Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чеен the word is in our database.
чеен (тĕпĕ: чеен) more information about the word form can be found here.
Ун патӗнченех, усӑнчӑк куҫ харшийӗсем айӗнчи куҫӗсене чеен ҫутӑлтарса, Дарья йӑпӑртатса иртрӗ; хыҫалтан, ӗхлеткелесе, хунямӑшӗ йӑраланчӗ.

Мимо него прошла к дверям Дарья, тая под опущенными веками лисий блеск; за ней, кряхтя, увалисто катилась свекровь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫавах та хӗре пирӗн пурин те пӗрле сыхлас пулать, — тесе Ҫемен ҫине чеен пӑхса илчӗ вӑл, — каччӑсен те, бригадирӗн те…

— А все ж таки придется нам гуртом охранять девушку, — Афанасий лукаво посмотрел на Семена, — и от парубчаков и от… бригадира.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тулӑ пуррин укҫи те пулӗ, — чеен каласа хучӗ Рагулин.

— А у кого будет пшеница, у того найдутся и деньги, — заметил Рагулин.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Куҫне кӑшт хӗсерех пӑхать, куҫӗ таса, анчах чеен пӑхать.

Глаза чуть вприщур, ясные, но с хитринкой.

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Дарья, тути хӗррисене вӗтӗ те хаяр шӑлӗсемпе ҫыртса, ун ҫине куҫне хӗсерех чалашшӑн пӑхса илчӗ, куҫхаршийӗсем унӑн чӗтрене-чӗтрене илеҫҫӗ, хӑй тек куҫӗсене чеен хӗссе, ихӗлтетсе кулкаласа тӑрать.

Дарья смешливо косилась на нее, кусая губы мелкими злыми зубами.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ шӑппӑнтарах вула, ху ӑшӑнта вуланӑ пек, — куҫне чеен хӗссе илет старик, пӗтӗмпе хутланса кӗрсе, алӑк ҫинелле кӑтартса.

— Ты потише читай, вроде как про себя, — он хитро подмигивал, весь корежась, указывая глазами на дверь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй хуҫи — пан ҫывӑракан пӳлӗм чӳречи умне чарӑнса, хӑйӗн хӗрелнӗ сӑмси тавра пӳрнине чеен ҫавӑрттарса, кӑчӑк туртса тӑнӑ.

Сам хозяин — становился против окон панской спальни и хитро крутил пальцем перед веселым своим носом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арҫынӗ вӑтам кӗлеткеллӗ, хытканрах, тачка сӑмса сыппи ҫумӗнчех ларакан куҫӗсем чеен йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Пассажир был среднего роста, худощав, близко поставленные к мясистой переносице глаза светлели хитрецой.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем пӗчӗк сӑрт хыҫӗнче вӗренчӗкле атакӑна кӗреҫҫӗ, хӑйсен «тӑшманне» чеен ҫавӑрса илсе, хӳтӗре мишеньсем ҫине тупӑсемпе пӑшалсемпе переҫҫӗ.

За бугром сходились в атаках, хитро окружали и обходили «противника», стреляли по мишени из дробовиц.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карӑлса кайнӑ пӗчӗк сарӑ сӑмсинчен юнлӑ кӑпӑк хӗрелсе тухнӑ, пӗчӗк шӑрҫа пек куҫӗ чеен хӗсӗннӗ, сивӗнсе ҫитеймен урисем вӗттӗн чӗтреҫҫӗ.

На плоском раскрытом клювике розовенький пузырек кровицы, бисеринка глаза хитро прижмурена, мелкая дрожь горячих еще лапок.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсир вӑратма хушманччӗ, гварди майорӗ юлташ, — чеен кулкаласа каларӗ Петя.

— Не было приказа, товарищ гвардии майор, — лукаво улыбнулся Петя.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗр Андрее мӗнпе тӗлӗнтернине ӑнланса илеймерӗ, ӑнланса илме тӑрӑшнӑ хушӑра унӑн пит-куҫӗ ҫав териех хӑвӑрт улшӑнса пычӗ, юлашкинчен, мӗн иккенне ӑнланса илсен тин, унӑн аптраса тата хӑраса ӳкнине палӑртакан пит-куҫӗ сасартӑк чеен те шуххӑн ҫуталса кайрӗ.

Девушка никак не могла понять, чем вызвала изумление Андрея, и, пока пыталась понять, выражение ее лица и глаз менялось с поразительной быстротой; когда же наконец она догадалась, в чем дело, выражение недоумения, растерянности и испуга — и на лице и в глазах — вдруг заслонила лукавая и озорная улыбка.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Кондратьев, ҫеҫкене ҫырта-ҫырта, чеен, кула-кула илчӗ.

— Кондратьев, покусывая цветок, хитро улыбнулся.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чеен хӑтланаҫҫӗ».

Хитро делается».

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сухалне якаткаласа тата яланхи пек чеен кулса илсе, Рагулин темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫак вӑхӑтра алӑк патӗнче Виктор Грачев курӑнса кайрӗ.

Поглаживая бородку и, как всегда, хитровато усмехаясь, Рагулин хотел что-то сказать, но на пороге появился Виктор Грачев.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл Кондратьев ҫине темле хӑравҫӑлла пӑхрӗ; унӑн ҫутӑ куҫӗсем чеен кулаҫҫӗ, тутисем чӗтреҫҫӗ, кулса ярассинчен хӑйне хӑй чарма, сӑн-пуҫне сивлерех тытма ӑна чылай йывӑр пек туйӑнать.

Она посмотрел на Кондратьева с какой-то трусостью; ее светлые глаза хитро смеялись, губы дрожали, ей было очень трудно удержаться от смеха и холодно держать лицо.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пур ҫынсем те Рощенскинчен каяҫҫӗ, эсир Рощенскине-и? — ыйтрӗ Кондратьев, куҫӗсене чеен хӗссе илсе, Алешкин лаши ҫинчен тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

— Все люди едут из Рощенской, а вы в Рощенскую? — спросил Кондратьев, хитро прищурив глаза, Алешкин соскочил с коня так умело и так легко.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьевра мӗн пурри ӑна пурте килӗшнӗ: вӑл мӗне те пулсан каласа пӗтермен тата мӗне те пулсан малтанах пӗлсе тӑнӑ чухне унӑн тути чеен кулкалани те, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине витӗр хӑюллӑн пӑхни те; бюро ларӑвне епле ытахаль пек ҫӑмӑллӑн ирттерни те…

Все, что есть в Кондратьеве, ему все нравилось: и хитрая улыбка на губах, когда он что-то недосказывал или же когда заранее знал о чем-либо, и то как он остро и смело смотрел на собеседника; и то, как легко и просто провел заседание бюро…

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Малтан, хӗрлӗ куҫӗсене чеен хӗсе-хӗсе илсе, ун ҫумӗпе «Победа» пачах илтӗнмелле мар чупса иртрӗ; унтан, час-часах тата ҫилленсе сигнал парса, «Москвич» малалла чупса иртрӗ, ун хыҫҫӑн вара, пӗтӗм ҫула йышӑнса, икӗ грузовик ҫил пек вӗҫтерсе иртрӗҫ, вӗсем тачанка ҫине, унӑн пассажирӗсемпе кучер ҫине тусан пӗлӗтне мӑкӑрлантарса хӑварнипе ҫӳрен ӑйӑрсем ҫийӗнчех сӑрӑ тӗслӗ пулса тӑчӗҫ…

Сперва, совсем неслышно, возле нее промелькнула «Победа», хитро подмигнув красным глазом; затем, подавая частые и сердитые сигналы, выскочил вперед «Москвич», а уже потом, окончательно завладев всей дорогой, два грузовика вихрем прогремели мимо, обдав тачанку и ее пассажиров вместе с кучером таким густым облаком пыли, что гнедые жеребцы сразу сделались серыми…

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Анчах кун пек ҫеҫ пулсан, сирӗн докладсем ытла пылак, эпӗ калӑттӑм, ытла тутлӑ пулӗччӗҫ, — терӗ те Кондратьев, чеен йӑл кулса илчӗ.

— Но в таком виде ваши доклады будут слишком, я бы сказал, пресные, — проговорил Кондратьев и хитро улыбнулся.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed