Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫӳлхуҫа сасси хӑватлӑ, Ҫӳлхуҫа сасси мӑнаҫлӑ.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ ӑна пӗлӗтпе чӗркесе тӗтрепе пиелерӗм, 10. унтан ӑна йӗрке кӑтартса патӑм, хӳме хӳсе хапхапа пӳлсе лартрӑм та: 11. «ҫак тӗле ҫитетӗн те малалла каймастӑн, мӑнаҫлӑ хумусен чикки ҫакӑнта санӑн» терӗм.
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Езекия хӑй те, Иерусалим ҫыннисем те мӑнаҫлӑ чун-чӗрине йӑвашлатнӑ та, вара Езекия чӗрӗ чухне Ҫӳлхуҫа ҫилли вӗсем ҫине ӳкмен.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Урӑх мӑнаҫлӑ ан калаҫӑр; чӗлхӗр-ҫӑварӑртан чӑрсӑр сӑмах ан тухтӑр: Ҫӳлхуҫа — пурне те пӗлекен Турӑ, Унӑн ӗҫӗсем те виҫеллӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр енчи шурӑ юр купи тӑрринче ҫуркунне палли – питӗ илемлӗ хӗр сӑнӗ – катаранах мӑнаҫлӑ курӑнать, тепӗр енче – катемпи ҫиле май хумханать.
Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
2014 ҫулта Илья Муромец лашипе мӗн тери мӑнаҫлӑ курӑнатчӗ.
Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26
Ӑслӑ ҫынсенчен чи асли салхуллӑ та янӑравлӑ сӑмахсемпе, мӑнаҫлӑ та тӗксӗм сасӑпа ӑна консилиум мӗн тума йышӑннине пӗлтернӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӑванӗ, лашапа килмелле тенӗскер, ҫуранах килнӗ, ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхса калаҫнӑ та ялан тенӗ пекех кӑмӑлсӑр юлнӑ; пӗр ҫемьере хӑйсене ытлашши мӑнаҫлӑ тыткалаҫҫӗ; тепринче — амӑшӗ лайӑх, ашшӗ ухмах, виҫҫӗмӗшӗнче вара — пачах тепӗр майлӑ, т. ыт. те, хӑшпӗрисенче пурӑнма та юрамалла, анчах условисем Верочкӑшӑн юрӑхлӑ мар: е акӑлчанла калаҫмалла, — Верочка калаҫма пӗлмест; е, гувернантка мар, нянька кирлӗ; е ҫынсем пур енчен те лайӑх, анчах хӑйсем чухӑн тата вӗсен хваттерӗнче гувернантка валли пӳлӗм ҫук — ача-пӑча пӳлӗмӗ ҫеҫ, унта вӗсен икӗ пысӑк ача, икӗ пӗчӗк ача, нянька тата ӗмӗртекен хӗрарӑм пурӑнаҫҫӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Килте тахҫанах ӗнтӗ хуҫа урин мӑнаҫлӑ сасси илтӗнсе тӑрать, вӑл ҫын пулнӑ, ватӑла та пуҫланӑ, анчах амӑшӗшӗн вӑл ҫав-ҫавах Яшук-ха, вӑл ӑна — пӗчӗкскерне, шурӑ ҫӳҫлӗ, шухӑ ачана, час-часах тӗлӗкре курать…
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.