Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лиска хыҫалтан тӗртсе пыракан лава чӑтаймасӑр ачана сирпӗтсе хӑварса аяккалла сиккипе каяс пекех туйӑнчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Японецсем Порт-Артур тулашӗнче рейдра тӑракан икӗ ҫӗнӗ броненосецпа крейсера сирпӗтсе янӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Броненосец тӗпне шӑтарнӑ пысӑк чула сирпӗтсе янӑ хыҫҫӑн «Ермак» ледокол ӑна ӑшӑх вырӑнтан туртса кӑларать.Огромный камень, продырявивший дно броненосца, был удален взрывами, затем «Ермак» стащил его с мели.
Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Куҫа курӑнман мӗнле тӑшман вӗсен карапӗ патне ҫывхарса ӑна сирпӗтсе яма пултарчӗ?Кто тот неведомый противник, что подошел так незаметно и подорвал их корабль?
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шыва антарнӑ катерсен тӑшман карапӗ патне систермесӗр пырса ӑна минӑпа сирпӗтсе ямалла, унтан каялла пӑрахут патне таврӑнмалла.Катера спускаются на воду, приближаются к турецким кораблям и подрывают их минами.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вара «Надяпа Вера», мӗскӗн кимӗ ҫумӗнченех иртсе, аслашшӗпе ача ҫине ҫумӑр пек шыв сирпӗтсе хӑварчӗ.И «Надя и Вера» пронеслась мимо, обдав дедушку и внучка целым фонтаном брызг.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Утатӑн хӑвна май, чӗрӗле пуҫланӑ ҫутҫанталӑкпа киленсе пыратӑн, ҫав самантра е хӑв пӗр-пӗр кӳлленчӗке кӗрсе каятӑн, е сана иртен-ҫӳрен ӑнсӑртран сирпӗтсе хӑварать.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Салтак хула ачине пуҫӗнчен пуҫласа урисем патне ситичченех юлхавлӑн пӑхса илчӗ те, шӑл хушшинчен сурчӑкне аяккалла сирпӗтсе, васкамасӑр: — Матроса шыратпӑр, — терӗ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Июльте Модесто ҫарӗ пӑлхавҫӑсене Брунета патӗнчен сирпӗтсе ярать.В июле армия республиканцев отбрасывает мятежников от Брунета.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗри,чи пысӑк вут чӑмӑркки, йӗри-тавра ҫулӑм сирпӗтсе, хӑй хыҫҫӑн вутлӑ йӗр хӑварса ҫивитти тӑрӑх валака ҫитиех кусса анчӗ, куҫа шартарса яракан шӗвеке татти-сыпписӗр пӗрӗхсе, хӗсӗнсе ларчӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑшман самолетне ҫӗр вут-хӗм сирпӗтсе, хаяррӑн кӗтсе илчӗ.Земля ответила на падение вражеского самолета негодующей вспышкой.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Комитетӑн пушӑ коридорӗсем тӑрӑх, паркетсем ҫине сарӑ мастика сирпӗтсе, витресем, щеткӑсем ҫӗклесе, урай сӗрекенсем ҫаруран ҫатлаттарса ҫӳреҫҫӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Лабардан, мана сирпӗтсе ярса, просмотр пӳлӗмне вӗҫтерсе кӗчӗ, часрах Расщепее ярса тытрӗ.Лабардан, оттолкнув меня, ворвался в просмотровую и подхватил Расщепея.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Причалин, аллисемпе сӗтеле кӳпкесе, сурчӑкне сирпӗтсе, пӗтӗм пӳлӗме янратса кӑшкӑрать.Причалин, шлепая обеими ладонями по столу, брызжа слюной, кричал что-то на всю просмотровую.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пит ҫумалли илсе пырсан, вӑл сивӗрех шыв ыйтнӑ, таз ҫинче нумайччен тулхӑрса, шыва сирпӗтсе ҫӑвӑннӑ, унтан алшӑллипе ҫав тери тӑрӑшса, хӑйӗн шыҫмак кӗлеткине хӗретсе яричченех сӑтӑрӑннӑ, ӑна кура ыттисен те ҫавӑн пекех тӑвасси килнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лупашка хӗрринчи снаряд сирпӗтсе кӑларнӑ хӑйӑр тӗмески урлӑ вӑл аран-аран йӑванса каҫрӗ.С большим трудом он перевалился через песчаный бруствер, бессильно скатился с него.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсемпе кӗрешес тесен витесене усӑ курнӑ дизель ҫӑвӗпе, трансформатор тата машина ҫӑвӗсемпе, соляркӑпа ҫу тӑршшӗпе 1-3 хутчен сирпӗтсе тухмалла.
Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
28. Пӗтерсе ҫӳрекен ангел Израилӗн малтан ҫуралнисене ан тивтӗр тесе, ӗненнипе, Моисей Пасха ирттернӗ, юн сирпӗтсе тухнӑ.28. Верою совершил он Пасху и пролитие крови, дабы истребитель первенцев не коснулся их.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ: 20. «ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иудейсене пӗтме суннисем, вӗсене ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксене апат вырӑнне пӑрахса пама хатӗр тӑнисем, вӗсене хаваспах шута илсе ҫырса тухнисем, халӗ ӗнтӗ намӑсланса, ахлатсах хуйхӑрма пуҫланӑ, вӗсенӗн вут сирпӗтсе тӑнӑ чӑрсӑрлӑхӗ мӑшкӑла юлса сӳнсе ларнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.