Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле те пулин урса, кӑтӑрса кайнӑ ротнӑй хӑйӗн салтакӗсене черетпелен пӗтӗмӗшпех, сулахай флангран пуҫласа сылтӑммине ҫитичченех, питрен хӗреслӗн-хӗреслӗн ҫутӑлтарма тапратнине аякран, пӗр икҫӗр утӑмсенчен, час та часах сӑнанӑ Ромашов.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ҫул тӗлли-паллине курмасӑрах утрӗ, ӑна вӗҫӗмсӗрех такам, пысӑкскер, кӗрнеклӗскер те евӗкскер, ак-ак халех, ҫак самантрах, питрен вӗри сывлӑшӗпе вӗрсе ярас пеклӗн туйӑнса пычӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Эсир чӑн-чӑн офицер вилӗмӗ питрен пӑхма хӑрать тесшӗн мар пулӗ те ҫак?»«Разве вы думаете, что настоящий офицер боится поглядеть в лицо смерти?»
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ватӑ тискер этемӗн сассине илтнӗ-илтменех, унӑн сӑнне курнӑ-курманах вӑл ӑна ыталаса чуптума тытӑнчӗ, йӗрсе ячӗ, кулса илчӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне тытса пӑчӑртарӗ, кӑшкӑрса ячӗ, унтан ун тавра сиккелеме пуҫларӗ, юрларӗ, ташларӗ, унтан каллех йӗрсе ячӗ, аллисемпе сулчӗ, хӑйне хӑй пуҫран, питрен ҫапкалама тытӑнчӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ӑсран тухнӑ ҫын пек хӑтланчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӑрт ҫамкисенчен ҫырманалла пӑтранчӑк шыв кӗрлесе анать, мӗскӗн таркӑнсене шӑмма витерессе ҫити шӑнтать, ӗнтӗркетет, ҫумӑр питрен ҫапать.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил питрен ҫапса вӗрчӗ… йӗпе тумтирӗм шӑнса пӑрланнӑ та хӑма пек пулса тӑнӑ.Ветер хлестал мне в лицо… одежда моя промерзла и стала твердой, как доска.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шаплатнӑ сасӑ мӑнтӑркка ачана ҫав алӑпа питрен ҫупса яни пулнӑ имӗш.Удар растопыренной пятерней пришелся по щеке толстого мальчишки.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Анчах эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: эсир театрта, урамра, е ӑҫта та пулин ман пата пыма хӑятӑр пулсан, — эпӗ сире питрен ҫупатӑп.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мӗн мана ҫисе ярас пек пӑхатӑн эсӗ: ман куҫран та питрен ҫеҫ пӑхатӑн?! — чунӗ тӑвӑлса килнипе чышкине чӑмӑртанӑ сулахай аллипе хӑмсарса кӑшкӑрса ячӗ вӑл; унӑн ҫаврака кӗске мӑйӗнчи юн тымарӗсем тӑртанса кайрӗҫ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑн пек ҫынсем те пур-ҫке-ха: калӑпӑр, уезд пуҫлӑхӗ ӑна сӑнчӑрласа лартнӑ, улпутсем питрен ҫутӑлтара-ҫутӑлтара янӑ, арӑмӗсене уезд управленийӗнчи стражниксем турта-турта илнӗ, ашшӗ-амӑшӗсем вара ростовщиксене тарӑхнипе виле-виле выртнӑ, апла пулин те вӗсен сӑн-сӑпачӗсем эп ӗнер курнӑ ҫынсенни пекех хӑрушӑ та хаяр мар.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Пӗр кӗрнеклӗ карчӑк — Мишка Игнатенок амӑшӗ, — мӑшлата-мӑшлата Давыдов патне хӗсӗнкелесе пычӗ, намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса тӑкрӗ те ӑна питрен лачлаттарса сурчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑйсем патӗнчен иртсе пынӑ чух, вӗсем тӗссӗр куҫӗсемпе питрен пӑхаҫҫӗ те, тутисене пӑчӑртанӑн тытса, аллисене леш тӗнчери кӑвакарнӑ ҫӗтӗк-ҫурӑк хутламне пытараҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫакна кура эпӗ ун патне таврӑнтӑм, кутамккана, котелокпа чейнике ҫӗре хутӑм та, хӗрарӑма месерле вырттарса, урисене хуҫлатма пикентӗм — вӑл мана, питрен те какӑртан чышса, тӗртсе ячӗ те, каялла ҫаврӑнса, упа ами пек тӑват уран упаленсе, кӑшкӑрса-хӑрӑлтатса, тӗмсем хушшинелле кӗрсе кайрӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хӑй питӗ салхуччӗ, хӑш чухне ачашчӗ те, тепӗр чух вара тискер кайӑк пек туллашса, ахӑрса каятчӗ, Пӗринче вӑл мана питрен ҫапрӗ…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Мӗнле, яланлӑхах? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Штольц, унӑн ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ те ӑна питрен пӑхрӗ.— Как, навсегда? — с изумлением спросил Штольц, устраняясь от его объятий и глядя ему в лицо.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов питрен ҫупса ярсан, Тарантьев ҫав самантрах чарӑнчӗ, пукан ҫине ларчӗ, тӗлӗннипе ухмахла куҫӗсене йӗри-тавралла ҫавӑркаларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫийӗнчи тутӑрне хӑвӑрттӑн сӳсе илчӗ те вӑл, чӑмӑртаса кумккалатса, яра пачӗ мана унпа питрен.Она быстрым движением сбросила с себя платок и, скомкав его, бросила мне в лицо.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ольга, вӑтаннипе хӗрелсе, пуҫне инкӗшӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ; инкӗшӗ ӑна ачашшӑн питрен лӑпкарӗ.Ольга, краснея, клала голову на плечо тетки; та ласково трепала ее по щеке.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Соusin Ольгӑна хӗрачалла ҫеҫ курнӑскер, халӗ, курсран вӗренсе пӗтерсе, эполет ҫакса тухсан, Ольга патне хаваслӑн чупса пырать, вӑл ӑна ӗлӗкхилле хултан лӑскасшӑн, аллинчен тытса ҫавӑрттарасшӑн, унпа пукансем, дивансем тӑрӑх сиккелесшӗн… анчах Ольгӑна питрен тинкерсе пӑхать те — шикленсе ӳкет, именсе аяккалла пӑрӑнать, хӑй халь те ача иккенне, Ольга хӗрарӑм пулса ҫитнине ӑнланса илет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрсене питрен ҫупнӑ пулӗччӗ-и?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956