Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйт the word is in our database.
ыйт (тĕпĕ: ыйт) more information about the word form can be found here.
— Тӳрӗ ҫулпа лайӑх пынине аннерен ыйт хуть, — терӗ вӑл ҫиленсе.

— Даже мама может подтвердить, — сказал он строго, — что по прямой они везут превосходно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ан итле эс вӗсене, манран ыйт, эпӗ луччӗ тӗрӗссине калӑп…

Ты им не верь, ты меня спроси, я тебе правду скажу…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Качча ан тух эсӗ ҫамрӑкла; Ыйт, хӗр, эсӗ аҫунтан та, Ыйт-ха эсӗ аннӳнтен, Аҫунтан та аннӳнтен, Тӑван-хурӑнташунтан; Пух-ха, сар хӗр, ӑс-тӑнна, Ӑс-тӑнна та приданна.

Не ходи, девка, молода замуж; Ты спроси, девка, отца, матери, Отца, матери, роду-племени; Накопи, девка, ума-разума, Ума-разума, приданова.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Пӗтӗм чӗре вӑйне пухса, аҫунтан тархасласа ыйт, унӑн ури умне ӳксе йӑлӑн; пулас кунҫулу ҫав тери телейсӗр, тӳсме ҫук пуласса, ҫав сӳсленчӗк тата аскӑн старик ҫумӗнче чечен ҫамрӑклӑху шанса хӑрса ларасси ҫинчен кала.

– Соберитесь с всеми силами души, умоляйте отца, бросьтесь к его ногам: представьте ему весь ужас будущего, вашу молодость, увядающую близ хилого и развратного старика.

XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсӗ хӑвӑн чӗрӳнтен ыйт — вӑл санӑн вырӑс чӗри, каласа парӗ.

Сердца своего спроси, оно у тебя русское, оно подскажет.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ыйт ӗнтӗ халь — киле яраҫҫӗ сана, унта хӗрарӑмсемпе командовать тӑватӑн, тылра та ӗҫе пӗлекен ҫын ытлашши мар, ҫапла-и?

Вот и просись, отпустят, будешь бабами командовать, в тылу тоже деловой человек не лишний, а?

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

А вӑл мӗнле йӑванса пынине эс хӑйӗнчен ыйт.

А как он катился, ты его спроси.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ан та ыйт: каланӑ сана — памастӑп, тесе, памастӑп та.

И не проси, сказано – не дам, и не дам!

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Памастӑп та памастӑп, — ан та ыйт ӑна, ватсупнӑ шуйттан!

Не дам и не дам, и не проси, черт ты старый!

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ыйт атя.

Спрашивай.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Эс унтан хӑйӗнчен ыйт.

— А спроси у него.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Ну Ыйт: «Мӗншӗн?» — калама пӗлместӗп!»

Ну спроси: «Для чего?» — не знаю, что сказать!

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Ну ыйт: «Мӗншӗн?» — калама пӗлместӗп.

Но спроси: «Для чего?» — не знаю.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Эсӗ те тӑлӑх арӑмран ыйт: вӑл мана ирӗкре хӑвартӑрччӗ.

Еще ты как-нибудь уговори вдову, чтобы она на меня не сердилась.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Асту, ан йӑнӑш, ан ыйт

— Смотри не ошибись.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ой, Питер, вӑл сана кирлӗ мар пулсан, ан та ыйт.

Том сказал ему: — Лучше не проси, если тебе не хочется, Питер.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Каҫару ыйт! — тет Том, татах кӳпкеме тапратса.

— Проси пощады, — и кулаки заработали снова.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Каҫару ыйт! — тет вӑл.

— Проси пощады, — сказал он.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑтарт хӑвна, пултарулӑхна, патшалӑх пулӑшӑвне ыйт.

Покажи себя, свои умения, обратись за помощью государства.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Телефон е компьютер ҫине чӑвашла шрифт лартасси кӑткӑс япала мар халь, хӑв пултараймастӑн-тӑк, камран та пулсан пулӑшу ыйт – пулӑшакан тупӑнатех.

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed