Шырав
Шырав ĕçĕ:
Янахӗпе питҫӑмартийӗсем ҫине сухал ҫав тери хӑвӑрт шӑтать, ҫитменнине тата, пӑхӑр тӗслӗ сухалӗ шӑрт пек хытӑ, бритва та илесшӗн мар, унӑн сухалне хыра-хыра пӗтӗм отделенири бритвӑсем мӑкалса пӗтнӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневойпа Костя пӳрте кӗрсен вӑл, аттисене чӗриклеттерсе, горница тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, — сӑнӗ-пичӗ тӗксӗм ун, сухалӗ арпашса пӗтнӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл ҫав тери ҫӳллӗччӗ, шуранка сӑнлӑччӗ, пӗркеленчӗк ҫамки ҫӗвӗсемпе шӑйрӑксемлӗччӗ, сухалӗ илемсӗрччӗ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Ҫитӗнсе кайнӑ сухалӗ айӗнче шыҫнӑн курнакан карланка мӑкӑлӗ пырне татас пек сиккелет.Под отросшей бородой шевелился, распирая горло, словно распухший, кадык.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ефим Леонтьевичӑн сухалӗ пӗр кун хушшинчех манерсӗр ӳссе кайнӑн туйӑнчӗ ачасене — унӑн питҫӑмартисем тӗксӗмленнӗ, куҫлӑх айӗнчи куҫӗсем, пиҫсе кайнӑ пек, хӗп-хӗрлӗ пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Цинь И-танӑн тути-ҫӑварӗпе сайра сухалӗ чӗтрешкелесе илчӗҫ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ерошка мучи — питех те кервен пӳллӗ казак: унӑн сарлака сухалӗ кӑн-кӑвак, хулпуҫҫисемпе кӑкӑрӗ ҫав тери сарлака; вӑрманта, ӑна никампа та танлаштарма ҫук ҫӗрте, вӑл лутра пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесен унӑн вӑйлӑ пӗвӗн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ, ҫав тери виҫеллӗ пулнӑ.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ылттӑн ҫӳҫӗ ун ҫӳллӗ, таса ҫамки тавра шултӑран та пӗтӗммӗн пайӑркалана-пайӑркалана ӳкнӗ, тӑват кӗтеслӗ, ҫӑра, хӗрхӗлтӗм, пысӑк мар сухалӗ, юри хутлантарса тухнӑ евӗр, пӗр-тикӗс хумсемпе тӗп-тӗрӗссӗн йӑрӑмланса выртнӑ, самаях калӑплӑ та хитре пуҫӗ вара, питех те ырӑ ӳкерчӗклӗ ҫара мӑйӗпелен пӗрле, грек паттӑрӗсенчен е ӑсчахӗсенчен пӗрин пуҫӗ пекех мӑнаҫлӑ, — вӗсен чаплӑ бюсчӗсене Ромашов ӑҫта-тӑр гравюрӑсенче курнӑччӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ах, турӑҫӑм, — Зегржт сухалӗ форточкӑра лӑс-лӑс силленчӗ, — пуҫа пӑтратать манӑнне сирӗн Назанскийӗр, иккӗмӗш уйӑх апат парса тӑратӑп ӑна, вӑл пур тӳлемешкӗн сӑмах ҫех сарать.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шурӑ вӑрӑм сухалӗ пӗтӗм анлӑ кӑкӑрне витет; пӗркеленнӗ ырӑ пичӗ те, ҫурта ҫутнӑ май йӑлтӑртатса пӑхакан куҫӗ те пит лӑпкӑн курӑнать.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Мӑнастир ҫаранне кайса пӑшал перекен ҫил хӑвансен айванлӑхӗнчен тӗлӗнместӗп-ха эпӗ, вӗсем тем те аташма пултарӗҫ, — тесе пуҫларӗ Марко бай, — хӑшӗн-пӗрин ав сухалӗ кӑвакарнӑ, хӑй ҫапах унталла туртӑнать, ҫавӑн йышшисем тӗлӗнтереҫҫӗ мана; мӗнле шӑна сӑхнӑ-тӑр, шуйттанӗ те пӗлсе пӗтерес ҫук…
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑй ҫӳллӗ вӑл, ҫурӑмӗ пӗкӗрӗлсе тухнӑ типшӗм ҫын, сухалӗ те, мӑйӑхӗ те ҫук.Это был высокий, сутулый, сухощавый человек, без бороды и усов.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӑрттан кӳрши ҫине иккӗленнӗн пӑхса илчӗ, анчах, лешин хуп-хура сухалӗ айӗнчи кулла асӑрхамарӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Ҫӑрттан мучи, тахҫантанпах тура тивмен муталанчӑк сухалӗ айӗнче ним пулман пек кулкаласа, парта хушшинче пӑталанӑ пек тӑп тӑрать, тухса калакансем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Парта хушшинчен тӑрса, вӑл ҫапӑҫма хатӗр ҫамрӑк автан пек сиксе илчӗ, урса кайнипе, унӑн сухалӗ те чӗтреме тытӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Шалый сухалӗ айӗнче кулса ҫеҫ илчӗ:
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӑхрӑм та хам та кулса ятӑм: эпӗ урапасем патне таврӑннӑ хушӑра мучи те кӗпипе шӗлепкине хывса пӑрахнӑ, йӗм вӗҫҫӗнех пуринчен малта ҫӗмӗрттерсе пырать, кукши кӑна йӑлтӑртатать, кӑвак сухалӗ ҫилпе ҫурӑмӗ хыҫӗнчех вӗлкӗшет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн кӗрен чӗлхи ҫинчен шӗвӗр сухалӗ ҫине тумлам-тумлам тӑрӑ сӗлеке юхса анать.С лилового языка его мелкими каплями сбегала на бороденку светлая слюна.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.