Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнакан the word is in our database.
курӑнакан (тĕпĕ: курӑнакан) more information about the word form can be found here.
Кремль ҫийӗн ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатса курӑнакан чиркӳ тӑррисем вӗсене илӗртрӗҫ те, ҫав вӑхӑтрах хӑратса та тӑчӗҫ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускав шывӗ тӗксӗммӗн курӑнакан пулчӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен, Мускав патне ҫывхарнӑ май, вӑрман сайралчӗ, малтан пысӑк уҫланкӑсем, унтан анлӑ уйсем курӑнакан пулчӗҫ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таврари юр пӑрланса ҫап-ҫуттӑн курӑнакан пулнӑ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӳтӗлев хатӗрӗсене, кулленех пурнӑҫра усӑ курӑнакан таварсене илме плана кӗртнӗ.

Help to translate

Ҫар ҫыннисем валли кирлӗ ятарлӑ кулленхи хатӗрсене Чӑваш Енре централизациленӗ майпа туянма палӑртаҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ullenhi-ha

Тукай хӑйӗнпе юнашар мӗскӗннӗн тӑракан икӗ мӑрса умӗпе аяккалла, кунтан кӑшт ҫеҫ курӑнакан Эсрел сӑрчӗпе Галаня шӑтӑкӗ еннелле тунсӑхлӑн пӑхрӗ.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курӑнакан йӗп вӗҫне унпа ҫаклатрӗ те Эльгеев хӑвӑрт туртса кӑларчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Диагональ» тени куҫа курӑнакан пустав татки кӑна пулнӑ иккен.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл тӗрке пуҫӗнчи курӑнакан пустава пӳрнисемпе лутӑркаса пӑхрӗ, кӑмӑлларӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пикментей каччӑсене ҫурӑмран тӗрте-тӗрте вӑрманалла, кӑкарнӑ лаша курӑнакан тӗлелле хӑваларӗ.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Юсанатӑн пулать, Ухтепи? — терӗ Тукай мунча хыҫҫын хӗр пек курӑнакан арӑмӗ ҫине ӑмсануллӑн пӑхса.

Help to translate

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑваш ачисем вара, ӑна-кӑна асӑрхамасӑр, аякран ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнакан хула ҫине тӗмсӗлсе пӑхрӗҫ.

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак вӑхӑтра сарӑ хӑмӑллӑ уй-хирпе тин шӑтнӑ ешӗл калча пек курӑнакан ҫаран ҫине ҫу каҫиччен пӗр канма-ҫӑр тӑрӑшнӑ ӗҫченсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫӳлтен-ҫӳле хӑпарса пынӑ, тӗксӗммӗн курӑнакан хумсем ҫийӗн пӗр-пӗччен малалла вӗҫнӗ.

Он поднимался выше и выше и полетел один над тёмными всколыхавшимися волнами.

Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.

Юханшыв урлӑ курӑнакан улӑхри утӑ капанӗсем те ун чухне тӗнче илемне капӑрлатма кана унта-кунта купаланнӑ пек туйӑнать.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лапсака кӗрен пӗлӗтсем хушшинчен курӑнакан кӑвак тӳпе вӗҫӗ-хӗррисӗр пек туйӑнать ӑна.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аякранах курӑнакан сарлака алӑк ҫине пӑхӑр пластинка ҫыпӑҫтарнӑччӗ: «Цезарь Фридрих Ревер».

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ним тума та ҫук — тул ҫутӑлаччен аякра курӑнакан вӑрмана ҫитесех пулать.

Пока не рассвело, надо добраться до леса, виднеющегося вдали.

VI // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Чирлӗ ҫынна лимон пит усӑллӑ, — тесе, витӗр курӑнакан хутпа чӗркенӗ кучченеҫе Елюка аллинчен тыттарчӗ, салам калама хушрӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урамран пӑхсан — параднӑй крыльцаллӑ, алӑкне уҫсан — пӗлӗт курӑнакан хушӑ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed