Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӗ (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
Уҫланкӑ хӗррине ҫитсен Ула Тимӗр, татӑклӑ кӗрешӳ умӗн мӗн пур вӑй-халне пӗр чӑмаккана пуҫтарса карӑнтарма тӗллев тытнӑ пек, каллех чарӑнса тӑчӗ, рюкзакне тӳрлетсе илчӗ, шлепкине пусарсарах лартрӗ, шӑлавар кӗсйинчен кӑларса аллине хуҫмалла ҫӗҫӗ — ҫава ҫӗҫҫи — тытрӗ (вӑрманти тискер кайӑксенчен чылайӑшӗ ҫӗрлехи вӑхӑта юратать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уртем Михали пуҫӗнчи курӑс шлепкине ҫамки ҫинерех пусарса лартрӗ те ҫын куҫӗнчен аяккараха, ҫӑра чӑтлӑхлӑ тӗм патне пычӗ, турачӗсене сире-сире чи варрине кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Борис ҫийӗнчи пиншакне хывса ҫерем ҫине сарчӗ, Клавӑна лартрӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Тӑхта, Корнеев, — Ивана ҫавӑнтах чарса лартрӗ цех начальникӗ, — хӑв йӑнӑшна ӑнланасшӑн та мар иккен эсӗ, эпӗ вара сана урӑхларах ҫын тесе.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полина питне аллисемпе хупласа лартрӗ те халран кайса диван ҫине ӳпӗнчӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Яшка пӗҫерме лартрӗ те ҫӗрулми шуратма манчӗ, пӳлӗмне тирпей кӳртес терӗ, кӑшт-кашт пуҫтаркаласанах пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек ҫӗрелле куҫ илмесӗр пӑхма пуҫларӗ.

Help to translate

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑваласан та тухасшӑн мар ӗнтӗ иккӗмӗш Ревленӗ, сӑнчӑрламаллипех сӑнчӑрласа лартрӗ мана.

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Апла Ревленпе ӗҫлетӗн пулать-ха, маттур, маттур, — юсанӑ пуканине ун-кун ҫавӑркаласа сӗтелӗ ҫине майласа лартрӗ вӑл.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Андрей уринчи пушмакне пӳртумне хывса лартрӗ те хӑюсӑррӑн алӑка уҫрӗ.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович пӑрана тепӗр хут хӑйраса лартрӗ, Люба хальхинче асӑрханса ӗҫлерӗ.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эсир, Ревлен Петрович, ҫав начартарах ӗҫсемпе лайӑхрах ӗҫсене пӗр-пӗринпе ылмаштарса парӑр-ха, — Лида татах тем каласшӑнччӗ пулас, анчах аслӑ мастер хӗре чарса лартрӗ.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кунне виҫ-тӑватӑ ӗҫ е ытларах улӑштаратпӑр, ӗҫ хатӗрӗсем кашнинех кирлӗ, — мастера чарса лартрӗ наладчик.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Лида чечек ҫыххине савӑта лартрӗ.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Наладчик чакӑр куҫӗсене хӗссе лартрӗ, вӑрӑм кӗлеткеллӗскер, мастер ҫине ҫӳлтен аялалла вӗҫкӗннӗн, йӗкӗлтесе пӑхрӗ.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович хӗрачаран отвертка ыйтса илчӗ, болтне хытарса лартрӗ.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ӑнланаймарӑм сана, Марук, мӗн пирки эсӗ? — витрисене алӑк умнех лартрӗ Ваҫҫа.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Лена икӗ турилккепе пӑсланакан шаркку пырса лартрӗ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урапа ҫинчи хӗрарӑм, хӑранипе кӑн-кӑваках кӑвакарса кайнӑскер, шари-и! ҫухӑрса ячӗ те питне аллипе хупласа лартрӗ.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ара, чип-чиперех утса ҫӳреттӗмччӗ-ха, ҫӗркаҫ тем мурӗ пулчӗ, пуҫ ыратать, ҫакӑнтан, кӑкӑр тӗлӗнчен, пӑталаса лартрӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл уринчи чусӑнккине хывса лартрӗ те, ҫӑм тапочка тӑхӑнса, хӗрӗ умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed