Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫав самантрах ҫул тусанӗ ӑшне такам персе лектернӗ чухнехилле чикеленчӗ, инстинкт шайӗнче питне хупласа кӑлтӑрмачла ҫаврӑна-ҫаврӑна куҫать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Унтан унӑн кӳлепине мӑн карҫинккаллӑ кӑмрӑкҫӑ хупласа хучӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Унӑн ватӑ аллинче ҫурта силленет, куҫӗсем пӑхнине вара курӑнми хӳме ҫут тӗнчерен хупласа тӑрать тейӗн.Свеча тряслась в его старой руке, а взгляд был отрезан от всего незримой стеной.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Агнагул шӑши ҫури пулнӑ, шӑши ҫури вара Агнагул пулнӑ — ҫапла шухӑшларӑм та ҫак сӑлтавпа ҫӑвара ал тупанӗпе хупласа ихӗлтетрӗм, чӑн та, тӗлӗнтермӗш тӑмсаккая тарӑхтарасран айккинелле пӑрӑнтӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Арҫын ача кӗрсе тӑчӗ; куҫӗсене хупласа ҫыхнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Тави пичӗ ҫине куҫӗсене хыҫалтан хупласа пысӑк, вӑйлӑ, асӑрхануллӑ алӑсем выртрӗҫ; хӗр ача ҫаврӑнчӗ те турткаласа, пӑчӑртаса, — пӗчӗк ача тейӗн, — ашшӗне васкавлӑн, хӗпӗртесе ыталарӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Анчах пӗррехинче Дрэп унӑн сӗтелӗ ҫинчи тирпейлӗх е, тӗрӗсрех, япаласен хӑнӑхнӑ арпашӑвӗ нӗрсӗр-латсӑр симметрие куҫнине асӑрхарӗ, ҫавна пула вӑл манжетсем ҫине ҫыра-ҫыра хунисене темле шырасан та тупаймарӗ — манжечӗсене вӑл ан хускалччӑр тесе самай йывӑр бронза ӑмӑрт кайӑкпа хупласа хураканччӗ; ҫухалнӑскере таса мар кӗпе-йӗм карҫинккинче тупрӗ те тара тытнӑ хӗрарӑма ятласа тӑкрӗ; ку та парӑмра юлмарӗ — вӗриленсе кайса Дрэпӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗ йӗркеллех мар тӑрӑмра иккенне евитлерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Тӑна-шухӑша ыйхӑ хупласа хурать; ҫӗнӗ тӗнчере этем фантасмагорисен тӗлӗнтермӗш пурнӑҫӗпе пурӑнать те ӗҫлет.Полный сон поглощает дух; в новом мире причудливой жизнью фантасмагорий живет и действует человек.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫав пичкесем арканаҫҫӗ те — тӑватӑ тонна пыл шӑтӑка ҫирӗп пластырь пек хупласа ҫыпӑҫтарать, карап пачах та сиенленмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫаксене тропикӗн кӑра ешӗллӗхӗ талккӑшпех хупласа хунӑ, унӑн веерла мӗлкинче хӗрарӑмсен вут-ҫулӑмлӑ, ачалла куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ӑна юрату хупласа хурать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кӗнӗ ҫын, алӑк умӗнче тӑраканскер, тӗнчене хӑйӗнпе хупласа хучӗ; вара пуҫӗнче чан ҫапнӑран Энниок картах тайӑлчӗ, ҫак сӑна унччен тахҫан мӗнле пулнӑ ҫапла уҫӑмлӑн-уҫӑмлӑн курчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Кайӑксен чӗриклетӗвне хупласа хӗрарӑм кӗскен шари ҫухӑрни таврана саланчӗ те — ҫурҫӗр ен кӗтесӗнчи пӳлӗмре ҫывӑракан ҫамрӑк ҫын ҫав самантрах вӑранса куҫӗсене уҫрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Каялла килтӗм; эсир ҫывӑраттӑрчӗ, шӑпах эсир ҫывӑрнине, пуҫӑра пиншакӑрпа тӗлӗнмеллерех, хӑнӑхнӑ йӑлапа хупласа выртнине тепре куртӑм та — хама тӳрех ҫапла каларӑм: «Унӑн тусӗ — вӑл хӑй».
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! — кӑшкӑрса ячӗ ҫак самантра манӑн аппа, вара эпир, вӑл куҫӗсене хӑрушла чарса пӑхнӑ тӗлелле йӗрлесе, акӑ мӗн сӑнарӑмӑр: тӳпене хӑвӑрт куҫакан тӗлӗнмелле карапсем талккӑшпех хупласа хунӑ; эпир халиччен курман такелажлӑ, парӑслӑ карапсене аса илтереҫҫӗ, сывлӑшра хӑйсен айӗнче мӗлкеленсе курӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Кимӗ айӗнчен ҫав самантрах чӑмӑр тухрӗ те парнене ал лаппипе хупласа хучӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Питне хупласа Аян майӗпен кухньӑран тухрӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хул пуҫҫисем сураҫҫӗ, шыҫса кайнӑ; ӑнӗ тӗтрере аташса ҫӳрет, курӑнми алӑ куҫӗсене хупласа хунӑ та — ӑна лӑпкӑ хумсене, «Тар ҫинчи фитиль» тӑракан бухтӑна кӗмелли кӑвак ҫула, иртнӗ талӑксен янкӑр уҫӑ, чӗрӗ сӑн-питне кӑтартасшӑн мар пек.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кӗленче стена айне авкаланчӑк ӳсен-тӑранлӑ жирандоли хупласа хунӑ; тропикӗн арпашӑнчӑк чечекӗсем маччаранах усӑннӑ, вӗсен кӑтра ҫаврашкисем черчен пӗчӗк хыпашламӑшсем евӗр чӗтреҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Гарвей сирӗн ҫӑварӑрсене Пэдран хӑвӑртрах хупласа хурать!
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.