хӑвӑрт вӗҫсе иртрӗ унӑн пуҫӗнче шухӑш, — Леля мӗнле? Люба?»«Как там они? — пронеслось у него в голове. — Как Леля? Люба?»
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ваткӑ чӑмакки евӗрлӗ шрапнель тӗтӗмӗ ӑшӗнче сасартӑк йӑлтӑркка сарӑ-хӗрлӗ вут ҫути ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатса илет те шартлатса ҫурӑлни илтӗнсе каять, унтан ватка пӗчӗк татӑк-кӗсӗксене вакланса саланса сирӗлет.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Шухӑшсем ҫиҫӗм пак хӑвӑрт вылянса илчӗҫ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫиҫӗм пуҫ ҫийӗнчех ҫиҫрӗ, — пӗр самантлӑха тавралӑх ҫуталса кайрӗ, куҫа шартармалла кукӑр-макӑр йӗр пӗлӗте каса-каса илчӗ.Молния ударила над головами — на миг все побелело, ослепительный зигзаг располосовал небо.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗлӗтсемпе тинӗс хушшинче мӑнаҫлӑн вӑркӑшать хура ҫиҫӗм евӗр тӑвӑл хыпарҫи.Между тучами и морем гордо реет Буревестник, черной молнии подобный.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Мачтӑсем авӑнаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ, пӑяв-канатсем хушшинче сивӗ ҫил шӑхӑрать, карап шунӑҫемӗн малаллах шӑвать; карапа хушӑран хӗвел те; ӑшӑтать, тӗттӗм каҫ та хупӑрлать, ун тӗлӗнче тӳпере пӗлӗтсем, тем шухӑша кайнӑ пек, хускалмасӑр тӑраҫҫӗ, е тата океан ҫинче аслати кӗрлеме, шавлама пуҫлать, кашлакан хумсем ҫине ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ӳкет.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Егор сасартӑк хаярланса кайрӗ те, унӑн яланах ӑшӑ кӑмӑллӑ куҫӗсем ҫиҫӗм пек ҫуталса илчӗҫ.Егор неожиданно ощетинился, в вечно добрых карих глазах его метнулись молнии.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗлӗтсем, ҫӑвӗпе тенӗ пекех Выселка тӗлӗнчен пӑрӑнса ҫӳренӗскерсем, юлашкинчен пӗрлешсе канаш турӗҫ пулас та, пӗрре-иккӗ аслати кӗмсӗртетрӗ, йӗри-тавралӑха ҫиҫӗм шевлисем ҫуласа илчӗҫ, вара Выселка ҫине ҫарансемпе хирсем тата пахчасем ҫине ҫумӑр анчӗ — малтанах тумламсем хӑюсӑррӑн пӑт-пат ӳккелерӗҫ, шултрарах тумламсем типӗ хура тӑпра ҫинче сиккелесе илчӗҫ, ҫӗр вӗсене тӳрех йышӑнасшӑн пулмарӗ, каярахпа ҫак тумламсем хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пычӗҫ те пӗлӗт ҫинченех юхан шыв пулса анчӗҫ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Джемма ӑна ҫак самантра: «Сик тинӗсе — юрать-и?» тенӗ пулсан, Джемма юлашки сӑмахне каласа пӗтериччен вӑл тӗпсӗр тинӗселле ҫиҫӗм пек хӑвӑрт вӗҫнӗ пулӗччӗ.
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмильпе пӗрле виҫҫӗмӗш трактирта кӑнтӑрлахи апата лайӑх ҫиме кансӗрлемест, ун пуҫӗнче сайра хутра ҫеҫ, пӗр шухӑш, кӗске ҫиҫӗм пек, ялкӑшса илет — кам та пулин пӗлнӗ пулсассӑн тӗнчере??!!
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.