Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Ҫак кунсенче вӑл Кольӑпа тӗл пулсан мӗн калаҫмаллине йӑлтах шутласа хунӑччӗ, анчах госпиталь картишне кӗрсенех мӗн пур ӑслӑ, ӑшӑ, вырӑнлӑ пулас пек сӑмахсене пурне те манса кайрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав сӑмахсене тахҫан вакунра пӗр инвалид каланӑччӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак сӑмахсене пурне те ашшӗ ҫул ҫинче вӗрентнипе каланӑччӗ ача.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шӑнкӑрч ӗнтӗ ман сӑмахсене итлемест — хӑй мӗн калас тенине каланӑ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫак сӑмахсене калаймасӑр чӑтаймарӗ Василий Викторович, анчах хӑй ларакан туратах касса ячӗ вӑл.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кунашкал сӑмахсене Василий Викторович илтсе йӑлӑхнӑ, ҫавӑнпа вӗсене чӗре патне илмерӗ, хывӑнса тӳрех зала кӗчӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пукана ун ҫумнерех шутарса эп ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӑм, пуҫа пырса кӗнӗ айван та кӑнттам сӑмахсене персе ятӑм:

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вырӑссем чӑвашсенчен кулаҫҫӗ тенине илтмен мар вӑл, ҫавӑнпа та ку сӑмахсене ӗненес те килмерӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑҫан та хӑҫан сирӗн сӑмахсене итлесе пӗтеретӗп, ҫавӑн чухне каятӑп!

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, укҫа сахал панӑшӑн Миххана тавӑрас шухӑш пырса кӗчӗ тиечук пуҫне.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Телей, телей… Ку сӑмах хӑлхана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ ӗнтӗ!» — каллех хирӗҫле хуравлас шухӑш пырса кӗнӗчче Микулана, анчах ашшӗ салхулланнине сиссе, чӗлхи ҫине килнӗ сӑмахсене ҫӑтрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Авлансан ман сӑмахсене хӑвах аса илӗн.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, эсӗ те ман сӑмахсене манман пулӗ?..

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман сӑмахсене Анук юлташне каласа парсан мӗн тӑвас?

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сӑмахсене Анук ӑнсӑртран мар, чӗри вӑрканипе хускатнине Ваҫли тавҫӑрса илчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн макӑрса, кӑшкӑрса ку сӑмахсене сирес килчӗ, хӑвӑнтан култарни ҫеҫ пуласса ӑнланнипе шарламарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ку сӑмахсене Кӗтерук тӗрӗс каламарӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сӑмахсене Сантӑр хӗрӗн ирӗкне хӗсес шутпа мар, йӑла ҫавнашкал асӑрхаттарма хушнӑран каларӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сирӗн йышши вӑрӑ-хурахсемпе пӗрле пурӑнма мар, пӗр ҫулпа утма та кӑмӑл тумастӑп! — алӑк витӗр итлесе пӗлнӗ сӑмахсене персе ячӗ Платун.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку сӑмахсене темиҫе хут та илтнӗ паян.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed