Шырав
Шырав ĕçĕ:
— О, эпӗ мӑйракаллӑ пуласшӑн мар! тыт ӑна, Гофман тусӑм, ҫухинчен, манӑн тытас килмест, — ҫухӑрашрӗ вӑл, аллисемпе вӑйлӑн сулкаланса; ку вӑхӑтра унӑн пичӗ хӑй тӑхӑннӑ хӗрлӗ жилет пекех пулса кайрӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Сирӗншӗн ответ тытас пулать, мур илесшӗсем…
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Манӑн вӗсене тытас шухӑш пӗтрӗ.
Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.
Манӑн хир чӑххине тытас килчӗ.
Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.
Чӑтса ирттермелли те ҫак йӗрӗнчӗк сӑмахсем кӑна юлчӗҫ пуль тенӗччӗ те, кӗсьесем пушӑран сапӑр туйса тутана тӑп тытас та тӳсес тенӗччӗ — ҫук иккен-ха.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
— Анчах сире хӑвӑра, ҫакӑнта утрав ҫинче тытас пулсан, эпӗ мӗн те пулин ырӑ мар тӑвасран хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ пулӑттӑм.— Но вас лично я постарался бы оградить от неприятностей, если б вас взяли здесь, на острове.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хуҫалӑха тытас тӗлӗшӗнчен ашшӗ пекех тӗплӗ те ӑнкаруллӑ Дуняшка пӑлханса шухӑшларӗ:Унаследовавшая от отца практическую сметку, Дуняшка с тревогой думала:
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах Мишаткӑран хӑпасси ытла пит ансат пулмарӗ: ашшӗ пулӑ тытас пирки сӑмахланине вӑл тимлесех итленӗ пек турӗ, унтан каллех ыйтрӗ:
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ыттисене кайран килсе тытас мехелпе вӑл лӑппа шанчӑклӑ вырӑна пытарса хучӗ, — хӑй, ылтӑн тӗслӗ, сысна ҫурисем пек самӑр сазансене ҫыран хӗрринелле ывӑтнине никам та курмарӗ-ши тесе, йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ, унтан тин ҫапӑ ҫӗклемӗпе чӗр хулӑ ҫине тирсе пулӑсене йӑтрӗ те васкамасӑр Дон еннелле утрӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Манӑн хама ҫын ҫинче сирӗн пек килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ тытас манерсене вӗренме кӑмӑл ҫук.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмӑлу пулсан — пӑшал илетӗн те тепӗр сехетрен тискер кайӑк тытма тӳрех чӑтлӑха кӗрсе каятӑн, пулӑ тытас килсен — юхан шыв, кӳлӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ Яранцева пирки хирӗҫлеместӗп, унӑн, паллах, хӑйӗн юрӑхсӑр хӑтланӑвӗшӗн ответ тытас пулать, анчах чӑннипе айӑплӑ ҫынсене ҫак тӗркӗшӳ хыҫне пытанса юлма памалла мар, — пухура ҫавсем ҫинчен сӑмах пынӑ-ҫке-ха…
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хыҫалтан тытас пулсан икӗ арҫын ытамне шӑнӑҫмасть, пӗр арҫын вара ан та тыт!Сзади двум мужикам не обнять, а одному уж и не берись — рук не хватит!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Коробин мана систерсе мӗн терӗ… улшӑну пулас пулсан, текех пай заведующинче тытас килмест ман сана, терӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унта Мишка амӑшӗн ачи-пӑчинчен типӗтнӗ панулми пытарса тытас йӑла пурччӗ.Мать Мишки имела обыкновение прятать там от детворы сушеные яблоки.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Апла майлӑрӑх, мӗншӗн тесен вӑл енче фронт та аяккарах юлать, ҫеҫенхирӗ те ҫап-ҫара: ӑнланса илсе тарма шут тытас пулсан та, ниҫта каяймаҫҫӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем курас килми пулса ҫитнӗ винтовкисене стена ҫумне сӗвӗнтерсе самантлӑха та пулин алла пуртӑ е сава тытас, шӑршлӑ хӗрлӗ хӑваран ҫатан ҫыхса е тата ҫурхи ӗҫсем тӗлне сӳре е урапа хатӗрлесе чунӗсене кантарас килнипе килӗсене кая-кая килчӗҫ.
XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хӗрелнӗ куҫ шуррисене йывӑррӑн мӗкӗлтеттерчӗ, хӑйне ҫав тери ҫирӗп тытас тенипе ҫеҫ ӑс ҫухатмарӗ.Он тяжело ворочал кровяными белками и огромным напряжением воли удерживал сознание.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑшман пирӗн фронта татса кӗрес-мӗн пулсан, унӑн ҫулне пӳлсе хума Виҫҫӗмӗш дивизи резервӗсен пӗр пайне ал айӗнче тытас пулать.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унта та пӑлханкаланисем пулчӗҫ-ха, унтан та повстанецсем патне хыпарҫӑсем пырса ҫӳрерӗҫ, казаксене восстание ҫӗклес тесе, ҫар вӑйӗсене Бузулукпа Тури Хопер тӑрӑхне куҫарма ыйтрӗҫ, анчах повстанецсен командованийӗ, Хопер казакӗсенчен чылайӑшӗ совет влаҫне тӗкӗ панине тата вӗсем алла хӗҫпӑшал тытас ҫуккине пӗлсе тӑнӑ май, Тури Дон округӗнчи чиккисенчен иртме хӑймарӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.