Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗре (тĕпĕ: хӗр) more information about the word form can be found here.
Силемпийӗ сивӗнсе Пӗрӗхтерсе калаҫать, Анчах хӗре хӗрхенсе Ҫуран тӑрса вӑл юлать.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хальччен хӑйӗн ӗмринче Кун пек хӗре вӑл курман, Пухӑсенче, ялсенче Кун пек хитре тӗл пулман.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе чарать Силемпи Чӗкеҫ хӗре тилмӗрсе, Пӗтӗм пӗчӗк пӗвӗпе Утрӗ пухха хӑй хирсе:

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Эй, чӗмере ку хӗре, Ара каччӑ курман-и?

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Урпа аксан — утмӑл кунтан Кӗрекене кӳртӗп» — тет; «Йӗтӗн аксан — кил ҫуртӑмран Хӗре парса ярӑп», тет.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Чаплӑ патшан ҫакӑ хӗре фрейлин тума шухӑш пур, Анчах пирӗн пӗр-пӗринпе ӑнланмашкӑн чӗлхе ҫук.

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр самантра воевота чӗнтерчӗҫ, Чӗкеҫ хӗре хӑйсен умне кӳртерчӗҫ; Майра патша чӑваш хӗрне хӑйӗн патне илесшӗн, Хитре пирки фрейлин тума пӗрле илсе каясшӑн.

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ал-урана, шӑм-шака Хӗртсе ярать пыл-сӑра Ӗҫкӗ хӗре пуҫласан, Ташӑ кӗвви тапратсан, Пуҫлать ташша Унерпи: Юхать, шӑвать ун ури!

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ҫамрӑк чух ман юлташ пӗр хӗре чӗпӗтнӗччӗ те, ҫавнах качча илчӗ вӗт кайран.

Help to translate

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Эх, упраймарӑмӑр хӗре.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Апла пулмасан, хӗре кам вӑйпа илсе кайтӑр хальхи саманара!

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Хӗре ашшӗ сутса ярать иккен.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Иван амӑшӗ вилсен, хӗрӗхрен иртнӗ Ҫтаппан арӑмне пытарнӑ кун каҫхинех ҫӗнӗ арӑм тума ялти вӑтӑр икӗ ҫулхи хӗре илсе пырать.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пур-ши татах тӗнчере сан пекки? — кулкаларӗ Павӑл, хӗре куҫӗпе ачашла-ачашла, шалти телей хӗвелӗпе ирӗлсе.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Карчӑк, алӑ тытса, пӗр вӑхӑт хӗре тӗпчевлӗн тинкерсе тӑчӗ, унӑн тӑрӑ, икӗ шултра сенкер шӑрҫа пек куҫӗсенче ырӑ кӑмӑл кӳлли сӑпайлӑн чӳхеннине асӑрхасан, кӑмӑлӗпе тин ҫеҫ кӑмакаран пиҫсе тухнӑ ҫӑкӑр пек ҫемҫелсе, ӑшӑнса кайрӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тепӗр майлӑ каласан, санӑн кинӳ пуласси, — амӑшӗн чун-чӗри патне тӳррӗнрех ҫул хыврӗ Павӑл, хӗре те хӑй хыҫҫӑн утма куҫ хӗссе.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ытла та тискеррӗн мӑшкӑлларӗ вӑл хӗре, вара пӑвса вӗлерчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ну чӑпӑл тӑватӑп халӗ ку хӗре!» — «вӗри пӑнчӑ лартрӗ» вӑл ӑшӗнче, вара машинине чарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed