Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах сирӗн укҫӑр нумай пулсан, — сирӗн ӗмӗтӗрсем те, ҫав ӗмӗтсене пурнӑҫламалли майсем те ҫав тери нумай, — ҫапла-и?Но если у вас много денег — у вас множество желаний и полная возможность осуществить их, — так?
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Анчах эпӗ кухньӑри химипе тирпейлӗхӗн кӑткӑс фокусӗсене тахҫанах пӗлсе тӑраттӑм; хӑйӗн ачисен хырӑмӗсене ирӗксӗрех куллен улталамалла пулнӑ тата сӑнран пӑхсан кӑмӑла каймалла мар, хӑйне тивӗҫлӗн тыткалама пӗлмен йӗкӗте те тӑрантармалла пулнӑ хӗрарӑмӑн тӗрлӗ майсем тупса епле тӑрмашма лекнине лайӑх кураттӑм эпӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр пухӑннӑ пек чухне, республика Пуҫлӑхӗ экономист-студентсемпе тӗрлӗ ыйтусем тавра канашланӑ, регионпа ӗҫлеме пулӑшакан майсем пирки сӳтсе явнӑ.
«Эпир управлени процесӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмлӗхне хаклӑпӑр», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/26/epir- ... sa-tuhapar
Сӗнӳсем те туххӑмрах пама майсем пулӗҫ.
«Эпир управлени процесӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмлӗхне хаклӑпӑр», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/26/epir- ... sa-tuhapar
Хресчен хӑйӗн сӗллине тин ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ, апла-тӑк, унӑн тӳлемелли майсем те пур; вӑл купецпа пӗрле хупаха каять те, унта хӑйӗн парӑмӗсене тӳлесе татать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Республикӑра асӑннӑ тытӑма ҫӗнетме тӗллев лартнӑ – ватӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене стационара вырнаҫтарса кӳмелли майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен организацисен пурлӑх никӗсӗ ҫирӗпленет.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/01/glav ... et-s-mezhd
Вӑхӑтлӑ та вырӑнлӑ сӗнӳ-канаш вуншар хӗр-хӗрарӑма тӳрленми йӑнӑш тӑвасран упраса хӑварнӑ, сывӑ та тӗреклӗ пепке ҫуратма майсем туса панӑ.
Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii
Буржуаллӑ конституцисем яланах граждансен прависене ятне туса ҫырса хунипе чарӑнаҫҫӗ, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли условисем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсем ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ, граждансен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах хуҫапа рабочи хушшинче, помещикпа хресчен хушшинче чӑн-чӑн пӗртанлӑх пулма пултарайманнине, — пӗрисен пуянлӑх тата обществӑра политикӑллӑ вӑй пуррине, теприсен вӑл та, ку та ҫуккине, пӗрисем эксплуататӑрсем пулнине, теприсем эксплуатаци айӗнче пулнине — манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
ССР Союзӗн халӑх хуҫалӑхсенче ҫавнашкал улшӑнусем пулнипе пирӗн халь ҫӗнӗ, социализмлӑ экономикӑ пур, вӑл кризиссемпе безработицӑна пӗлмест, вӑл чухӑнлӑхпа юхӑнлӑха пӗлмест, вӑл граждансене пуян та культурӑллӑ пурӑнма пур майсем те парать.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Сяо Сян, арестленин кутӑнлӑхне ҫапса хуҫмалли майсем шыраса, шавламасӑр ларчӗ.Сяо Сян молча сидел, обдумывая способ сломить упорство арестованного.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эсир тӑрӑшса вӑй хунине, укҫа-тенкӗне тимлӗн асӑрхаса тӑнине пула республикӑна, экономика отраслӗсене, пӑхӑнса тӑракан учрежденисене тата бизнеса аталантармалли кӗске тата вӑтам вӑхӑтлӑх тӗллевсемпе стратегилле тӗллевсене пурнӑҫлама лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ.
Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/08/glava- ... aet-s-dnem
Ӗҫре ҫӗнӗ майсем шухӑшласа кӑларни тата ӗҫе пур енчен те тӗплӗн хатӗрленсе пыни совет лётчикӗсене кӑткӑс техникӑна вӗренсе алла илме май пачӗ.
16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хальхи шкул ачисемпе вӗренекенсем тата студентсем, ӳлӗмрен шӑпах эсир республикӑна малашлӑхалла илсе каятӑр, хӑвӑрӑн пулас ачӑрсемпе мӑнукӑрсем валли ӗҫлеме тата пурӑнма хӑтлӑ майсем йӗркелетӗр.
Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/01/pozdra ... aeva-s-dne
Акӑлчан империалисчӗсем ҫӗршывра хуҫаланма урӑхла ҫӗнӗ майсем шыранӑ.Английские империалисты искали новые возможности для господства в стране.
Пакистан ҫинчен // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Анчах вӑл ҫав вӑхӑтрах ҫак хӗскӗчрен тухмалли майсем ҫинчен те шухӑшларӗ.Но втайне он обдумывал план, с помощью которого собирался вырваться из тисков.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Иван Никифоровича чее ӑсӗпе мӗнле ӳкӗте кӗртес тесе, тӗрлӗ майсем тупса, хӑюллӑн малалла утса пынӑ вӑхӑтра, Антон Прокофьевича кӗтмен ҫӗртен кӑштах пӗр сӑкӑлтӑк пӑшӑрхантарчӗ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Хальхи йышши цифра технологийӗсем, пысӑк технологиллӗ ӗҫ меслечӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, инфратытӑм ҫӗнелет, ҫӑмӑллӑх кӳрекен майсем анлӑланаҫҫӗ, вӗсен пахалӑхӗ ӳсет.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://chuv.cap.ru/news/2021/07/10/chvas ... chta-cihnv
Вӑл Хӗрлӗ Ҫарӑн малалла тапӑнма епле майсем пурри ҫинчен, пролетари дивизийӗсем Сербине куҫасси ҫинчен хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа вӑл Артона малалла шырас пирки те, мировой патне каяс пирки те, ытти майсем тупас пирки те урӑх шарламарӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Кӑшт вӑхӑт иртсен, Йован унпа кунти лару-тӑру ҫинчен калаҫу тапратма, майӗпен-майӗпен тармалли майсем пуррипе ҫуккине ыйтса пӗлме шутласа хучӗ.Немного погодя, Йован решил разузнать у него, какая здесь обстановка и возможен ли побег.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.