Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) more information about the word form can be found here.
Анчах вӑл, Микула сӑмахӗсенче темле вӑй-хӑват пуррине туйса, пӗр сӑмах калаймарӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм ӗҫ пӗтсе ларма пултарасса туйса сиксе тӑчӗ те вӑл тискер куҫӗсемпе хирӗҫ кӑшкӑракансем ҫине тинкерчӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула яла кӗнӗ пекех туйса илчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, пуп пӑлханнине туйса, сассине татах хӑпартрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Михха, ҫемьере сивӗлӗх пуррине туйса, пӑшӑрханма тытӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальччен вӑл, йытӑсем йӑвашшӑн вӗрнине те туйса вӑранаканскер, кӗҫӗр пӗр вӑхӑта хаяррӑн вӗрнине те туймарӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пустав сӑрнӑ хулӑн тӑлӑппа чӗркеннӗ те лав ҫинче те хӑйне кӑмакари пекех туйса пырать.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука тӗттӗм ҫӗрте тупас ҫуккине туйса илчӗ те Элекҫей шӑрпӑк ҫутасшӑн аллине кӗсйине чикрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑнӑш сӑмах персе яни ашшӗн мӑнаҫлӑхне хуҫнине туйса илчӗ те Ҫтаппан хӑтана пултаруллӑ евчӗ тупса яманшӑн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, ку хӗрарӑм мӗн шухӑшлине тӗплӗнех тавҫӑраймарӗ пулсан та, темле аван мар пек туйса илчӗ хӑйне.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах, хӑй кӗвӗҫнине туйса, тӑшманӗ камне пӗлме шут тытрӗ:

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫӗр, юрлӑр, ташлӑр, савӑнӑр ирӗккӗн, — хӗрсен шухӑшне туйса хуравларӗ Мавра, телейлӗ каҫ сунса хӑварчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн тума?! — темле хӑрушлӑх ҫывхарнине туйса ыйтрӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна та ҫавнашкалах, вӑйсӑрланнӑ куҫӗсемпе Ҫтаппан ҫине тинкеререх пӑхрӗ те вулӑс кантурӗнчи ӗҫсем пуҫӗпех урӑхла пулнине туйса илчӗ:

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ахальтен килменнине вӗсем ҫав самантрах туйса илчӗҫ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах хунӗ каланисем тӗрессине те туйса илчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑмми-шакки тӳсмелле мар ыратнине, ӑшчикӗ вут ҫинчи пек ҫуннине туйса: «Ытлашширех сыпнӑ пулмалла, халех мухмӑра уҫас пулать», — тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ те Якур турткаланӑ пек туйса: — Ҫапла иккен, сӑрнай… Хуҫа ҫине алӑ ҫӗклетӗн-и?.. Тӑхта, кӑтартӑп-ха сана мыскара… — тесе мӑкӑртатрӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑт пахча тӑрӑх тунсӑхне вӗҫтерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн Лукарье, ӑш хыпнине туйса, килнелле утрӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак хушӑра Кӗтерук, Ваҫлие юратнине тата ытларах туйса, тем таранах тунсӑхларӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed