Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнчӗ (тĕпĕ: чӗн) more information about the word form can be found here.
Ятман хутне ҫырса пӗтерсе Кабира тыттарчӗ те, васкавлӑн ура ҫине тӑрса, иккӗшне те хӑйӗнпе пӗрле пыма чӗнчӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, сӑмах-юмах килӗшнӗрен-тӗр, ӗнер Марине Ивана кӗҫӗн алӑк патӗнче чылайччен калаҫса тӑрсах ӑсатса ячӗ, юлашкинчен тата килсе ларма чӗнчӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Судья ӑна тенкел патне чӗнчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Садыков вӑрҫӑччен паттӑра юлнӑ Мӗтрие чӗнчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнтах Марине ҫи-пуҫне кӑпӑр-капӑр тирпейлерӗ те Укахвипе Липӑна тулалла чӗнчӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей ыттисене те тухса калаҫма чӗнчӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви темиҫе ҫынна килне кайсах чӗнчӗ, анчах вӑл курнӑ ҫынсенчен пӗри те Тутаркасси вечерне пыма пултараймасть.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӗрсе лар, — чӗнчӗ ӑна Марине.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лава пушатса пӗтерсен, Сахрун ӑна правленине чӗнчӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа вӗсене иккӗшне те йӗплӗ сӑмахсемпе кӗрешӗве чӗнчӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карттӑ пулса ҫитсен, Ятман агронома хӑйӗн патнерех чӗнчӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир Ятман карттине хӑех хӑва тӗмӗ ҫине ҫакса хучӗ, колхозниксене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи юлашкинчен сӑмах илнӗ Кӑтра Михала вара колхозниксене ӳкӗтлемерӗ те, вӗсене атӑлкассисен ячӗпе вӑрманта тӑрӑшарах ӗҫлеме ӑмӑртӑва ҫеҫ чӗнчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл сӗтел хушшине хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ, пӳлӗмре сулхӑнтарах пулнӑран аллисене сӑтӑркаласа, хӑнасене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анна Ивановна, — чӗнчӗ ӑна Ятман, леш хӑйӗн ҫине пӑхманнине кура.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӗрсем, кӗрӗр-ха! — чӗнчӗ вӑл.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуху пулнӑ каҫсенче Укахви Липӑна кӗпер патне ҫитичченех ӑсатса яраканччӗ, кӗҫӗр ӑна, ӑсатас вырӑнне, хӑйсем патне чӗнчӗ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫитсе кур, ҫитсе кур, — чӗнчӗ ӑна Михала пичче.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван ӑна чӗркуҫленнӗ ҫӗртен тӑма хушрӗ, алӑ пама хӑй патне чӗнчӗ.

Help to translate

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек чух ирӗксӗртен тенӗ пек хуҫа Ятламаспа Исмене кӗсле е сӗрме купӑс калама чӗнчӗ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed