Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме манса хӑварнӑ пирки тӗрлӗрен инкек те пулма пултарнӑ ӗнтӗ, анчах вӑхӑтлӑха ҫеҫ: чугун ҫул тунӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗтмеллех пулнӑ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсене пӗлтерме маннине ҫав ӗҫӗ кӑткӑс пулнипе ӑнлантарса пама пулать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вук унтан Бража ҫинчен, хӑйне мӗн те пулин пӗлтерме пултаракан япаласем ҫинчен нумайччен тӗпчерӗ, анчах карчӑк кӑмӑллӑнах каласа памарӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Асту, рота ҫинчен пӗлтерме шутлатӑн пулсан, эпӗ сана пур ҫӗрте те тупатӑп!И смотри: если выдашь отряд, я тебя все равно рано или поздно найду.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малтан вӑл пӗр отделенирех хӑй хыҫҫӑн пыракан Боянӑна, унтан взвод командирне Николӑна каласа пачӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑй чирӗ ҫинчен ротӑра пурне те пӗлтерме пуҫларӗ.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Депона кайнӑ чухне, ирхине ирех, Гойда Шалти ӗҫсен министерствин хулари уйрӑмне кӗчӗ, дежурнӑй патне пычӗ те хӑй килни ҫинчен начальнике пӗлтерме ыйтрӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫанталӑк ҫинчен, тырпул епле ӳсни ҫинчен, пасарта ҫӑм, сурах сӗчӗ килте тӗртнӗ пир, виноград эрехӗ мӗн хак тӑни ҫинчен калаҫкаланӑ май, Скибан хӑйӗн ют ҫӗршыври кӳршӗсене хӑҫан тата мӗнле контрабанда таварӗсем пырса парасси ҫинчен, хӑй вӗсенчен мӗн илме кӑмӑллани ҫинчен пӗлтерме питех те чееленсе ҫитнӗ, ҫакна вӑл ҫӑмӑллӑнах тунӑ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пӗлтерме ирӗк парӑр, — терӗ вӑл кӗскен.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пӗлтерме ирӗк парӑр: демобилизаципе таврӑннӑ старшина, аннеҫӗм — пехота ывӑлӗ Иван Федорович Белограй, — терӗ.— Позвольте представиться: демобилизованный старшина, сын матушки-пехоты Иван Федорович Белограй.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пароле пӗлтерме килӗшменни хӑй суйнине палӑртмӗ тесе шухӑшларӗ Йован.— Йован почувствовал, что, отказавшись назвать пароль, он сделал свою ложь более убедительной.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эпӗ, господин начальник, салтак, ҫавӑнпа пароле сире пӗлтерме пултараймастӑп.— Я солдат, господин начальник, я не имею права сказать пароль.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл пире валли ҫӑм тирлӗ ӑшӑ атӑсем ярса пама кирли ҫинчен ҫийӗнчех радиопа пӗлтерме пулчӗ.Обещал передать по радио, чтобы нам прислали меховые сапоги.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй пӗлтерме шутланӑ решенисем ҫинчен вӗсем пӗлнӗ пек туйӑнчӗ ӑна.Ему казалось, что они уже знают о решении, которое он собирается им сообщить.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак йӗрсем лазутчиксен пӗвӗ-сийӗ, кӗлетки, ҫав вӑхӑтри шухӑш-туйӑмӗ ҫинчен мӗн пӗлтерме пултараҫҫӗ?Что говорят следы о физическом облике и состоянии лазутчиков?
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пӗлтерме ирӗк парӑр, капитан юлташ!
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак чаплӑ хулара пулни ҫинчен пӗлтерме кашниех мӗн те пулин туяннӑ: темӗн чухлӗ сӑн ӳкерчӗксем, Сталинградри новатор ҫырнӑ кӗнеке, ӑна вӑл хӑй алӑ пусса панӑ, трактор моделӗ, Сталинградра кӑларакан тутӑхман хурҫӑ татӑкӗ, гварди значокӗ — пуля шӑтарса тухнӑскер.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпир амаҫурипе чӑн-чӑнах туслӑ пулас-тӑк, ҫак сӑн юратнин паллисене кӑтартма ӳркеннине пӗлтеретчӗ; эхер эпир пӗрне-пӗри хисеплеми пулма; ӗлкернӗ пулсан, ку сӑн е мухтанӑ пек туса тӑрӑхланине, е юри тӑвассинчен йӗрӗннине, е хамӑрӑн чӑн-чӑн ҫыхӑнусене атте куҫӗ умӗнче пытарма тӑрӑшнине, ҫавӑн пекех тата ытти нумай туйӑмсемпе шухӑшсене пӗлтерме пултаратчӗ; халь вара ҫак сӑн, Авдотья Васильевнӑна питӗ килӗшрӗ пулин те, нимӗне те пӗлтермерӗ, пирӗн хушшӑмӑрта ҫыхӑнусем пачах ҫуккине кӑна пытарчӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Улпут ҫуртӗнче ӗҫлекен хӗр ватӑ Иртеньев хӑй килни ҫинчен пӗлтерме Петр Васильевич патне хашка-хашка чупса ҫитсен, лешӗ ҫиллессӗн ҫапла ответлерӗ пулӗ: «Ну, мӗнех вара, килнӗ-тек?» — ҫакӑн хыҫҫӑн килӗ еннелле юриех май пур таран хуллен утрӗ пулӗ, ҫитсе кабинетне кӗрсен, юриех ытларах вараланнӑ пальтине тӑхӑнса ячӗ-тӗр, улпут майрисем хистесен те кӑнтӑрлахи апат ҫумне нимӗн те ан хушӑр тесе пӗлтерме, повар патне чуптарчӗ пуль.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Варя, мана пӗр стакан шыв пама хуш-ха, — терӗ вӑл, каллех аяккалла пӑхса; ҫемйин пурнӑҫне мана пӗлтерме иртерех е пачах кирлӗ мар, тесе шутласа илчӗ пулӗ вӑл.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.