Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ермак каланӑ: «Эпир вырӑссем, Кучумпа вӑрҫма килтӗмӗр. Эпир унӑн хулине туртса илсе, халӑхне вырӑс патшине пӑхӑнтарасшӑн. Пирӗн ҫар темӗн чухлӗ. Манпа пӗрле пыракан ҫарсем малтанхисем анчах-ха. Хыҫалта тата кимӗсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр килеҫҫӗ, пурин те алӑра пӑшал. Пирӗн пӑшалсем ухӑпа ҫӗмӗрен йышши мар, йывӑҫа витӗр шӑтарса тухаҫҫӗ. Акӑ пӑх-ха», — тенӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кунта, сэр, ҫар форчӗ — вӑл ҫар уставне пӑхӑнса тӑрать, тата сирӗнпе калаҫакан ҫыннӑн аллине ҫав фортӑн командованине панӑ.
XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Маняшӑран ҫырусем кӗтет, вӑл халӗ ҫарта, Львов хули таврашӗнче пулас, Митьӑран ҫырусем кӗтет — вӑл Севастопольре ҫар врачӗ тата, паллах ӗнтӗ, Владимир Ильичпа Надежда Константиновнӑран хыпарсем кӗтет — халӗ вӗсем Швейцарире, Российӑран чикӗпе кӑна мар, фронт линийӗсемпе те уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Муниципалитет ертӳҫи тӗрлӗ ҫар ветеранӗсене ҫарпа патриотла воспитани парас ӗҫри хастарлӑхшӑн, стелӑсемпе палӑксем хӑпартас пуҫарулӑхшӑн тав турӗ.
Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11
Тӗл пулӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Семенов, ачасемпе ҫамрӑксен ҫарпа патриотла «Юнармия» обществӑлла юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмӗн штаб начальникӗ, Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти ОБЖ преподавателӗ Виктор Антипов, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Сергей Шадиряков, «Морское братство — союз моряков» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Казенов, РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ, Чечен вӑрҫинче паттӑрла вилнӗ Фирдус Камалетдиновӑн пӗр тӑванӗ Зуфар Камалетдинов, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май «Стройпа юрӑсен смотрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен маршӗ» Раҫҫейри IХ интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Дмитрий Кожемякин ячӗллӗ ҫамрӑк армеецсен отделенийӗн Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулӑн 10-11 класӗсенче вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11
Ӗлӗк районти ҫар комиссариачӗ, парти райкомӗ тата райсовет исполкомӗ вырнаҫнӑ ҫуртсене халӗ нимӗҫсен ҫар чаҫӗсен штабӗсем йышӑннӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Совет Ҫарӗсем Хӗвеланӑҫ Украинӑпа Хӗвеланӑҫ Белоруссие ирӗке кӑларсан, ачасем ҫар ӗҫӗпе тата та ытларах интересленме пуҫларӗҫ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Малта пыракан ҫар, Сбыслав Якунович ертсе пынипе, тӑшман ҫарне варринчен пырса ҫапмалла.Передовой полк под начальством Сбыслава Якуновича должен был ударить в середину вражеского войска.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Анчах ҫар штабӗнче хӑш-пӗр ҫар специалисчӗсем: Щорс аслӑ командованин оперативлӑ планӗсене пӑхӑнмасть, партизанла ҫапӑҫать тесе, е мӗнле те пулин урӑхла сӑлтав туртса кӑларса суя сӑмахсем сара пуҫланӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӑл Европӑри ҫарсене сӑнарлӑ ҫӗнӗ ҫар тунӑ, ӑна питӗ лайӑх хӗҫпӑшаллантарнӑ.Он создал новую армию по европейскому образцу и хорошо вооружил ее.
Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Ҫакна валли акӑ мӗн тумалла: чи пӗрремӗшӗ — белогвардеецсен тата украински влаҫсене арестлемелле, иккӗмӗшӗ — Германири пур ҫар чаҫӗсем те Украинӑна ирӗке кӑларас ӗҫе хӑвӑрттӑн тата пӗр харӑс хутшӑнмалла тума, Германири революцилле ҫарӑн пур чаҫӗсене те делегацисем ямалла.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Регулярнӑй ҫар пулмасан, ҫапӑҫма май килмест, Совет республики ҫавнашкал ҫара тӑвать анчах-ха, — тенӗ вӑл.
Командир боецсемпе сывпуллашать // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ, тӑшман хупӑрласа илнӗ Ленинградра кӗрешнӗ, ун хыҫҫӑн ҫара илмелле мар тунӑ ӑна, анчах вӑл пурпӗр тепӗр хут фронта кайнӑ.
«Манӑн питӗ пурӑнас килет» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫак вӑрҫӑ ҫарпа ҫар хушшинче халиччен пулнӑ вӑрҫӑ марри ҫинчен калать.Эта война нам говорит о том, что она отличается от той, где две армии враждуют друг с другом.
«Сире чӗнсе калатӑп эпӗ, манӑн тусӑмсем» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Ситнӑй рынокра эсир чемодансем парса янӑ ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫын кам вӑл?— Кто тот человек в военной форме, которому вы передали чемоданы на Сытном рынке?
21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ҫар историне хамӑр ку таранччен вӗренни тӑрӑх, пире Александ Македонский ҫарӗсем те, Наполеон та, Ганнибал та, Суворов та, Жоффр та, Гинденбург та, Буденный юлташ та ҫакӑн пек ӗҫе туса пӑхма, хӑтланман пек туйӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
1904 ҫулта, Японипе вӑрҫӑ пуҫлансан, 52 ҫулхи Гарин ҫар инженерӗ пулса, Инҫетри Хӗвелтухӑҫне ҫапӑҫури ҫара тухса каять, Фронтран хаҫатсене ҫырса тӑнӑ очеркӗсемпе корреспонденцийӗсем кайран икӗ томлӑ кӗнеке пулса тухаҫҫӗ.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Католикла тата король ҫарӗ текен пысӑк ҫар вӑйсӑрлана пуҫланӑ.Великая, читай роялистская и католическая, армия начала терпеть поражение за поражением.
X. Тыткӑнтисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Говэнпа унӑн вунтӑхӑр салтакӗ умӗнче вандеецсен ҫав пилӗк пинлӗ ҫарах пулчӗ, анчах халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫав ҫар хыҫне тухса тӑчӗҫ.Теперь Говэну и его двенадцати бойцам противостояло пять тысяч вандейцев, но с тыла.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Каҫ пулса тӗттӗмленсен, вӗсен пуҫлӑхӗсем ыран республиканецсем ҫине хӑш вырӑнта тапӑнасси ҫинчен канашлама ҫар советне пуҫтарӑннӑ, пурин ҫинчен те калаҫса татӑлсан, пӗтӗм отряд пӑшалӗсене авӑрланӑ, кӗлӗ сӑмахӗсем каласа мӑкӑртатнӑ, унтан пушмакӗсене хывса ҫара уран курӑк е мӑк ҫийӗпе вӑрмансемпе вӗтлӗхсем витӗр, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, сывлама чарӑнса, тӗттӗмре кушак шӑшие йӗрленӗ пекех, шӑппӑн малалла утнӑ.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.